«Талант пулсан мĕнрен хăрамалла?»
Пирĕнтен чылайăшĕ пĕр-пĕр ĕçе пуçăнас умĕн иккĕленÿ туйăмĕнчен ниепле те хăпаймасть. «Тĕрĕсех тăватăп-ши? Тен, ку — манăн мар? Ыттисем кулма пуçласан?» йышши шухăшсем тепĕр чухне çынна чĕрĕллех кăшлаççĕ.
— Талант пулсан мĕнрен хăрамалла? — тет ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ Даниил Шерки. Тин кăна вуннăмĕш класран вĕренсе тухнă каччăн сăмахĕсенче тĕрĕслĕх пурах. Мĕн пĕчĕкрен хăйĕн вăйне шанма, пултарулăхне туйса аталантарма хăнăхнăскер çирĕп шухăшлă çын пулса ÿсни куçкĕретех. Турă пани кашни çынрах пур. Çакă пире хăйне евĕрлĕ вăй-хал кÿрет. Анчах, шел, ăна асăрхама кашниех пултараймасть.
Даниил ашшĕ пекех хитре юрлать, тăваттăмĕш класра вăл çак енĕпе хушма пĕлÿ илме тытăннă. Пултарулăхне тĕрлĕрен конкурсра кăтартать, республикăри «Мехел» фестивале те хутшăннă. Шупашкарта иртнĕ «Америка талантсем шырать» конкурсра та акăлчанла çав тери илемлĕ юрă шăрантарса тĕлĕнтернĕ.
— Малтан эпĕ сцена çине тухма питĕ хăраттăм, — каласа парать Даниил. — Халĕ ун пек туйăм çук. Çынсемпе çăмăллăнах хутшăнатăп. Сцена çинче те хама ирĕклĕ тытатăп, чунра лăпкă.
Даниила тăтăшах шкулта е районта пĕр-пĕр мероприяти ертсе пыма шанаççĕ. Çак ĕçе лайăх пурнăçланăшăн час-часах Тав хучĕпе чысласа хавхалантараççĕ.
Маттур каччă юрласа кăна пурăнмасть, вĕренÿре те хастар. Физикăпа районти конференцие хутшăннă. Çак предмета юратни те ахаль мар — техника чуна илĕртет-çке. Хими те килĕшет ăна. Кашни предметпа тăрăшса вĕренекенскер районти олимпиадăсене тăтăш хутшăнать, час-часах мала тухать.
Чылай конкурс-ăмăртура лайăх кăтартупа палăрнăшăн, шкул пурнăçне хастар хутшăннăшăн Даниил тĕрлĕрен Хисеп хутне тивĕçнĕ те «Орленок» лагерьте канса курнă. Унта та хăйне лайăх енчен кăтартнă вăл.
Антиутопипе кăсăкланаканскер Рэй Брэдбери çырнисене вулама уйрăмах кăмăллать. Малтан хăй те калем ĕçĕпе туслашма хăтланнă, анчах халĕ экзаменсем пирки ытларах шухăшланине палăртрĕ каччă. Çапах та ку туртăм унра сÿнмен-ха, ăна çĕнĕрен чĕртсе ямалла кăна.
— ЧР пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕшĕн аннене чĕререн тав тăватăп, — тет Даниил. — Вăл мана яланах хавхалантарать. Ун çине пăхсан хамăн та хастар пулас килет. Çак стипенди çамрăксене питĕ кирлĕ. Пирĕн хушăра пултаруллă, анчах вăтанакан ачасем те пур. Стипенди патне туртăнма тытăнсан вĕсем хăйсен пултарулăх енĕсене уçса ярĕç, пытанса пурăнма пăрахĕç. Вулакансене ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме сунатăп. Турă панине пытармалла мар!
Лариса ПЕТРОВА.
Канаш районĕ,
Шăхасан шкулĕ.