Капмаррăн курăнать пĕлÿ «карапĕ»
Çак куна Комсомольски районĕнчи Элпуç таврашĕнчи ял ачисем кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те чăтăмсăррăн кĕтет.
Кунта çĕнĕ шкул вĕренекенсене йышăнмалла. 165 ача партăсем хушшине ларĕ, унсăр пуçне шкул çулне çитмен 40 пепке ача садне çÿреме тытăнĕ. Район ертÿçисем строительство ĕçĕсемпе тăтăшах интересленеççĕ. Халь шкул урайĕсене плитасем сараççĕ, маччасене, стенасене илем кÿреççĕ.
Шкул территорине тирпей-илем кÿрес тĕлĕшпе те тăрăшсах ĕçлеççĕ. Спортăн тĕрлĕ енĕпе занятисем ирттерме хăтлă лапам, хоккейла вылямалли лаптăк тунă та ĕнтĕ.