Сăввăм-калавăм çăлтăрлă, хĕвеллĕ чечек пулĕ
— Кунсем иртеççĕ, чи лайăх кунсем, — терĕ вăл хальхинче сасăпах.
Çак капăр тăрăхран каясах та килмест пек унăн. Ара, кашни кĕтес, кашни урам, пахча, йывăç — веçех тăван пек-çке! Уйрăмах, кунта пĕрле вĕреннĕ ачасенчен епле уйрăлса каймалла? Питĕ хĕн! Ара, вăл вĕсемпе пĕрле сывланă, çут çанталăк илемĕпе киленсе улăхра утнă, шыва кĕнĕ, библиотекăна çÿренĕ. Юлашки шăнкăравра та тăххăрмĕшсем куççуль кăлармасăр чăтаймарĕç. Пĕр-пĕрне ыталасах йĕчĕç.
Пур енĕпе те пултаруллă Юля Николаева Етĕрне районĕнчи Кăкшăм шкулĕнче çултан-çул ăс пухнă. Ăмăрту-конкурса хутшăнса малти вырăна тухнă. Чун иленĕçĕ — ÿкересси, сăвă-калав çырасси.
— Эпĕ хамăн чĕрере пысăк вăй пуррине туятăп. Сăвă çырма тытăннă вăхăтра чĕрем те хăвăрттăн тапать. Чăнах, чĕрери кăвар кунран-кун хĕмленсе те аталанса пынине туятăп. Сăввăм-калавăм çăлтăрлă, хĕвеллĕ чечек пулĕ. Анат Тагила кайсан та пултарулăхăма малалла аталантарăп. Тен, манăн алă айĕнчен сăвă-калав кĕнеки тухĕ. Паллах, никам та тÿрех чап-лă специалист пулаймĕ. Нумай-нумай художниксен, писательсемпе поэтсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă эпĕ. Кашнин пултарулăхĕ ачаран тытăннă, манăн та çаплах пулса тухрĕ. Пурăна киле, пĕр класран теприне куçнă май ÿкерчĕксем тăвасси çумне тепĕр пархатарлă ĕç — сăвă-калав çырасси хутшăнчĕ. Паллă писательсемпе поэтсем чаплă ÿкерме тата çырма пултарни тĕлĕнтернĕ те хавхалантарнă. Çавăнпа вĕсем пек пуласшăн çуннă эпĕ, — тесе хăйне пĕрре мар хавхалантарнă хастарскер.
Юля кĕçĕннисемпе те, аслисемпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать. Унăн калаçăвĕнче те — шăнкăртатса юхакан шыв. Анчах пустуй сăмах ваклакан çын мар. Кашни сăмахĕ витĕмлĕ, çыпăçуллă, пурне те килĕшмелле.
...Кантăкран хĕвел çути кĕрет. Çĕнĕ кун, халиччен никам курман, çĕнĕ кун илсе килет. Мĕн-ши вăл? Савăнăç-ши? Паллă мар. Çак ыйту Юльăна яланах шухăша ярать. Паян, авă, алăри ручка та темшĕн хут çине пĕр йĕрке те çырасшăн пулмарĕ — пуçра вырăнлă йĕркесемех пур пулин те. Хут çинче унччен çырса хунисем çеç-ха...
***
Пĕрле тăхăр çул вĕреннĕ Костя Ильин отличник. «Орленок» лагерьте те каннă иртнĕ çул, çĕршыври ытти тăрăхри хастар ачасемпе паллашнă. Паян та вĕсемпе тачă çыхăну тытать. Халĕ пĕлĕвне аталантарма Кстов хулине çул тытасшăн.
— Ах, кирек мĕнле пулсан та, тăван вырăнсем-çке, чун-кăмăла çывăх, чи юратнă çĕршыв! Кунта ачалăх иртнĕ, ăна нихăçан та манас çук ĕнтĕ. Пĕрле вĕренекенсемпе вылянă, туссемпе пулла çÿренĕ, вăрмана уçă сывлăшпа киленме, çырла-кăмпа пуçтарма васканă. Йывăç çине хăпарса йĕри-тавралăх илемне пĕрре мар тинкернĕ. Çуллахи вăхăт-ра йывăç-курăк ăшă çилпе хумханни кăмăла çĕклет мар-и? Ун тăрăх çут хĕвел шевли выляни, кайăк-кĕшĕк вĕçсе иртни те савăклăх парнелет. Эпир, пĕрле вĕренекенсемпе, çак илеме похода кайсан пĕрре мар сăнанă. Ĕнтĕ çав хаваслă вăхăтсем — хыçра. Юлашки шăнкăрав та янăрарĕ, тăхăр класс пĕтернĕ ятпа халалланă савăнăçлă каç та иртрĕ, çав самантсенче асăнмалăх ÿкерĕннĕ сăнÿкерчĕксем те альбомра ĕнтĕ... Кашниех хăй юратнă профессие алла илес тесе пурнăçăн анлă сукмакĕпе мăнаçлăн утĕ, — терĕ хастар вĕренекен.
Çап-çамрăк, кайăк пек çăмăл, яланах йăл кулăллă сăн-питлĕ Костя хăй ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тесе чун-чĕререн тăрăшассине çирĕплетсех каларĕ.
Элиза ВАЛАНС.
Етĕрне районĕ,
Кăкшăм.
Комментировать