Архив - Окт 2016

октября 7th

7 Окт, 2016

Сергей Козюра: Чăваш каччисене хисеплеççĕ, шанаççĕ!

Çĕршывра юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв пуçланчĕ. Çак тапхăрта Раççей Федерацийĕн çарĕсене служба тивĕçĕсене пурнăçлама 152 пин çын каяссине палăртнă. Чăваш Енрен 1552 çамрăк салтак атти тăхăнĕ. Кĕрхи призыв пулас салтаксене мĕнле çĕнĕлĕхсемпе тата кĕтменлĕхсемпе тĕлĕнтерĕ? Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăнса юлас текенсем пулмĕç-и? Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн призыв уйрăмĕн пуçлăхĕпе Сергей Козюрăпа çак тата ытти ыйту тавра калаçрăмăр.

7 Окт, 2016

Телекурав самана таппинчен юлмасть

Паян этемлĕх телекуравпа радиохыпарлавсăр, Интернетсăр пурăнаймастех. Эпир халĕ информаци çăлкуçĕ анлă пулнине хăнăхнă. Çапла пĕтĕмлетрĕм «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕн юбилей каçĕнче.

7 Окт, 2016

Тăван çĕр сĕткенĕ

Ангелина Павловская чăваш литературинче çĕнĕ ят теме çук. Унăн хайлавĕсем «Ялав», «Тăван Атăл» журналсенче пичетленнĕ. 2011 çулта вулакансем патне унăн «Саланнă кĕлте» пĕрремĕш кĕнеки çитрĕ те тÿрех чи нумай вуланакан произведенисен шутне кĕчĕ.

7 Окт, 2016

Шывсăр пурнăç çук

Шупашкарти 38-мĕш шкулта ачасене вĕрентекен Иван Степанович ДУБАНОВ çырнă «Водоемы Чувашии» кĕнеке-альбом кун çути курчĕ. Ăна пичете Чăваш кĕнеке издательстви хатĕрленĕ, Федерацин пичет тата массăллă коммуникацисен агентстви регионсен таврапĕлÿ литературин пĕтĕм Раççейри «Пĕчĕк тăван çĕршыв» XII конкурсне хутшăнма тăратнă. Кăларăм «Тăван çĕршыв сăн-сăпачĕ» номинацире диплома тивĕçнĕ. Халăхсен хушшинчи кĕнеке фестивалĕнче /Мускавра иртнĕ/ ăна издательство директорне Валерий Комиссарова панă. Республикăра пичетленнĕскер Раççей шайĕнче пысăк сума тивĕçни паха.т Çавăнпа авторпа пĕрле кĕнеке-альбомра çутатнă ыйтусене тишкертĕмĕр.

7 Окт, 2016

Пĕтĕм пурнăç театр тавра йĕркеленсе пырать

Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ Василий Павлов кăçал 65 çул тултарчĕ, тăван театрĕнче — Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче — ĕçлеме пуçланăранпа шăпах 45 çул çитрĕ. Илем, чун храмĕн алăкне уçнăранпа çитес çул çур ĕмĕр пулать.

7 Окт, 2016

Мунча сивви

Кÿршĕ пултăр тăванран лайăх... Ваттисен çак сăмахĕ, паллах, ахальтен çуралман. Тăванпа куллен тĕл пулмастăн, унпа уйăхĕ-уйăхĕпе курнăçмасса пултаратăн. Кÿршĕ вара куллен юнашар — пулăшу кирлĕ чухне те чи малтан ун патне васкатăн. Акă мĕншĕн лайăх кÿршĕрен пахи çук.

октября 6th

6 Окт, 2016

Хурлçăхлă юрă. Николай Сунай

Калав

Васкаса ĕçлерĕ утă кĕртме пуçтарăннă халăх. Анса пыракан хĕвел хăвăртлăха тата та ÿстерчĕ. Кĕçех тĕттĕмленес хăрушлăх пур. Çынни те çителĕклĕ. Чĕнмесĕрех килчĕç кÿршĕ-аршăпа туслă пурăнакан Алексейпе Ингăна пулăшма. Хуçисем хăйсем ÿркенекеннисем мар та, кÿршисем те хаваспах пыраççĕ вĕсем патне. Арçынсем аялта тăрмашрĕç. Утă рулонне ушкăнпа кустарса кĕреççĕ. Салатса ăна çÿле ывăтса параççĕ. Çÿлте вара - хĕрарăмсем: кил хуçи арăмĕпе хирĕçех пурăнакан Ираида аппа. Аллăран иртнĕ имшер хĕрарăм хĕрĕх те тултарман Ингăран пĕрре те кая мар тĕрмешет.

6 Окт, 2016

Орфографи суда çитерчĕ

Чăваш орфографине йĕркене кĕртме тунă айкомисси /подкомиссия/ хăйĕн ĕçне хăюллăн пуçланăччĕ: тĕрĕсçыраслăха "тÿнтерсе" янă правилăсене тимлĕн пăхса тухса унти "идиотизмсене" пĕтерме, ку яваплă ĕçре саплăк лартса кăна аппаланни çителĕксĕр пулнине палăртнăччĕ. Татăклăн илтĕнчĕ çак сăмах, тинех улшăну пуласса шантарчĕ. Анчах айкомисси хăйĕн ĕçне пăшик! сасă кăлармасăрах вĕçлерĕ пулмалла.

Халăха тарăхтарса çитернĕ çак правилăсене мĕнле кăна вăрçмарĕç пуль: вĕсене тăвакан "партизан отрядне" ĕмĕрлĕхе намăс хапхи çине çырса хума сĕнекенсем те пулчĕç.

6 Окт, 2016

Сцена çинчи вут-çулăм

«Сукмакĕ ку тĕлĕнмелле тумхахлă», –
Тесе хальччен тăмарăн шикленсе.
Ярса пусса ялан-ялан сулмаклă
Йывăрлăхра эс пытăн пиçĕхсе.
 
Вут-тăвăлсен ытамĕнче чухне те
Умра курса малĕмĕтлĕх сăнне
Ыр кăмăл-туйăм ăшшине çĕнетрĕн
Ыттисене асаплă чух сĕнме.

Страницы