Янаварăм ман, янаварăм, Эп сана йĕвентен ямарăм...

21 Утă, 2016

Валериан Константинов Красноармейски районĕнчи Вăрманкас Алманч ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çакăнтах тĕпленнĕ, халĕ те ватлăх кунĕсене кунтах ирттерет.

- Пĕлетĕр-и, - тет ватă. - Маншăн Вăрманкас Алманчран пахарах ял çук. Кунта - вăрманлă, çырла-кăмпаллă, илемлĕ вырăнсем. Пĕве тĕлĕшпе те пуян, вĕсенче пулă чылай.

Сакăр теçетке çул сахал вăхăт мар, ăна сакăр кунпа танлаштараймăн. Çак тапхăрта хура-шур нумай куртăм эпĕ. Çуралнă ял, тăван хуçалăх ман куç умĕнче аталанса вăй илчĕç. Хам ĕмĕрте виçĕ пÿрт лартрăм. Халĕ пурăнаканнине ял халăхĕпе нимелле хăпартрăмăр.

Ултă пĕртăван çитĕннĕ вĕсем. Миньккапа Клементий ку тăрăхри ăста тимĕрçĕсем пулнă. Герăпа Миша та тăван хуçалăхра ĕçлесех телей тупнă. Шел, кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă вĕсен. Аппăшĕ Юля Шупашкарта пурăнать.

Супар шкулĕн тăватă класне çеç пĕтернĕ Валериан. Мĕншĕн тесен вăрçă хыççăнхи пурнăç çăмăл пулман. Икĕ алла пĕр ĕç тенĕ евĕр «Сила» колхозра вăй хума тытăннă. Ăна бригада лашисене пăхма шаннă.

- Эпĕ янаварсене питĕ юрататтăм, килĕштернĕ ĕç урăх çукчĕ. Бригадăра 25 лашаччĕ. Хĕлле тихасене турта хушшине тăма вĕрентеттĕмĕр, çулла вара выртмана çÿренĕ. Ăйăра та хамăр патрах çитĕнтернĕ эпир.

Лашасăр алă-урасăр пекех туйăннă ун чухне. Пĕтĕм ĕçе унпа пурнăçланă. Пахча сухаламалла-сÿрелемелле, çĕрулми лартмалла, утă-улăм турттармалла, арман авăртмалла, тислĕк тăкмалла... Хăнана та янаварпа кайнă. Унсăр пуçне кĕркунне-çуркунне салтак юрри янратса яшсемпе ял-ял тăрăх çÿренĕ. Миçе çамрăка çара ăсатман-ши вăл?

1957 çулта Вăрманкас Алманч каччин хăйĕн салтак ячĕ тухнă. Валериан Константинов çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Ленинградри инженери çарĕсенче виçĕ çул салтак пăтти çинĕ.

Хĕсмет хыççăн чунĕ хулана туртман унăн, фермăна ĕçе вырнаçнă. 1960 çулта Супар хĕрĕпе Евдокия Васильевăпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Мăшăрĕ те хăй пекех мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратса ÿснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчех фермăра ĕне сунă. Каярахпа Вăрманкас кинĕ вăкăр самăртнă çĕрте вăй хунă. Кил хуçи вара юратнă лашисене пăхма кÿлĕннĕ. Ăна 30 яхăн ут шанса панă.

- Унтанпа чылай вăхăт хыçа юлчĕ. Çур ĕмĕре яхăн конюхра ĕçлерĕм эпĕ. Шел, хуçалăхра паян пĕр лаша та çук, çынсем те усрамаççĕ ăна. Çакăншăн чун вырăнта мар. Хам пăхнă янаварсене ятран та асăнма пултаратăп: Добрый, Звонок, Бион... Вĕсемпе районта хĕл ăсатма мĕн чухлĕ хутшăнман-ши? Самуил Петров урапа-çунана юсаса тăратчĕ. Эпĕ вара лаша тăлли, тилхепе яваттăм. Пăяв-вĕрен те чылай хатĕрленĕ, ял-йыш ыйтăвне те тивĕçтернĕ.

Мăшăрпа пĕр-пĕрне килĕштерсе, ăнланса пурăнтăмăр. Хам ĕçе пуçтарса пĕтерсен ăна пулăшма васкаттăм. Ферма ĕçĕ самаях пилĕке авнă. Тислĕке те алă вĕççĕн кăларнă, выльăх апатне те, шыва та лашапа турттарнă. Эпĕ кунта пĕр çул çеç ĕçлемен-çке, вăйпитти вăхăта çакăнта ирттернĕ, - иртнине аса илет ĕç ветеранĕ.

Мăшăрĕпе вĕсем ултă ача çуратса ÿстернĕ. Шел, Евдокия Васильевна вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Ял-йыш ăна ăшă кăмăлпа аса илет. Йышлă çемьене тăрантарма, тăхăнтартма сахал мар вăй хума тивнĕ: алсиш-чăлха çыхнисĕр пуçне кăçатă йăвалама та вĕреннĕ.

Вăхăт малаллах шăвать. Константиновсен ачисем те кайăк чĕпписем пек тăван йăваран вĕçсе тухса саланнă. Роза халĕ Мускавра хĕрĕ патĕнче пурăнать, Эльза хăйĕн çемйипе - Канашра. Леня Воркутара водительте ĕçлет, анчах тăван ен ăна хăй патне туртать пулас. Ашшĕн кил-çурчĕпе юнашар кермен хăпартнă вăл. Герман Чиркÿллĕ Алманч хĕрĕпе çемье çавăрнă хыççăн пиччĕшĕ пурăнакан хулана тухса кайнă. Апла пулин те ялта çĕр лаптăкĕ илсе икĕ хутлă çурт, хуралтăсем лартнă. Толя вара тăван тăрăхрах тĕпленнĕ.

Валериан Константинович паян пĕчченех пурăнать. Ывăлĕпе кинĕ пулăшаççĕ ăна, сывлăхĕпе те кăсăкланаççĕ. Нумаях пулмасть кĕçĕн хĕрĕ Надя йывăр чире пула пурнăçран уйрăлчĕ. Çак хуйхă ватта хуçса хăварчĕ.

Пушă вăхăтра ачисем, мăнукĕсем час-часах аслашшĕ-кукашшĕ патне килеççĕ. Ун чухне кил-çурт хавас сасăпа тулать.

Валериан Константинов çут çанталăк тусĕ те. Хăй ĕмĕрĕнче мĕн чухлĕ йывăç-тĕм лартман-ши вăл?

- Турă панă кун-çула ырлăхпа пурăнса ирттересчĕ, ачасен телейне курасчĕ, вĕсене савăнтарасчĕ, - терĕ ватă манпа сывпуллашнă май.

Татьяна БОРИСОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.