Стартра - çăмăл атлетика ветеранĕсем

21 Июл, 2016

Çак кунсенче Шупашкарти "Энергия" стадионта çăмăл атлетика ветеранĕсем хушшинче тĕп хулан уçă чемпионачĕ иртрĕ. Старта пирĕн ентешсемпе пĕрле Мари Эл спортсменĕсем те тухрĕç. Çак яваплă ăмăртусенче Патăрьел районĕнчи Туçара çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Михаил Телегин 100 метр чупассипе тата тăршшĕне сикессипе палăрчĕ. Икĕ енĕпе те 50 çултан кĕçĕнрех çăмăл атлетика ветеранĕсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, дипломсемпе икĕ ылтăн медале тивĕçрĕ.

Çăмăл атлетикăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртса çавăн пекех уçă чемпионатăн çĕнтерÿçи ятне 1976 çулта Монреальте Олимп вăййисене хутшăннă Виктор Семенов, Вăрмар районĕнчи 77 çулти шурсухал Николай Михайлов тата 58 çулти Николай Иванов, Комсомольски районĕнчи Галинăпа Анатолий Давыдовсем, Хĕрлĕ Чутай ялĕнчи Людмила Михуткина, Вăрнар районĕнчи Ярмушкари культура çурчĕн пуçлăхĕ Надежда Лаврентьева, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн аслă преподавателĕ Надежда Иванова, Шупашкар районĕнчи Роза Алексеевăпа Петр Федоров, Мари Элпа Чăваш Енри чи вăйлă вун-вун спортсмен тивĕçрĕ.

Утă уйăхĕн 22-24-мĕшĕсенче Шупашкарти "Олимпийский" стадионта 35 çултан аслăрах спорт ветеранĕсен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕсене ирттерме палăртнă. Пирĕн республикăри спорт ветеранĕсен канашĕн председателĕ Василий Шоркин пĕлтернĕ тăрăх — Чăваш Ен чысне унта 100 çăмăл атлет хÿтĕлеме хатĕрленет.

Петр СИДОРОВ.

Василий Шоркин сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.