Комментировать

14 Июл, 2016

Каникулта та кану çук

— Музыка вăл мĕн тери хăватлă та вăйлă, — тет Оля Павлова. — Ăна нимĕнпе те танлаштараймăн. Юрă итлесе ларнă май эпĕ таçта та çитетĕп. Хама сăпкари пекех туятăп. Кăмăл çĕкленет, ĕмĕт çунатланать, чун савăнать. Юрлас, ташлас килет. Юрă-кĕвĕ çынна кăна мар, чĕрчуна та, ÿсен-тăрана та хăват парать. Эпĕ çакна чунтанах ĕненетĕп.

Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕн çиччĕмĕш класĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă Оля Павлова тухтăр пулас ĕмĕтпе çунатланса пурăнать. Юрă итленĕ вăхăтра вара хăйне пысăкланнă пек туять. Чирпе асапланакансене пулăшать, сыватма ăнтăлать. Тепĕр чухне ăшшăн калаçни эмелрен те сиплĕрех пулнине ăнланса кашнинпе пĕр чĕлхе тупать... Унтан юратнă ашшĕн сăнарĕ куç умне тухать... Йăр! юхса анать тăварлă куççуль питçăмарти тăрăх...

Шухăшĕсем пĕвери пăр катрамĕсем пекех пысăк. Канăç памасăр явăнаççĕ. Юратнă ашшĕ çĕре кĕнĕренпе хăйĕн вырăнне ниепле те тупаймасть Оля. Хăш чухне унăн сăнÿкерчĕкĕсем çине пăхса: «Пĕлетĕн-и, аттеçĕм, сансăр тĕнче пушă пек туйăнать. Унчченхи хаваслă кунсенчи пек сассу пÿртре, картишре илтĕнмест... Çакна йышăнма мĕн тери йывăр. Эсĕ урăх пирĕнпе пулмасса ĕненес те килмест. «Вăхăт темле хуйха-суйха та йăвашлатать, вара пуçĕпех мантарать» сăмахсене йышăнма пултараймастăп... Чĕре суранĕ мĕн ĕмĕр тăршшĕпех ÿт илеймĕ... Çапла, унчченхиллех хĕвел хĕртсе пăхать. Тĕттĕм çĕр иртнĕ хыççăн, çĕнĕ кун пуçласа, çÿл тÿпене хăпарать. Хăй çутине, ăшшине хĕрхенÿсĕр сапать. Чуна йăпатать», — тет куççульленсе.

Амăшне кирек епле ĕçре те пулăшма тăрăшать вăл. Ĕçрен ывăнса таврăнсан канма хистет.

— Аннеçĕм, апат пиçнĕ, ĕç-пуçа пурнăçланă. Çавăнпа та лăпкă пул, — хĕрхенсе сăмахлать вара юратнă çынни çумне йăпшăнса. — Атя, шăм-шака массаж тăвар.

Спорт сывлăхшăн питех те вырăнлă пулнине шута илсе каникулта тус-юлташĕпе, пĕрле вĕренекенсемпе волейболла вылять. Каçхине вара шанчăклă тусĕпе Таньăпа икĕ çухрăма кашни кун чупса тухать.

— Тренировкăсене нихăçан та сиктерместпĕр. Çитменнине çуллахи илемлĕ кун çут çанталăкра уçăлса çÿреме килĕшет. Кире пуканĕ йăтасси те кăмăла каять. Ку енĕпе çитĕнÿ пур. Ăмăртусенче пĕрремĕш вырăна тухса килтисене пĕрре мар савăнтарнă. Дима пиччене пулах спортпа туслă эпĕ, — тет Оля.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Канаш районĕ,

Ăвăспÿрт Кипеч.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.