Мĕн пăшăрхантарать сана?
ТЕСТ. Ку тест чунра мĕн пулса иртнине, пуçри шухăшсене, ытларах мĕн пăшăрхантарнине уçăмлатĕ. Сана мĕн кирлине эсĕ хăв та лайăх пĕлетĕн-ха, анчах сăмах кун пирки мар — ăс-тăнăн «аякри кĕтесĕнче» пытаннă хăш-пĕр шухăш-кăмăлу пирки. Çак тест хăвна лайăхрах ăнланма пулăшĕ. Теста иккĕн, сăмахран, хĕр тусупа пурнăçласан лайăхрах — нимĕн те манмасран куç умне мĕн тухнине йăлтах сăмахпа каласа пама пултаратăн. Куç умĕнчи япаласен кашни пайне тимле, нимĕн те сиктерсе ан хăвар.
Хатĕрлен. Лăплан та куçна хуп.
1. Эсĕ уй-хирпе утатăн. Мĕн туятăн? Уй мĕнлескер? Унта мĕн те пулин ÿсет-и? Йĕри-тавра мĕн куратăн?
2. Малалла кайнă май темле япала асăрхатăн. Мĕн тата мĕнле вăл? Килĕшет-и сана? Мĕн тĕслĕ вăл, мĕнрен тунă? Хытă е çемçе? Кунта мĕнле лекнĕ? Ăна курсан мĕнле шухăш çуралчĕ?
3. Сана хирĕç пĕр хĕрарăм килет. Вăл çывхарсан тин çеç тупнă япалана пама ыйтать. Хĕрарăм ăна урăх япалапа, пысăкраххипе, улăштарасшăн. Унран мĕнле парне кĕтетĕн?
4. Уй-хир варринче — тарăн çырма. Унта темĕскерсем. Кăштах пĕшкĕнсен вĕсене лайăхрах сăнатăн. Камсем е мĕнсем çырмара? Кăмăллă-и вĕсем? Нумаййăн-и? Мĕн тăваççĕ, хăйсене мĕнле тытаççĕ? Темĕскерсене лайăх сăнлама тăрăш.
5. Çырмара пурăнакансем сана асăрхарĕç те çÿлелле хăвăрт кармашма тытăнчĕç — кĕç-вĕç сĕртĕнĕç сана. Çак лару-тăрура мĕн тăватăн? Мĕншĕн сан паталла кармашаççĕ-ши? Мĕн кирлĕ вĕсене? Темĕскерсенчен шикленетĕн-и? Куçа-куçăн тĕл пулас килет-и вĕсемпе?
Ăнлантарни
Уй-хир чуна сăнарлать. Унăн сывлăхне уйрăмах тимлĕн сăнамалла: хир симĕс курăклă е унта мĕн те пулин ешерет, чечеке ларнă е тыр-пул çитĕнет-тĕк — чунпа пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Анчах уйра сухаланă хуп-хура çĕр кăна, çырма-çатра, типнĕ курăк пулсан асăрхан — чунунта канăçсăрлăх хуçаланать, ăна япăх.
«Хирте утнă» вăхăтри шухăш-кăмăла аса ил. Ун тăрăх эсĕ туйăмсене пăхăннине е пăхăнманнине, хăвна алăра тытма пултарнине е шухăшланине тÿрех палăрт-нине ăнланма пулать. Уй сана витĕм кÿрет-тĕк — эсĕ туйăмсене пăхăнса пурăнатăн. Сăмахран, чавса-сухаланă хура çĕр шиклентерет, пусăрăнчăк туйăм çуратать е ешерекен-чечекленекен хир савăнăç парнелет…
Уй-хир, унти пулăмсемпе япаласем пачах та кăсăклантармаççĕ, нимĕнле туйăмсем те вăратмаççĕ-и? Саламлатпăр: хăвна яланах алăра тытатăн эсĕ.
Умри япала çак самантри ĕмĕте сăнлать. Ăна тĕрлĕрен ăнланмалла: сăмахран, куç умне енчĕк тухса тăрсан сана укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйту пăшăрхантарать. Урăх япала, тĕслĕхрен, шăрпăк коробки тупрăн-и? Апла, унпа мĕн çыхăннă, çавăн пирки ĕмĕтленетĕн. «Шăрпăк» сăмах — вут-çулăмпа хĕлхеме, коробка вара хĕсĕк те хупă вырăна, ирĕксĕрлĕхе ăнлантарать. Çакна мĕнле пĕтĕмлетмелле-ха? Эсĕ пĕтĕм чунтан «çунма» ĕмĕтленетĕн, анчах çакна тума темĕскер тытса чарать. Хăвна хăв хирĕçлени — акă мĕн шухăшлаттарть сана.
Мечĕк тупни эсĕ ун пекех вăйлă сикме, çÿлелле вĕçме, çĕре çапăнсан та арканмасса ĕненетĕн.
Тупнă ытти япалан пĕлтерĕшне те çакăн пекрех ăнлантарма тăрăш.
Эсĕ тĕл пулнă хĕрарăм — шăпа палли. Ăна мĕнле куратăн, куç умне çапла кăларатăн. Хĕрарăм илемлĕ-и? Çамрăк-и? Апла эсĕ ыррине кăна ĕненетĕн, пурнăçри асамлă самантсене кĕтетĕн. Анчах хĕрарăм ватă, нимĕн- пе те илĕртмест-тĕк эсĕ шăпуна савăнăçсăр куратăн.
Тупнă япалана пысăкраххипе улăштарас килет-и? Хĕрарăм сĕнекен япала шалти чăн-чăн шухăш-туйăма пĕлтерет. Эсĕ мĕн пирки ĕмĕтленнин /уйра тупнă япала/ сăлтавĕ çакăнта пытаннă.
Уйра тупнă япалана урăххипе улăштарма çăмăллăнах килĕшетĕн-тĕк, эсĕ мĕншĕн шăпах ун пирки ĕмĕтленнине ăнланма пулать. Улăштарма кăмăл çук-и? Апла тĕллевсене пурнăçлама сана темĕскер чăрмантарать.
Тарăн çырма — ăс-тăн. Унти чунсем — вăрттăн шухăшсем, шикленÿ, ĕмĕтсем; вĕсене эсĕ кулленхи пурнăçра ăс-тăн вăйĕпе пусаратăн, парăнтаратăн. Темĕскерсем лăпкă та мирлĕ пулни аван. Анчах вĕсем читлĕхри тискер чĕрчунсем пек унталла-кунталла чупкалаççĕ-тĕк эсĕ пĕр-пĕр самантра кĕтменлĕхпе тĕлĕнтерме пултаратăн. Хăвна алăра тытма чарăнсан темĕскерсем çиеле тухаççĕ! Çакна асра тыт. Вĕсемпе куçа куçăн курăнас килни е килменни — вăрттăн шухăшсене, шикленĕве, туйăмсене ăнланма тăрăшни.
Комментировать