Комментировать

6 Окт, 2016

Хурлçăхлă юрă. Николай Сунай

Калав

Васкаса ĕçлерĕ утă кĕртме пуçтарăннă халăх. Анса пыракан хĕвел хăвăртлăха тата та ÿстерчĕ. Кĕçех тĕттĕмленес хăрушлăх пур. Çынни те çителĕклĕ. Чĕнмесĕрех килчĕç кÿршĕ-аршăпа туслă пурăнакан Алексейпе Ингăна пулăшма. Хуçисем хăйсем ÿркенекеннисем мар та, кÿршисем те хаваспах пыраççĕ вĕсем патне. Арçынсем аялта тăрмашрĕç. Утă рулонне ушкăнпа кустарса кĕреççĕ. Салатса ăна çÿле ывăтса параççĕ. Çÿлте вара - хĕрарăмсем: кил хуçи арăмĕпе хирĕçех пурăнакан Ираида аппа. Аллăран иртнĕ имшер хĕрарăм хĕрĕх те тултарман Ингăран пĕрре те кая мар тĕрмешет.

- Юрать кăнтăрла мар. Пиçсе вилĕн çак хĕç тимĕр айĕнче, - çÿле хăпартнă утă çинче упаленнĕ май сăмах хускатрĕ асли. Çакна илтсе Инга аванмарланчĕ. Аялтан панă курăка та лайăх çаклатса илеймерĕ. Упăшкин кăмăлсăр сасси илтĕнсе те кайрĕ:

- Ан çывăр, Инга. Пĕтĕмпех каялла, пуç çине ÿкертĕн.

Инга ун сăмахĕсене хăлхине те чикмерĕ. Хăй хыçĕнче ĕçлекен Ираида енне çаврăнса:

- Сире кунта хăпартмалла та марччĕ пуль, - терĕ.

- Кĕлеткем шăммипе тирĕ çеç пулин те вăй-халăм хăш-пĕр арçынран ирттерет. Пулăшма килнĕ тĕк - ĕçлемелле. Яков тетÿ, ахăртнех, черкке хураллама çеç килнĕ. Ыйт-ха, нумай-и унта хăпартмалли?

Инга пуçне аялалла пĕкрĕ.

- Алексей, нумай-и-ха унта хăпартмалли? - ыйтрĕ вăл.

- Пĕтнĕпе пĕрех, - савăнтарчĕ мăшăрĕ вырăнне кÿрши, Сергей. - Тата пĕр-ик сенĕк пулать-и, çук-и?

- Апла пулсан, Ираида аппа, эпĕ анас-ха. Пăртак сĕтел лартса хăналас пулăшакансене, - шухăшне пĕлтерчĕ Инга.

- Ан, ан. Эпĕ кунта пĕчченех майлаштарăп, - кĕске авăрлă сенĕкпе курăка ăсса илнĕ май калаçрĕ Ираида.

- Эй, арçынсем! Чикмеке парăр-ха. Анатăп эпĕ, - илтĕнчĕ Инга сасси.

Ĕç вăхăтлăха чарăннипе усă курса Ираида сенĕкĕ çине таянчĕ. Çан-çурăмĕ тăрăх йăр-йăр юхса анакан тар халатне йĕп-йĕпе тунине халь тин асăрхарĕ вăл. Васкаса тапакан чĕри майĕпен йĕркене кĕре пуçларĕ. Сывлăшĕ пÿлĕнми пулчĕ. Аялта калаçакансен сассисем хăлхине уççăнах пырса кĕчĕç.

- Шала кĕрсе тăмастпăр. Картишне кăна илсе тух, - сĕнÿ пачĕ Сергей Ингăна.

Арçынсем çÿле тата пăртак утă ывăтрĕç те Алексей сасси илтĕнчĕ:

- Ан, Ираида аппа. Пĕтертĕмĕр.

- И-и, мухтав Турра. Çĕрлене юлмарăмăр, - сарайран калаçса тухрĕ Ираида.

Халачĕ çумне çыпçăннă курăк ванчăкĕсене шăла-шăла ывăтрĕ. Тутăрне сĕвсе илчĕ. Пÿрнисемпе чĕпĕте-чĕпĕте çÿпĕрен тасатрĕ.

Арçынсем таçтан кивĕ сĕтел тупса тухрĕç. Ăна картиш варрине лартса сак тума гаража çул тытрĕç. Çак самантра Инга пÿртрен тулли турилккесем йăтса тухрĕ. Ун хыççăнах алăкран тепĕр хĕрарăм курăнса кайрĕ. "Оксана, - палласа илчĕ ăна Ираида. Чĕри хĕссе ыратса кайрĕ. - Пулайман кин". Епле ун пирки ĕмĕтленетчĕ ывăлĕ Алексей, тахçанах çут тĕнчерен уйрăлнă пĕртен пĕр ачи. Хĕрарăм хăй сисмесĕрех пĕкĕрĕлчĕ. Калаçма чарăнса салхуланчĕ. Çавăнтах хăйне алла илме тăрăшрĕ. Тахçанах кăвакарнă çÿçĕсене тутăр айне пытарма васкарĕ.

- Сывлăх сунатăп, Ираида аппа. Сире курманччĕ те, - сăмах хускатрĕ Оксана ăна асăрхаса. Унăн сарă, кăтрарах çÿçĕсем çилпе хумханса вĕлкĕшрĕç. Оксана аллинчи чейникне сĕтел çине лартрĕ.

- Эсир те кунта-и? - аран салтăнчĕ чĕлхи Ираидăн.

- Кунта паçăрах. Канмалли кунсене хуларан таврăнтăм та тетесем утă кĕртнине пĕлсе пулăшма васкарăм. Эсир вара çÿлтеччĕ пулас?

- Çавăнта. Çавăнпа курман пĕр-пĕрне. – Тăкăнса юлнă курăка урамран кил картинелле шăлса кĕрекен самай пысăк хĕрачана асăрхарĕ хĕрарăм: - Ку вара санăн хĕрÿ мар-и? Çавăн пек пысăкланса кайнă-и?

- Манăн Анечка. Кĕçех хама хăваласа çитет. Мĕн тăвăн, ватăлатпăр. Славăпа пĕрлешнĕренпе çитес çул январь уйăхĕнче вунă çул пулать.

"Упăшкин ячĕ Слава иккен. Алексей уншăн мĕнле çуннине пĕлейрĕ-ши Оксана? Çамрăкрахчĕ çав ывăлĕ çĕре кĕнĕ вăхăтра. Вун тăваттăра кăначчĕ вĕсем. Оксана кун пирки халĕ те пĕлмест пулас", - йăл-йăл çиçсе тăракан хĕрарăм çинчен куçне илмерĕ хунямăшĕ пулайманскер.

Йывăр шухăшсен авăрĕнчен ăна арçын сасси туртса кăларчĕ.

- Мĕн пуплешетĕр унта вăрттăн? Ларăр сĕтел хушшине. Кунта калаçатăр. Кĕтсе ывăнтăмăр сире, - кăшкăрашрĕ хăйне хуçа пек тытакан Сергей. Пушатма ĕлкĕрнĕ черккине Инга енне тăсрĕ вăл. Арçынсем тахăш вăхăтра ăсталама ĕлкĕрнĕ сак çине Ираидăпа Оксана çуммăнах ларчĕç. Инга таçтан хĕрлĕ эрех кĕленчи туртса кăларчĕ. Вăл туллине курса куçĕсене чарса пăрахнă кил хуçи савăтран куçне вĕçертмесĕр тĕлĕнсе ыйтрĕ:

- Ăçтан?

- Каламастăп. Атту эс тĕлне пĕлсен вăрттăн ĕçсех пĕтерен. - Кĕленчене арçынсенчен пытарнă пек туса хулĕпе хупларĕ Инга. - Ку хĕрарăмсем валли кăна. Ĕçĕр хăвăрăн чĕкĕнтĕр ханшине.

- Мĕнпе япăх вара чĕкĕнтĕр ханши? - кÿренсе калаçрĕ Яков. - Экологически чистый продукт. Сирĕн лавкка хĕрлĕ эрехĕ çине мĕнле кăна хими ямаççĕ пуль.

- Ăхă. Чĕкĕнтĕртен хурса лартнине те ĕçме лайăх. Пылчăкĕ шăл хушшине ларса юлать, - шÿт туса калаçрĕ Алексей. Пурте кулса ячĕç.

"Эх, Алексей, Алексей. Эсĕ те Алексей ятлă-çке", - шÿт тăвакана вăрттăн, куç айĕн сăнарĕ Ираида. Те хăй ывăлĕн ячĕпе пĕр пулнипе юратать çак арçынна вăл. Тасан юратать. Амăшĕ ывăлне юратнă пек. "Эх, ывăлăм. Мĕнле лайăх пулнă пулĕччĕ çак Алексейсемпе тăванлашнă пулсан".

 

***

Ыйхă килмерĕ çав каçхине. Упăшки те çывăрайманнипе аптранипе туйса хĕрарăм çăварне уçрĕ:

- Кĕçех Алексей вун иккĕ тултарать. Тата ултă çултан ачамăра салтака илсе кайĕç, - хаш сывласа ячĕ Ираида.

- Ултă çул нумай-ха, - пăшăлтатрĕ Анатолий. - Тепĕр тесен, вăл та çиçĕмле хăвăртлăхпа иртсе кайĕ. Çар тивĕçĕсене пурнăçласа килсен ăçта ĕçе вырнаçĕ-ши пирĕн Алексей? - маччана пăхса выртнă хушăрах пăчăртарĕ арăмне хăй çумне.

- Пĕлместĕп. Ман шутпа, ăна учителе вĕренме ямалла, - упăшкин хулĕ айнех кĕрсе выртрĕ Ираида. – Дневникне курнă-и унăнне? Шăкăрин пиллĕк.

- Учитель? Ан пакăлтат-ха, - арăмĕпе килĕшменрен аллине туртса илчĕ арçын. – Учитель - хĕрарăм ĕçĕ. Офицер. Офицер тăватпăр Алексейрен, - сассине хăпартсах калаçма тытăнчĕ Анатолий. - Ялта никам ачи те офицер пулни çук. Пирĕн çеç пулать. Çар çынни анчах чăн-чăн арçын. Ăс-тăн енĕпе такамран ирттерет пирĕн Алексей. Ÿт-пÿ çирĕплĕхĕпе вăйне пăртак аталантармалла. Вара такам ăмсанĕ пирĕн ывăла. Таврари пĕтĕм хĕр упраç Алексей хыççăн чупĕ. Ăна качча кайма ĕмĕтленĕ. Ыранах тăрататăп Алексее йĕлтĕр çине. Кашни кун ир-ирех физзарядка тăвăпăр иксĕмĕр.

Ираидăн чĕри çак сăмахсене илтсе савăнăçлă тапăртатма тытăнчĕ. Камăн ашшĕ-амăшĕ ĕмĕтленмĕ хăйĕн ачине офицер тума?

- Тен, сăнаса хунă пики те пур санăн?

Хăй вăл шкул директорĕн хĕрне - Оксанăна – тахçанах куç хывнă. Мăшăрĕн кăмăлне пĕлесшĕн пулчĕ.

- Паллах, пур. Шкул директорĕн хĕрĕ. Алексейпе пĕр класрах вĕренекен Оксана, - çĕнĕрен хăйĕн ытамне илчĕ арăмне Анатолий.

- Эпир пĕр шухăшлă иккен. Хам та çавăн çинчен çеç ĕмĕтленетĕп, - савăнсах кайрĕ Ираида. Мăшăрĕ çумне тата хытăрах çыпçăнчĕ.

Çак калаçу хыççăн Алексейĕн пурнăç урапи урăх çулпа çаврăнма пуçларĕ.

Кравать çинчен аран-аран, ĕçе кайма çеç çĕкленекен Анатолий ирхине тăватă сехетрех сиксе тăма тытăнчĕ. Ашшĕпе ывăлĕ çутăличченех хĕлле йĕлтĕрпе, çулла çуранах чупма туха-туха каятчĕç.

Пĕррехинче çÿллĕ чăнкă çыранран ярăнса аннă чухне Алексей йывăçа пырса тăрăннă пуçĕпе. Пĕр вăхăт тăнсăр пулса та выртнă. Çавна кула-кула каласа кăтартнăччĕ икĕ арçынĕ.

Анатолий Алексее малтан юрпа çăвăнма хăнăхтарчĕ. Кайран шартлама сивĕрех пусăран шыв ăсса пуçĕсем тăрăх яратчĕç. Алексей тата та патварланчĕ. Ираида мăшăрне мухтасах тăчĕ.

- Вăт халĕ тин чăн-чăн атте пулатăн ывăлшăн. Ĕлĕкрех ху çинчен анчах шухăшлаттăнчĕ.

Вăл халĕ те астăвать-ха Анатолий ывăлне каланă сăмахсене: "Арçын нихăçан та макăрмасть", "Ху вилсен те тантăшна çăл", "Арçыннăн нимĕн те ыратма тивĕçлĕ мар", "Хăвна йывăр пулсан та тÿс, çынна ан палăрт", - вĕрентетчĕ Алексее ашшĕ.

Анчах савăнăç нумаях пымарĕ. Ашшĕпе ывăлĕ çавăн пек аппаланма тытăннăранпа çулталăк иртсен такăнчĕ Алексейĕн пурнăç урапи. Темшĕн вăл час-часах чирле пуçларĕ. Тÿсĕмлĕхĕ пĕтсе çитсен пĕррехинче амăшне çапла каларĕ:

- Анне, манăн пуç чăтма çук хĕссе ыратать. Пуç чашкине хăпăтса илнĕ пек. Шкулта та аптăратăп пуç çаврăннипе.

Уроксенче ларнă вăхăтрах темиçе хут тăнне çухатнă хыççăн Ираида ывăлне шкула ями пулчĕ.

"Пуç мими шыççи. Рак", - терĕç тухтăрсем Алексее тĕпченĕ хыççăн. Çакна илтнипе чутах ухмаха тухмарĕ хĕрарăм. "Алексей кĕçех вилет, вилет, вилет", - пуçĕнчен тухма пĕлмерĕç çак сăмахсем.

- Мĕн те пулин, тен, операци пулăшĕ? - шанăçне çаплипех çухатмасăр калаçрĕ тухтăрпа Ираида.

- Чирĕ тарăна кайнă. Пирĕн çĕршывра ун пек операцисем тунине илтмен. Ют çĕршыва кайсан кăна. Унта вара, хăвăр пĕлетĕр, питĕ нумай укçа кирлĕ пулать. Анчах, васкăр. Унсăрăн... - хĕрарăм тухтăр сăмахне каласа пĕтереймерĕ. Пуçне пăрса куçĕсене пытарчĕ.

"Алексее хăйне каламăпăр ракпа чирлине", - калаçса татăлчĕç ашшĕпе амăшĕ. Тăван-пĕлĕшрен, ял-йышран операци тутарма укçа шырарĕç. Ытла та ерипен, сахал пуçтарăнчĕ вăл долларпа шутланаканскер валли. Ираида таврари пуçлăхсемпе бизнесменсем патне пуççапма кайрĕ. Чи малтан таврари чаплă предприниматель, темиçе лавкка хуçи патне çитрĕ вăл. Антон Германович хĕрарăм хăй патне мĕн пирки килнине пĕлсен вăрахчен хускалмасăр ларчĕ. Хаш та хаш сывларĕ хушăран. Патшалăха, ертÿçĕсене ятлама пикенчĕ:

- Хамăр çĕршывра тÿлевсĕр операци тăваймаççĕ ачана. Пиртен мĕн чухлĕ налук сĕвеççĕ. Шалт хăйсен кĕсйисене пĕтĕрсе чикме çеç. Йĕрке пулать-и çакă! Тьху!

Ираидăна çĕр тенкĕ парса ячĕ Антон Германович. Те савăнмалла, те хурланмалла пулчĕ çакăншăн хĕрарăмăн. Темшĕн çав укçана çавăнтах çÿп-çап ешчĕкне ывăтса хăварас килчĕ...

 

- Эсĕ мĕн сĕнксе ларатăн? Ывăнтăн-и, элле? - тĕкрĕ Ираидăна сулахай аякĕнчен çумĕнче ларакан Яков.

Хĕрарăм çакна сисмерĕ те пулас.

 

...Операци тутарма çителĕклĕ укçа пуçтарăнаймарĕ. Мĕн пухăннине эмел илсе пĕтерчĕç. Канăçсăр, куç хупман каçсем мĕн чухлĕ пулчĕç-ши Ираидăн? Такам панă Библие страницисем çĕтĕличчен вуларĕ. Турăшсен умĕнче чĕркуçленсе ларса хăй пĕлнĕ сăмахсемпе кĕлтурĕ:

- Эй, Турă. Тархаслатăп. Çăл ман Алексее. Ан пар ăна вилме. Вăл сирĕн умăрта нимĕнле айăпа та кĕмен. Сире пирĕн çемьери камăн та камăн чунĕ кирлĕ пулсан - илĕр манăнне. Эпĕ çителĕклĕ пурăнтăм. Вилсен те шел мар. Алексее анчах çăлса хăварăр. Ытла та çамрăк-çке. Пурăнса та кураймарĕ, - юхтарчĕ вĕри куççуль хĕрарăм.

Турра йăлăнса пуççапрĕ:

- Атя, илĕр манăн пурнăçа, анчах ачана сывă хăварăр!

Алексей вара кунран кун япăхланса çеç пычĕ. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе арпаша пуçларĕ. Вăл чĕрĕлес çуккине кура тус-тантăшĕсем те пырса çÿреме пăрахрĕç. Ракпа чирлине пĕтĕм ял пĕлчĕ ĕнтĕ. Те çав чир хăйсене сикесрен хăраса Алексейсен çуртĕнчен аякран пăрăнса çÿрерĕç. Ывăлĕн чи çывăх юлташĕ - хирĕçрех пурăнакан Сергей – вĕсем патне урине ярса пусми пулчĕ. Çапах та Алексее ним тума та кирлĕ пулас çук учебниксене учительсем илсе каймарĕç. Ачан кăмăлне хуçас мар терĕç пулас.

Ывăлĕ сывалас çуккине пĕлекен амăшĕ унăн юлашки кунĕсене те пулин хаваслă, тантăшĕсем хушшинче ирттересшĕнччĕ. Хурланчĕ, кÿренчĕ Алексей çине алă сулнă юлташĕсене.

Пĕррехинче тÿсеймерĕ.

Çурхи йĕпе-сапаччĕ. Пĕр чарăнми сивĕ çумăр лÿшкенĕ вăхăтрах халат вĕççĕн шкула тухса утрĕ. Калушĕсемпе пылчăка пута-пута çул урлă шкула кĕчĕ. Урок пынă вăхăтрах пырса кĕчĕ вĕсен класне.

- Ман ывăлăм вилмен-ха, вил...мен. Тен, сывалма та пул...тарĕ. Вăл си... Вăл сире курасшăн. Эсир... Эсир вара ун патне пыма та пăрахрăр, - ĕсĕклерĕ.

Пуçĕ чĕтрерĕ. Ираидăн сăмахĕсем таткаланчĕç. Пырĕ тĕпне капланнă кумкка пысăкланнăçемĕн пысăкланса пынă пек туйăнчĕ. Куçĕсене куççуль тĕтрелентерчĕ.

Шăпланнă кабинетра унăн тытăнчăклă сасси янраса тăчĕ. Ачасем айăпа кĕнĕ пек пуçĕсене усса умĕнчи партăсем çине пăхса ларчĕç. Çапах та, куçри тĕтре витĕр те пулин, кантăк енчи иккĕмĕш парта хушшинче ларакан Оксанăна паллайрĕ вăл: "Оксана, сăмахран, эсĕ те пулин мĕншĕн Алексей патне пымастăн?" - пăшăлтатрĕ тути.

 

- Ираида, - каллех аякĕнчен тĕкрĕ ăна Яков.

- Мĕн пулчĕ? - тÿрленсе ларчĕ хĕрарăм.

- Эсĕ миçерине пĕлесшĕнччĕ.

- Аллă иккĕре.

- Ха, аллă иккĕре çеç-и? Эпĕ сана сакăр вун пиллĕкре тесе. Хе-хе-хе, - те шÿт турĕ, те шăл ерчĕ Яков.

Ираида чĕнмерĕ. Сĕтел çинчи апата çырткалам пекки турĕ. Темшĕн именчĕклĕн, вăтанса. Оксана умĕнче айăпа кĕнĕ пек çирĕ. Инга васкасах ăна тулли черкке тыттарчĕ.

- Ираида аппа, эсир кунта чи асли. Сăмах калăр.

Тÿрленсе ларчĕ хĕрарăм. Сĕтел хушшинче ларакансем çине пăхса илчĕ.

- Алексей, Инга. Тав сире. Утти перекетлĕ пултăр.

Черкке тытнă алли темшĕн çăварĕ патне мар, Оксанăн тулли черкки патне туртăнчĕ.

- Оксана, шаккаса ĕçер-и пĕреххут?

"Акă черкке шаккасах ĕçсе куртăм санпа", - каллех асаилÿсем ăшне пута пуçларĕ вăл.

 

Çав кунхине каçалапа пычĕç вĕсем патне Оксанăпа Марина. Хăюсăррăн пÿрте кĕрсе пĕр кĕтесе хĕсĕнсе шăпланчĕç. Хапăл кĕтсе илчĕç хăнасене Анатолипе Ираида. Вăйсăр лампочка çутинче хĕрарăм васкасах сĕтел çине темĕн те пĕр лартма тытăнчĕ. Анатолий ывăлне пÿлĕмĕнчен çавăтса тухрĕ. Алексейĕн шурăхса кайнă, шăммисем витĕр палăракан питне курсан хĕрачасем пушшех хăраса ÿкрĕç.

Мĕн çинчен калаçрĕç-ши вĕсем çавăн чухне? Пĕр-пĕрне сывлăх сунчĕç. "Ыратать-и?" - тесе ыйтрĕç. "Пăртак çеç", - хуравларĕ ывăлĕ. Урăх мĕн калаçнине астумасть, Алексейпе сывпуллашнă чухне хĕрачасен куçĕсем шывланнине асăрхарĕ Ираида. Оксана арçын ачана йăпатасшăн чĕвĕлтетрĕ.

- Алексей, эсĕ пĕлÿ илмесĕр юлнăшăн ан кулян. Сывалсан вĕренÿре класĕпех пулăшăпăр сана. Тепĕр çула хăварттармăпăр...

 

Инга пушă черккесене каллех хĕрлĕ эрех тултарчĕ. Ăна та шаккаса ĕçнĕ самантра Ираида самай тĕксĕмленме ĕлкĕрнĕ тÿпенелле пуçне çĕклерĕ. Вĕсен тăрринчех иккен çурла уйăх. Ун çумĕнчех çутă çăлтăр ялкăшать. "Тата кам уйрăлĕ-ши çут тĕнчерен?" - пăшăрханчĕ ăшĕнче хĕрарăм çав каçри пекех.

 

Ĕнине сунă хыççăн витерен сĕт витрине илсе тухнă чухне хăйсен пÿрчĕ тăрринчех çутатакан çурла уйăха асăрханăччĕ. Паянхи пекех ун çумĕнче ялкăшса çăлтăр çунатчĕ. "Такам вилет", - шухăшларĕ хĕрарăм. Чĕри çĕçĕпе чикнĕ пекех ыратса кайрĕ: "Нивушлĕ Алексей?" Вăл хыпаланса пÿрте кĕчĕ. Упăшкине курнă-курман тĕпчерĕ:

- Ывăл мĕнле унта?

- Тинтерех çеç кĕрсе тухрăм. Пăртак уçăлнă. Хавасланнă та пек. Оксанăпа Марина килсе кайни вăй кĕртрĕ пулас.

- Шĕкĕр Турра, - турăш енне тăрса сăхсăхрĕ Ираида.

Пăртакран ывăлĕ патне пĕр курка сĕт йăтса кĕчĕ.

- Алексей? Çывăрмастăн-и? - ыйтрĕ алăкран кĕнĕ-кĕмен.

- Çук, анне, шухăшласа выртатăп.

- Мĕн пирки? Вăрттăнлăх мар пулсан.

- Вăрттăнлăх мар. Пĕлетĕн-и, анне, эпĕ мĕн пĕчĕкрен Оксанăна саватăп. Чирленĕ хыççăн вăл ман пата килме пăрахсан питĕ кулянтăм. Паян вара эпĕ тĕнчипе те чи телейлĕ çын. Манман вĕт вăл мана. Манман. Сулман ман çине аллине. Хăв та илтрĕн пулĕ каяс умĕн мана вĕренÿре пулăшма шантарнине. Сывалмалла манăн, анне, сывалмалла.

- Алеша, эпĕ сан валли ăшă сĕт илсе кĕтĕм. Ĕçетĕн-и?

- Ĕçетĕп. Паян ĕçетĕп.

Ывăлĕ аллипе вăйсăррăн кравать пуçĕнчи пукан çине шаккаса кăтартрĕ:

- Лартса хăвар çакăнта.

 

Самай ÿсĕрĕлме ĕлкĕрнĕ Сергей Оксанăпа хĕрсе кайсах калаçать:

- Шкул пĕтерни кĕçех вун пилĕк çул пулать. Çак çулсенче ыттисене курсах та кайман. Надюка курнăччĕ, Дениса...

- Эпĕ Маринăна куркалатăп, - хушса хучĕ Оксана.

Кĕтрĕ, кĕтрĕ Ираида хăйĕн Алексейне аса илессе. Вăхăтсăр çĕре кĕнĕшĕн хурланнине амăшне пĕлтерессе. Кĕтсе илеймерĕ. Хăйсăр пуçне никамшăн та пулман пуль унăн Алексейĕ. Аса та илмеççĕ. Хăвараймарĕ ывăлĕ çак тĕнчере нимĕнле йĕр те. Çуралнă - вилнĕ. Числасем хушшинче - тире çеç. Алексейĕн вилтăприне пăхакан пулĕ-ши ашшĕпе амăшĕ çĕре кĕрсен?

Хăйне чи пысăк та чи пуян çĕршыв тесе мăнаçланакан мăнтарăн Раççейĕ. Чирлĕ ачисене сиплесе вилĕмрен çăлса хăварма укçа-тенкĕ çитереймен вăхăтрах миллиардерĕсем укçине ниçта хурайманнипе тĕнчипе чи чаплă та чи хаклă самолетсемпе яхтăсем туянаççĕ. Пĕлеççĕ-ши çакăн пирки чиркÿсемпе мăнастирсем тăрăх çурта çутса çÿрекен çĕршыв ертÿçисем? Пĕлмеççĕ пулас. Е пĕлмĕше переççĕ? Çавăрса хурĕччĕ Ираида çак тĕнчене тепĕр май, анчах пĕччен мĕн тăвăн?

Алексей ир енне вилчĕ. Пукан çинче ларакан сĕтне тĕкĕнсе те пăхман. Пичĕ темрен тĕлĕннĕ пек тăсăлса кайнă. Çапах та пĕр куççуль тумламĕ кăларман. Вилес умĕн кăшкăрашнине те, макăрнине те илтмерĕ амăшĕ. Чăн-чăн офицер пек сывпуллашрĕ çут тĕнчепе ывăлĕ.

Ираида Алексейĕн пÿлĕмĕнчен кутăн чака-чака тухрĕ. Пĕтĕмпех ăнланнă упăшки урай варринче пуçне усса тăратчĕ. Анатолие асăрхаса унăн куçĕсем курайманлăхпа тулчĕç. Ираида ун енне ыткăнчĕ.

- Сана пула! Пĕтĕмпех сана пула! - пĕтĕм вăйран питĕнчен çапа-çапа ячĕ упăшкине. - Мĕншĕн вăл?! Мĕншĕн эсĕ вилмерĕн?! - Анатолийĕн çÿçĕнчен ярса тытса пуçне лăскарĕ.

Арçын хирĕç тăмарĕ. Хÿтĕленмерĕ те. Вăйран кайнă Ираида мăшăрĕ тăрăх шуса анса кавир çинче йăваланса йĕчĕ. Аллисемпе урайне тÿпелесе вĕри куççульпе кавире шăварчĕ:

- Мĕн туса хутăмăр эпир! Мĕн туса-а-а! Ах-ах-ах-ах-аххах...

Алексее пĕтĕм шкулĕпе пытарчĕç. Тупăкне те шкул мастерскойĕнче турĕç ун валли. Венокне те шкулах илчĕ...

 

– Ираида аппа, черккĕр пирки мантăр-им? - Инга хăлхинченех кăшкăрнă пек туйăнчĕ ăна.

Хĕрарăм васкасах черккене ярса тытрĕ. Эрехе ĕçсе ярса сĕтел çине пуш черккине хучĕ.

- Урăх ĕçместĕп, Инга. Ярса та ан хур.

Оксанăпа Сергей çаплипех тĕлпулу пирки калаçрĕç. Ывăлĕ çинчен сăмах хускатма Ираидăн чĕлхи çаврăнмарĕ. Анчах пыр тĕпне капланнă кÿренÿ кумккине ăçта та пулин вырнаçтармасăр тÿсеймерĕ хĕрарăм. Хыттăн, пурте илтмелле:

- Юрласа парас-и пĕрре, - тесе хучĕ.

- Хаваспах йышăнатпăр! – хăйсем килĕшнине пĕлтерме васкарĕç Сергейпе Яков.

Таçта кайса кĕчĕ Ираидăн пырĕнчи кумкка. Хăйĕн юратнă юррине шăрантарса ячĕ хĕрарăм:

– Пурнăç урапи çаврăнать,

Пурнăç урапи такăнать...

Çак хитре сасса илтсе кайăк-кĕшĕк те сасартăк шăпланчĕ. Машинăсем çÿрени илтĕнми пулчĕ. Йывăçсем кашлама пăрахрĕç.

Юхрĕ те юхрĕ юрă ыйха хатĕрленекен чăваш ялĕ çийĕн. Унăн çырма-çатрипе, уй-хирне саланса таçта çитиех сарăлчĕ.

Клуба васкакан икĕ çамрăк çак юрăпа чарăнса тăрсах киленчĕç.

- Хитре юрлать. Чунран, - терĕ пĕри.

- Ку хĕрарăма клубра юрлаттармалла. Хуларан килекен юрăçсем укçа пуçтарассишĕн, ячĕшĕн çеç юрласа çÿреççĕ. Фонограмма яраççĕ те сцена çинче çăварĕсене уçса-хупса хиркеленеççĕ.

- Тĕрĕсне калатăн. Асăрхарăн пуль, кирек мĕнле ĕçе те юратса, чуна парса тусан çеç вăл пахалăхлă пулать.

Çамрăксем малалла утрĕç.

Пурнăç хăнана килни мар,

Пурнăç урапи такăр мар!

- çаплипех илтĕнчĕ юрăç сасси.

Ăнланчĕ-ши çак вăхăтра кам та пулин Ираидăн чун-чĕри мĕнле ыратнине?

Тутарстан

Николай Сунай

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.