Архив - 14 Июл, 2016

14 Июл, 2016

Кишĕр шăни тапăнсан

Кишĕр çумĕнче, çеçкеленсе тухакан вырăнта шурă, шăрка евĕрлĕскерсем тем чухлех çыпçăнса тăраççĕ. Унчченхи çулсенче çакнашкаллине асăрхаман. Мĕн-ши вăл? Чир пулсан мĕнле сиплемелле?

Надежда ГЕОРГИЕВА.

Шупашкар.

Куçпа курмасăр кишĕре мĕн сиенленине палăртма йывăртарах пулин те йăрана кишĕр шăни тапăннă тесе çирĕплетме пулать.

14 Июл, 2016

Çиçĕмрен хÿтĕленме

Статистика тăрăх аçа çиçĕм çапса вилекенсем çул-йĕр аварийĕнче вилекенсенчен пин хут сахалрах. Апла пулин те çулла хутран-ситрен аслати вăйлă кĕмсĕртетсе сехĕрлентеретех. Аслатиллĕ, çиçĕмлĕ çумăр чухне асăрхануллă пулмаллине астутарать. Асăрханулăх йĕркине аса илни пăсмĕ.

Вăйлă çиçĕм чухне çÿллĕ япаласем çумне пытанма юрамасть. Йывăç, юпа, вышка т. ыт. те çиçĕме хăйсем çине туртса илме пултараççĕ. Уйрăм тăракан япала — пушшех те. Çиçĕм ытларах юмана, чăрăша, хыра, тиреке çапать. Хурăнпа вĕренене çапни сайра тĕл пулать.

14 Июл, 2016

Каникулта та кану çук

— Музыка вăл мĕн тери хăватлă та вăйлă, — тет Оля Павлова. — Ăна нимĕнпе те танлаштараймăн. Юрă итлесе ларнă май эпĕ таçта та çитетĕп. Хама сăпкари пекех туятăп. Кăмăл çĕкленет, ĕмĕт çунатланать, чун савăнать. Юрлас, ташлас килет. Юрă-кĕвĕ çынна кăна мар, чĕрчуна та, ÿсен-тăрана та хăват парать.

14 Июл, 2016

«Талант пулсан мĕнрен хăрамалла?»

Пирĕнтен чылайăшĕ пĕр-пĕр ĕçе пуçăнас умĕн иккĕленÿ туйăмĕнчен ниепле те хăпаймасть. «Тĕрĕсех тăватăп-ши? Тен, ку — манăн мар? Ыттисем кулма пуçласан?» йышши шухăшсем тепĕр чухне çынна чĕрĕллех кăшлаççĕ.

14 Июл, 2016

Тăван килти пекех

Юратнă мăшăрăмпа час-часах çулçÿреве тухатпăр эпир. Турцире те пултăмăр. Раççей çыннисем çав хĕвеллĕ çĕршывăн курорчĕсенче канма кăмăлланăран мар, Трабзон хулинче пурăнакан тусăм Мухсин йыхравланипе унта çитсе куртăмăр.

14 Июл, 2016

Яккушкăнь пуласлăхĕ пăшăрхантарать

Яккушкăнь — Выл юханшывĕнчен виçĕ-тăватă çухрăм хĕвеланăçнерех, унăн юппин сулахай çыранĕнче вырнаçнă виçĕ урамлă ял. Архив докуменчĕсенче ун çинчен 1858 çулта асăнни паллă.

Якку текен çын хăйĕн ушкăнĕпе пирĕн ял вырăнне килсе тухнă. Питĕ килĕшнĕ вĕсене çак тăрăх. Юнашарах Кушлавăш шывĕ юхса выртнă. Выльăх-чĕрлĕх çÿретме çырми-çаранĕ те çителĕклĕ. Якку ушкăнĕ çакăнта тĕпленнĕ. Кĕçех кил йышĕ 28-ра çитнĕ. Унта 230 çын пурăннă. Тырă акса çитĕнтермешкĕн 456,8 гектар çĕр, вутă пуçтармашкăн 18,3 гектар вăрман пулнă.

14 Июл, 2016

Сăввăм-калавăм çăлтăрлă, хĕвеллĕ чечек пулĕ

«Мĕнле асамлă сăрăсемпе ÿкерсе илемлетмелле-ши паянхи куна? Иртен пуçласа каçченех вăл лăпкă та тÿлек. Нихăçан та ун сăн-сăпачĕ урăхла пулассăн туйăнмасть. Çапла, çут çанталăк ялан пĕр пек тăмасть. Тепĕр чухне аслати те авăтать, çиçĕм те çиçет, çумăр чĕреслетсе çăвать. Эй, юратнă йывăçсем! Сассăра парсамăр!

Страницы