«Савăнма та сăлтав тупатăпах»

14 Янв, 2017

80 урлă каçнă тĕле илмелли темĕн чухлех пухăнать. «Шухăшăмпа ачалăха таврăнсан хурланатăп та, савăнма та сăлтав тупатăпах», — тет Мария Максимова.

Мария Васильевна 1935 çулхи кăрлач уйăхĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнче çуралнă. Маруç 1,5 çулта чухне амăшĕ пурнăçран уйрăлса кайнă. Ашшĕ Василий Толстов, пĕчĕк ачапа тăрса юлнăскер, çак ялти хĕре Екатерина Михайловăна качча илет. Кăмăллă, сăпайлă хĕрарăм хĕрачана хăйĕн тăван ачи пек пăхса ÿстерет. Маруç амăшĕ вĕрентнине тĕпе хурса тирпейлĕ, ĕçчен çитĕнет.

Пурнăç çулĕ темшĕн яланах тикĕс пулмасть. Шухăшламан çĕртех тĕрлĕ пăтăрмах сиксе тухать. Маруç пурнăçĕнче те репресси çулĕсем хурлăхлă йĕр хăварнă. 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче ашшĕне элеке пула ĕçленĕ çĕртенех тытса каяççĕ. Ун пирки нумай çул нимĕнле хыпар та пулман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче кăна Василий Петрович 1942 çулхи раштав уйăхĕнчех вилни палăрнă. Маруçпа Екатерина Михайловна çапла иккĕшех тăрса юлнă. Мĕн пĕчĕкрен хĕрача амăшĕпе колхоза ĕçлеме çÿренĕ. Вăл вăхăтра кашни çемьене тырă вырма ана уйăрса панă. Маруç та пĕчĕклех алла çурла тытнă, тырă вырнă, ытти ĕçрен те пăрăнман.

Пĕве кĕрсен Мария Алексей Максимовпа çемье çавăрнă. Упăшкин килĕнче тĕпленнĕ. Сакăр ача, пилĕк хĕрпе виçĕ ывăл, çуратса ÿстернĕ Максимовсем. Улми улмуççирен аякка ÿкмест тенĕ пек ывăл-хĕрĕ те ĕçчен, сăпайлă çитĕннĕ. Фермăра дояркăра вăй хуракан амăшĕ ирех ĕçе тухса кайнă. Ачисем шкула хăйсемех пуçтарăнса кайнă. Аслисем кĕçĕннисене вĕрентсе пынă. Шкул хыççăн кашниех хăйне килĕшекен профессие суйласа илнĕ. Вĕсен хушшинче тухтăр та, строитель те, инженер та, воспитатель те пур. Ывăлĕ Николай мăшăрланнă хыççăн кукамăшĕн килĕнче тымар янă, мăшăрĕпе Надьăпа Екатерина Михайловнăна пăхнă вĕсем. Хĕрарăм Хуракасси шкулĕнче ĕçлет. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ.

Мария Васильевна тивĕçлĕ канăва тухичченех фермăра вăй хунă. Общество ĕçĕнчен нихăçан пăрăнса юлман. Фольклор ушкăнне çÿреме те ĕлкĕрнĕ хĕрарăм. Ăна ял канашĕн депутатне темиçе хутчен те суйланă. Тăрăшулăхне кура Хисеп хучĕпе те нумай чысланă. «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята, «Ача амăшĕ героиня» ордена тивĕçнĕ вăл.

Сăпайлă хĕрарăм паян та ялти тĕрлĕ мероприятие хутшăнать. Шкулта йĕркелекен тĕлпулусене çитет. Вăрçă çулĕсенчи йывăр пурнăç çинчен ачасене каласа кăтартать.

Пĕрле ÿснĕ, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсемпе час-часах курнăçма тăрăшать. Вĕсемпе тĕл пулсан асаилÿ çăмхи сÿтĕлет те сÿтĕлет...

Маргарита МИХАЙЛОВА.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.