Çапма пĕлмесен...

Çапма пĕлмен пушă вĕçĕ хăйне пырса тивет тенĕ. Куславкка тата Патăрьел районĕсенчи шурлăхлă лаптăка типĕтсе усă курма хăтланни хуçисенех йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ.

Куславкка районĕнчи пĕр çын 3-4 çул каяллах Пăрмас ял тăрăхĕн территорийĕнче уй варринче техникăпа канав чавма пуçланă. Çăлкуçран тапса тăракан шыв ун тăрăх çывăхри кÿлле юхса тухасса кĕтнĕ вăл. Никампа канашламасăр, хăй пĕлнĕ пек чакаланнă арçын. 1 метр сарлакăш, 1,2 метр тарăнăш канава 500 метра яхăн чавнă хыççăн тин йăнăшне ăнланса илнĕ. Пуçăннă ĕçе пăрахнă. Анчах тарăн канава хупласси пирки аса та илмен. Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Чĕмпĕр облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕсем каланă тăрăх - çĕре 2 млн тенкĕлĕх шар кăтартнă. Тăпра пулăхне тавăрма 2 çул кирлĕ. Траншея уя икĕ пая пайланипе лаптăка йĕркеллĕ сухаласа акаймăн. Техникăпа çÿреме те кансĕр. Выльăх-чĕрлĕх кĕрсе ÿксен тухса пĕтеймĕ.

Валерий Новосельцев инспектор сăмахĕпе кунашкал ĕçе тытăниччен рекультиваци проекчĕ хатĕрлемелле пулнă.

- Тăкакĕ пысăк паллах. Анчах усси те пур. Унччен йĕпе тăнăран хăш-пĕр лаптăка акма-лартма çĕртме уйăхĕсĕр те кĕреймен. Шыв юхма канав тунă хыççăн усă курмасăр выртнă лаптăксене те пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Чăн та, эпир канава чылай тарăнрах та сарлакарах тунă, - каласа пачĕ Куславкка районĕнчи Иван Семенов фермер.

Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхĕнче вара 0,2 гектар çĕрĕн пулăхлă сийне вырăнтан куçарнă. Çакăн пирки прокуратура ĕçченĕсем управление пĕлтернĕ. Пĕрлехи тĕрĕслевре лаптăкра самай пысăк шăтăк асăрханă. Хуçисем кÿлĕ туса пулă ĕрчетме шутланă-ши? Чăн та, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче çапла тума юрать. Çапах кашни ĕçĕн хăйĕн йĕрки пулмалла. Çĕрĕн пулăхлă сийне куçариччен ирĕк илмелле, проект хатĕрлемелле. Çитменнине ку лаптăк арендăра кăна-мĕн. Чăн та, тĕрĕслев органĕсем айăплама ĕç пуçарнине пĕлсен фермер шăтăка тултарса тикĕсленĕ. Анчах хура тăпра тăмпа хутăшнăран çĕр пулăхĕ палăрмаллах чакнă. Апла явап тытмах тивĕ унăн.

Надежда Васильева,

управлени ĕçченĕ.

 

Надежда Васильева

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.