Архив - 11 Фев, 2016

11 Фев, 2016

Путин пек пуласчĕ!

- Пурнăçра туслăх - чи пĕлтерĕшли. Юлташ нумай пулни питĕ аван. Хамăрăн та чăн-чăн тус пулма пĕлмелле. Çавăнпа яланах савăнăçлă, тăрăшуллă, çивĕч ăс-тăнлă пулмалла, - тет йăл кулăпа çиçекен Владислав Михайлов.

11 Фев, 2016

«Хумлă Атăл» чуна хумхантарать

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Михаил Мерченĕн «Хумлă Атăл» /тиражĕ - 1000 экземпляр, редакторĕ - М.З. Захаров, ÿнерçи - М.Д. Давлятшин/ романĕ пичетленсе тухрĕ. Ку авторăн саккăрмĕш кăларăмĕ. Кашни çĕнĕ кĕнеке кун çути курни - çурхи ăшă кун ирхи тĕтре витĕр ем-ешĕл улăхра тата тепĕр чечек шăтса тухнипе пĕрех.

11 Фев, 2016

Амăшĕпе ывăлĕсем

Вырăс хĕрарăмĕ Епистиния Федоровна Степанова хăй пурнăçĕнче чылай хура-шур курнă. Унăн тăхăр ывăлĕ вăрçăра вилнĕ.

Краснодар тăрăхĕнче çут тĕнчене килнĕскер мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă. Кубаньре хур-кăвакал кĕтĕвне кĕтнĕ. Çĕр ĕçĕнчен те ютшăнман. Пулас мăшăрĕпе, Михаил Николаевичпа, хăйне çураçма килсен çеç паллашнă.

11 Фев, 2016

Чĕрен иккĕмĕш çуррине мĕнле тупмалла?

Философ панулмие алла илчĕ, ăна çавăркаласа пăха-пăха тарăн шухăшлăн калаçма пуçларĕ:

- Çынсем хăйсен чĕрисем панулми евĕр тесе шухăшлаççĕ.

- Мĕнле майпа? - кăсăк-ланчĕ Вĕренекен.

- Тĕрĕсрех каласан, панулми çурри пек, - тÿрлетрĕ Философ. - Ак çапларах, - Вăл панулмие икке пайларĕ те сĕтел çине хучĕ.

11 Фев, 2016

"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 5 /854/ №, 11.02.2016

11 Фев, 2016

Калчана лайăх çутă кирлĕ

Çуркунне иртерех пахчана куçарса лартмалли тата çимĕç париччен вăрах аталанакан ÿсен-тăран вăрлăхне нарăс вĕçĕнче е пуш уйăхĕн пуçламăшĕнчех калча тума акатпăр. Акнă вăрлăх шăтнă хыççăн лайăхрах аталанма çутă кирлĕ. Анчах нарăс уйăхĕнче кун тăршшĕ вăрăмах мар. Эппин, ÿсен-тăрана çутă çитмест. Кун пек чухне калча имшер ÿсет, çутă енне туртăнса вăрăмланса каять.

11 Фев, 2016

ШYПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ /нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне/

ПАХЧАÇИМĔÇ
Килограмм тенкĕ
Çĕрулми 15
Купăста 18-20
Сухан 25
Кишĕр 30
Ыхра 200-250
Хăяр 80-120
Хĕрлĕ кăшман 25
Помидор 80-120
Пылак пăрăç 100-200
Тăварланă хăяр 100-130
Йÿçĕтнĕ купăста 100-120
 
УЛМА-ÇЫРЛА
Панулми 50-100
Иçĕм çырли 60-120
Апельсин 60-100
Лимон 110-140
Банан 50-65
Мандарин 65-100

11 Фев, 2016

Халăх сăнанинчен

  • Нарăс уйăхĕ типĕ те сивĕ - çурла уйăхĕ шăрăх пулать.
  • Çил-тăман хыççăн кĕрт хĕррисем авăнса тăраççĕ - тыр-пул лайăх пулать.
  • Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне çанталăк вăйлă сивĕтсессĕн çулла шăрăх пулать.
  • Трихван кунĕ /14.02/ çĕрле çăлтăрсем вăйлă çиçеççĕ - çуркунне кая юлса килет. Çак кун хĕрсем ырă та сумлă, пуян каччă тĕлне пулма ыйтса Турра кĕл тунă.
  • 15-мĕшĕ тĕлне çанталăк ăшăтсан çуркунне ир килет, сивĕ пулсан - çуркунне хăвăрт килмĕ.

11 Фев, 2016

Сельдерей акар-и?

Сельдерей - хăйнеевĕрлĕ тутăллă, шăршăллă, этем организмĕшĕн усăллă пахчаçимĕç. Унăн виçĕ тĕсне палăртмалла: тымар çимĕç, ешĕл çимĕç тата сĕтеклĕ туна.

Сельдерее пулса çитмешкĕн вăхăт нумай кирлĕ. Çавна май унăн тымарне çулла пысăкрах çитĕнтерес тесен ăна пахчана калчаран çитĕнтерсе лартмалла. Вăрлăха нарăс уйăхĕнчех акни лайăх тухăç илме май парать. Шултра, лайăх тымар çимĕç хĕлĕпех выртать, усăллă витаминсем те лайăх упранаççĕ.

11 Фев, 2016

Хĕллехи пăрушкана пăхасси

Ĕне усраканшăн сĕт суса илнипе пĕрлех сывă та тĕреклĕ пăрушка алла илни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пăру сывă пулсан хăвăрт çитĕнет, апата аван çиет, унран лайăх ĕне пулать.

Кĕрхи тата хĕллехи пăрусем сывăрах пулнине палăртаççĕ выльăх усракансем. Кĕтÿре çÿрекен пĕтĕ выльăх çуллахи вăхăтра организма кирлĕ апатпа тивĕçтерме пултарнипе çыхăннă çакă.

Страницы