Тумла чула шăтарать

21 Июл, 2016

Федерацин патшалăх статистика службин ертÿçи Александр Суринов Чăваш Енре ĕçлĕ çулçÿревпе виçĕ кун пулнă. Республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулса регионăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне сÿтсе явнă. Куславкка, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи çырав объекчĕсене, инструктор участокĕсене çитнĕ, лару-тăрупа паллашнă. Александр Евгеньевич регионра паллă мероприятие лайăх хатĕрленсе пысăк шайра ирттернине, çыруçăсем яваплăха туйса ĕçленине палăрт-нă. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе те тĕл пулса ыйтусене хуравланă.

Налук хумаççĕ

Çырав çĕр ĕçченĕсене малалла аталанма çул уçса пани куçкĕрет. Акă 2006 çул хыççăн ?юлашки çырав ун чухне иртнĕ - авт.% «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ хута кайнă. Республикăри аграрисем 26 млрд тенкĕ кредит укçине явăçтарнă. Çакă çĕр ĕç культурине палăрмаллах улăштарнă. Уй-хирте çĕнĕ йышши хăватлă техника хуçаланать. «Ял хуçалăхĕнчи улшăнусен кăтартăвĕсем аграрисене ятран пулăшмашкăн тухăçлă мерăсем йышăнма кирлĕ», - палăртнă Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май.

- Паян хушма хуçалăх тытса пыни предпринимательлĕх ĕçĕ-хĕлĕ шутланмасть, уншăн налук хывмаççĕ, - тенĕ вăл граждансен иккĕленчĕклĕ шухăшĕсене сирсе. - Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çĕршыври хушма хуçалăхри лару-тăру пирки тĕрĕс информаци илме май парать. Çак материалсем апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерме стратегиллĕ йышăнусем тума кирлĕ.

Пурнăç таппинчен юлмаççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Федерацин патшалăх статистика службин ертÿçи Александр Суринов, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăвашстат пуçлăхĕ Эльвира Максимова «Ольдеевская» агрофирмăра пулса унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Асăннă пĕрлешĕвĕн директорсен канашĕн председателĕ Евгения Беликова хăнасене теплицăсемпе паллаштарнă, производствăна ÿстерме, тăкака чакарма пулăшакан çĕнĕ-лĕхсем пирки каласа панă. Агрофирмăра пахчаçимĕç туса илесси ÿссех пырать. Хальхи вăхăтра пурĕ 6890 тонна пуçтарса илнĕ. 2,2 гектар çинче çĕнĕ теплица тума пуçланă. Вăл кăçалхи юпа уйăхĕнче хута каймалла. Агрофирмăн хĕллехи теплицисем 25,62 гектар йышăнаççĕ. Михаил Васильевич предприяти теплица хуçалăхне çĕнетме укçа нумай хывнине, тухăçлăх ÿссе пынине палăртнă, çĕнĕ рыноксене тухма сĕннĕ.

Республика Пуçлăхĕпе Росстат ертÿçи Александр Суринов Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тренкассинчи Павловсен хушма хуçалăхне те çитсе курнă. Çемье çулсерен вăкăрсем самăртса сутать. Чăх, кăркка усрать, улма-çырла, пахчаçимĕç, чечексем ÿстерет. Кил хуçи хĕрарăмĕ Светлана Александровна каланă тăрăх - йăран çинче ĕçлеме, пахчаçимĕçе çĕнĕ технологипе усă курса çитĕнтерме кăмăллать.

Çемье унччен сысна та усранă. Ĕне выльăх ашĕ хакланнă май вăкăрсем самăртма тытăннă. Продукци сутассипе те йывăрлăх çук. Килти хуçалăх Павловсене хушма тупăш илме, малалла аталанма пулăшать. «Çакăн пек çемьесене эпир яланах ырă тĕслĕх вырăнне хуратпăр», - палăртнă Михаил Васильевич.

Информаци чăнлăхпа тÿр килтĕр

Чăваш Енри ĕçлĕ çулçÿрев программи тулли пулнине пăхмасăр Федерацин патшалăх статистика ертÿçи Александр Суринов республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе пресс-конференци ирттерчĕ.

Росстат ертÿçи пирĕн республикăна килнин тĕллевĕ - ял хуçалăх çыравĕпе кăсăкланасси, халăх шухăш-кăмăлне, ыйтусене мĕнлерех йышăннине пĕлесси. Пурнăç таппине кура статистика тишкерĕвĕ те вăхăт иртнĕ май улшăнать, çĕнелет. Кăçал акă малтанхи хут планшетлă компьютерпа усă кураççĕ. Чăн та, хальлĕхе вăл 20 пин çыруçă аллинче кăна-ха. Ыттисен вара машина вулакан çырав хучĕпех ыйтса пĕлме тивет. 2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ тĕлне çыруçăсене унпа туллин тивĕçтермелле. Пурĕ 200 пин планшетлă компьютер кирлĕ пулать. Халĕ техникăн çыраври тухăçлăхне, вăл мĕнле ĕçленине, усă курнă чухнехи чăрмавсене пĕлесшĕн.

Александр Суринов ялта пурăнакансем хуларисемпе танлаштарсан çырава лайăх хутшăннине асăнчĕ. Çапах вĕсен те шиклĕх туйăмĕ çухалман-ха. Лаптăк виçине, выльăх-чĕрлĕх йышне ыйтма пуçласан çынсем сасартăк крепостла йĕркене, коллективизацие, Хрущев тапхăрĕнче налук тÿлеттернине аса илеççĕ. Чăн та, вăл вăхăта нумайăшĕ аслă ăру каласа панă тăрăх кăна пĕлет. Çапах вĕсем те налук хурасран иккĕленни сисĕнет. «Пирĕн çынсене ăнлантармалла: нихăçан та, пĕр çыравра та, СССР, патша, Ленин, Сталин, Брежнев, Хрущев, Горбачев тапхăрĕсенче те - конкретлă çын е çемье пирки информаци никама та паман, - палăртрĕ Росстат ертÿçи. - Ял хуçалăх, халăх çыравĕсемпе информаци саракан должноçри çынна саккунпа явап тыттараççĕ, уголовнăй ĕç пуçаричченех». Хăшĕ-пĕри килти выльăх, кайăк-кĕшĕк йышне çыруçăна тĕрĕс пĕлтерме килĕшменнисем те пур-ха, куç ÿкесрен хăраççĕ.

-Тĕрлĕ регионти çыруçăсем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ-и? - ыйтрĕç мероприятие хутшăнакансем.

- Пурте пĕрешкелех, - терĕ Александр Суринов, - анчах переписчиксен лайăх хатĕрленмелле. Вĕсен калаçма, çынна ÿкĕте кĕртме пĕлмелле, йĕркеллĕ, асăрхануллă пулмалла. Ĕçе илнĕ çыншăн эпир яваплă.

Кăçалхи çырав çĕршыври йывăр лару-тăрура иртет. Çавна май тăкака палăрмаллах чакарма, ĕçе хăвăртлатмашкăн хăш-пĕр ыйтăва кăларма тивнĕ. Çав хушăрах унччен пулман ыйтусене те кĕртнĕ: çăмăллатнă кредитпа усă курни тата ытти те. Укçа-тенкĕ хĕсĕккипех аэрокосмос сăнÿкерчĕкĕсемпе усă кураймаççĕ. Вăл вара çырав чăнлăхне ÿстерме пулăшĕччĕ. Çыруçăсен йывăр та яваплă ĕçне шута илсе вĕсене 16200 тенкĕ тÿлĕç.

- Çыравра ыйтăва хуравлама килĕшменнисем пур-и? - кăсăкланчĕç журналистсем.

- Чăваш Енре ун пеккисем сахал. Эпир ĕçе вĕçлемен-ха, çыруçăсем вĕсем патне татах каяççĕ, ăнлантараççĕ. Çемьере пĕри хирĕçлесен тепри хуравлама хатĕр. Çырав пĕтнĕ тĕле ыйтусене хуравлама килĕшменнисен хисепĕ паллă пулĕ, - терĕ пресс-конференцие хутшăннă Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова.

Ял хуçалăх предприятийĕсем, фермерсем кăтартусене электрон мелĕпе статистикăна тăратаççĕ. Вĕсем çакăншăн яваплă. Хушма хуçалăхсенчен, сад-дача хуçисенчен ыйтса пĕлме тивнĕ май чăрмавсем те тупăнаççĕ. Акă Сĕнтĕрвăрри районĕнчи граждансен коммерциллĕ мар сад пĕрлĕхĕнчи пĕр дача хуçи патне çыруçăн икĕ хут çитме тивнĕ. «Тумла чула шăтарать, - терĕ Александр Евгеньевич. - Иккĕмĕшĕнче тинех вăл ыйтусене хуравлама килĕшнĕ». Журналистсем çыраври тĕрĕслĕх пирки ыйтсан Росстат ертÿçи ăна ыйтупах хуравларĕ: «Респондент хуравĕн тĕрĕслĕхне мĕнпе танлаштарăн-ши?» Раççейре кăна-и, ют çĕршывсенче те ун пирки йĕркеллĕ калаймаççĕ-мĕн. Çырава пĕтĕмлетнĕ хыççăн кăна тулли информаци пулĕ.

Лариса Никитина.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.