Сергей Козюра: Чăваш каччисене хисеплеççĕ, шанаççĕ!

7 Окт, 2016

Çĕршывра юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв пуçланчĕ. Çак тапхăрта Раççей Федерацийĕн çарĕсене служба тивĕçĕсене пурнăçлама 152 пин çын каяссине палăртнă. Чăваш Енрен 1552 çамрăк салтак атти тăхăнĕ. Кĕрхи призыв пулас салтаксене мĕнле çĕнĕлĕхсемпе тата кĕтменлĕхсемпе тĕлĕнтерĕ? Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăнса юлас текенсем пулмĕç-и? Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн призыв уйрăмĕн пуçлăхĕпе Сергей Козюрăпа çак тата ытти ыйту тавра калаçрăмăр.

Кашни иккĕмĕшĕ!

Шел те, юлашки çулсенче ялсенче салтак юррисем ĕлĕкхи пек илтĕнмеççĕ. Хальхи вăхăтра çамрăксене çĕршыва хÿтĕлеме ял-йыш мар, ытларах чухне тăван-пĕтен ăсатать. Хурлăхлă салтак юрри сайра-хутра çеç илтĕнсен те сахал мар яш инçе çула тухать…

Пĕлтĕр 2996 чăваш каччи /çуркунне — 1973, кĕркунне 1223 çын/ салтак атти тăхăннă. Кăçалхи çуркуннепе çуллахи тапхăрта 1460 çамрăка служба тивĕçĕсене пурнăçлама ăсатнă. Кĕркуннехи наряд — 1552 çын.

— Пирĕн каччăсем Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен пур тĕрлĕ çарĕнче те службăра тăрĕç, — терĕ Çар комиссариачĕн призыв уйрăмĕн пуçлăхĕ Сергей Козюра. — Пысăк ушкăн /390 çын/ Хĕвелтухăç çар округне — Байкал кÿллинчен пуçласа малалла — кайĕ, кăшт пĕчĕкрех йыш Хĕвеланăç çар округĕнче салтак тивĕçĕсене пурнăçлĕ, Тĕп округра 246 çын пулĕ, Кăнтăр çар округне виçĕ процентран кăшт сахалрах йыш яма палăртнă.

1552 çамрăкран 855-шĕ типçĕр çарĕсенче службăра тăрассине пĕлтерчĕ С.Козюра. Çак йышран 450-шĕ вĕренÿ чаçĕсенче сержанта, экипажсемпе расчетсен командирне вĕренĕ.

— Кашни иккĕмĕшĕ! — хăпартланса пĕлтерчĕ Сергей Александрович. — Пирĕншĕн çакă питĕ лайăх кăтарту. Эппин, чăваш ачисене хисеплеççĕ, шанаççĕ. Вĕсем çирĕп сывлăхлă, тÿсĕмлĕ, йывăрлăх умĕнче пуçа усмаççĕ, хуçăлмаççĕ. Сержантсен шкулĕсенче вĕренме çăмăл мар. Отделени командирĕ пулас тесен çамрăкăн салтак пĕлнине те пĕлмелле, кĕçĕн командир тивĕçĕсене пурнăçлама та вăй-хал çитермелле: çар условийĕсенче экипаж ĕçне йĕркелесе пыма пултармалла. Каларăм ĕнтĕ, чăваш ачисене шанни пысăк чыс кÿрет. Çав вăхăтрах яваплăха та ÿстерет.

Яваплăхĕ вара пĕчĕк мар. Вĕренÿ чаçĕсене пур енчен те кăтартуллă — кăмăл-сипет тирпейлĕхĕ, кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕ, пĕлÿ шайĕ — граждансене кăна илеççĕ. Кунсăр пуçне служба вăрттăнлăхĕсене шанчăклă упрамалла. Çавна май вĕсене, тăванĕсене тĕплĕ тĕрĕслеççĕ. «Пысăк ушкăнран çак пахалăхсен картине кĕрекенсене уйăрса илмелле, - тет С.Козюра. — Çакă вара питĕ кăткăс ĕç».

Тепĕр кăтартупа та Чăваш Ен лайăххисен шутĕнче. Пĕлтĕр Çар комиссариачĕ 368 специалиста ăсатнă. Кăçалхи çуркуннехи призывпа кайнă 248 çамрăк, салтак атти тăхăничченех çар специальноçĕсене алла илнĕскерсем, çур çула яхăн служба тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ ĕнтĕ. 139-шĕн кĕркунне ячĕсем тухĕç.

Чавса çывăх та — çыртма çук

Анчах пурте çĕршыва хÿтĕлесси арçын тивĕçĕ тесе шухăшламасть çав. Таса çак тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăнакан та сахал мар. Çар комиссариачĕ пĕлтерекен хисеп пин çынран та иртет.

— Кăçал çар ретне тăма тивĕç 1829 çынна тупаймарăмăр, — палăртрĕ Сергей Козюра. — Вĕсем таркăнсем мар. Вĕсем — пăрăнса çÿрекенсем, çар учечĕн йĕркине пăсакансем. Кун йышшисене хăйсем регистрациленнĕ вырăнта пурăнманран тупма май килмест.

Çак йышрисенчен пурте пĕлеççĕ: саккунпа килĕшÿллĕн вĕсен 18 çул тултарсан Çар комиссариатне пымалла. Чĕнмесен те! Кун çинчен çамрăксене призывник удостоверенине панă чухне алă пустарсах асăрхаттараççĕ. Пурăнакан вырăнтан виçĕ уйăхран ытларах вăхăта урăх региона кайсан та каччăсен çавăнта регистрациленмелле, çар учечĕн докуменчĕсене вара унта ярса параççĕ. Кĕскен каласан, салтак тивĕçне пурнăçламаннисен Çар комиссариачĕсен ĕçченĕсен куçĕнчен çухалма юрамасть. Те манаççĕ кун çинчен, те юри хăтланаççĕ?

— Чылайăшĕ аслă пĕлÿ илнĕ çамрăксем, ытлă-çитлĕ пурăнакан çемьесенчен. Мĕншĕн пăрăнаççĕ? — çак саманта тĕплĕн ăнланса çитерейменнине палăртса пĕлтерчĕ Сергей Александрович. — 27 çул тултарсан «тупăнаççĕ». Эпир пĕлмен теççĕ. Пĕлменни сăлтав пулни çинчен хăш саккунра çырнă? «Служба тивĕçĕсене кирек ăçта та пурнăçлама хатĕр, контракт йĕркипе кайма пултаратпăр», — тесе тархаслаççĕ тата. Анчах «пуйăс» кайнă…

Çамрăклăхри айванлăх-ши çакă? Е ыттисенчен «ăслăрах» пулас тени-ши? Анчах çакă хакла ларма пултарасси, пурнăçра пысăк чăрмавсем кăларса тăратасси çинчен асăрхаттарать Сергей Козюра. 2014 çулта «Çар тивĕçĕпе çар служби çинчен» саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн çар службинчен сăлтавсăр пăрăнса юлнă граждансене çар билечĕ памаççĕ. Справка кăна тивĕçет. Çак ушкăнри çынсене вара патшалăх тата муниципалитет ĕçне илмеççĕ, ФХСра, ШĔМре, ытти тытăмра та вĕсемшĕн çул хупă. Контракт йĕркипе службăна кайма та ирĕк çук.

— Айванла илĕртÿлĕх серепине лексе пурнăçа пăсса хурасси часах, — тет Сергей Козюра. — Çар тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнма юрамасть. Призыв комиссийĕн ĕçченĕсем ашшĕ-амăшĕн сĕнÿ-ыйтăвне /вĕсен ывăлĕсемпе çыхăннă йышăну тăвас ĕçе хутшăнма ирĕк пур/ шута илсе хăш çар чаçне ярассине, ытти саманта вĕсен майлă татса пама пултараççĕ. Тарса кăна ан çÿрĕр. Чавса çывăх та çыртма çук теççĕ.

Таркăнсем вара, чăнах та, пур. Пĕлтĕр 56 çын саккуна пăснă. Кăçалхи çуркуннехи призыв вăхăтĕнче — 13-ĕн.

«Çар службине чăтма пултараймастăп»

Çар службине альтернативăпа улăштарас текен çынсем те пур. Пĕлтĕр çакăн йышшисем 16-ăн тупăннă, 12-шĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Кăçал Çар комиссариатне 10 заявлени çит­нĕ. Тĕпрен илсен, ку меслетпе служба тивĕçĕсене пурнăçлас шут тытнине тĕн йăли-йĕркипе çыхăнтараççĕ. Юлашки вăхăтра вара, Сергей Козюра çирĕплетнĕ тăрăх, ыйту çыракансен çурринчен ытла пайĕ — пацифистла шухăшлакансем. Вĕсем пирĕн хушăрах пурăнаççĕ, аслă шкулсенче вĕренеççĕ…

Сергей Александрович аллинче — çав çынсенчен килнĕ темиçе çыру.

— «Эпĕ çар службине пур­нăçлассине хирĕç. Пире ачаран милитаризмпа паллаштараççĕ. Мĕнле пулса пырать-ха çак ĕç-хĕл? Тĕрлĕ çар-спорт вăййисене хутшăнтараççĕ, телекурав вĕçĕмсĕр вăрçă фильмĕсем кăтартать, Аслă Çĕнтерÿ пирĕн тава тивĕçлĕ ĕç пулнине ĕнентереççĕ. Эпĕ çакна йăлтах чăтма пултараймастăп. Çар службине кураймастăп, мĕншĕн тесен вăл хирĕçтерет, вăрçтарать, çынра тăшман курма вĕрентет», — Сергей Александрович вулакан çырăва университетра вĕренекен 23 çулти каччă çырнă. Вăл пур енчен те сывă çын. Анчах унăн шухăшлавĕ çакна хирĕçлет.

Тепĕр çыруран çакăн пек йĕркесем тухаççĕ: «Ман шутпа — çар служби çынсене вĕлерме вĕрентет. Хирĕçтăрăва вăрçă меслечĕсемпе татса пани пысăк инкек патне илсе çитерет. Алла пăшал тытсан эпĕ пĕтĕм этемлĕхе хирĕç тăнăн туйăнать. Эпĕ патриотизм воспитанине хирĕç».

— Паллах, çынсен хăйсен шухăшне палăртма тулли ирĕк пур. Анчах кунашкал çырусем нумайлансах пыраççĕ. Ахăртнех, çакăн хыçĕнче кам та пулсан тăрать. Кашни çыру тĕлĕшпе тĕплĕ тĕрĕслев ирттеретпĕр. Унсăр мар, — терĕ С.Козюра.

Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пур­нăçламалли тепĕр меслет — контракт йĕркипе салтака каясси. Иккĕмĕш çул хальччен çар службинче пулман, анчах призывпа кайма тивĕçлĕ, аслă пĕлÿллĕ çамрăксене /хăйсем килĕшсен, паллах/ контрактпа илеççĕ. Ахаль йĕркепе каякансен 12 уйăх службăра тăмалла пулсан контрактниксен вăхăчĕ — 24 уйăх. Вĕсене шалу тÿлеççĕ, куллен кирлĕ япаласемпе тивĕçтереççĕ, çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Чылайăшĕ килĕшÿре палăртнă вăхăт вĕçленсен те çартах юлать. Юлашки вăхăтра çак меслетпе служба тивĕçне пурнăçлас текенсем йышланни палăрать. Çавăн пекех кăмăл пуррисен Çар комиссариачĕпе 45-20-97 телефонпа шăнкăравласа çыхăнмалла.

Чăваш хĕрĕсем те çар çынни пуласшăн. Анчах вĕсене призыв йĕркипе службăна илмеççĕ. Хăюллă пикесем çар тумне çар специальноçĕсене алла илнĕ хыççăн тăхăнма пултараççĕ. Кăçал, акă, 16 хĕр РФ Оборона министерствин аслă шкулĕсене вĕренме кĕнĕ. Конкурс пысăк пулнă. Чăваш Енрен 160-ăн хутшăннă унта.

Çĕнĕлĕхсем

Çĕршыври Çар комиссариачĕсенче оптимизаци ĕç-хĕлĕ 2008 çулсенче пуçланчĕ. Çавна май Чăваш Енри Çар комиссариачĕсен шучĕ те чакнă: 26-ран 13 юлнă. Ку ĕç-хĕл вĕçленмен-ха. Раштавăн 1-мĕшĕнчен Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайне Çĕрпÿ тата Красноармейски пайĕпе пĕрлештереççĕ. Кунсăр пуçне муниципалитетсенчи Çар комиссариачĕсен пай пуçлăхĕсен должноçĕсен ĕлĕкхи ятне — çар комиссарĕ — тавăрса параççĕ.

Районсене пĕрлештерни, Сергей Козюра палăртнă тăрăх, йывăрлăхсем те кăларса тăратать. Территори пысăкланать, йыш хушăнать, анчах çак тытăмра ĕçлекенсен шучĕ икĕ-виçĕ çынран ытла хушăнмасть. Ашшĕ-амăшне кăмăлсăрлантараканни те пур: ывăлĕсен инçе çула хыçа хăварса Çар комиссариачĕсен пайне питĕ ир çитмелле.

— Вырăна вăхăтра çитес тесен аякри ялсенчен çур çĕр иртсенех çула тухма тивет, — терĕ Сергей Александрович. — Машина ыйтса е тăвансене чăрмантармалла, е такси тытмалла. Пассажир транспорчĕ тÿрремĕн çыхăнтарман районсем те пур-çке.

Сергей Александрович ашшĕ-амăшне ывăлĕсене çакнашкал васкаварлă лару-тăрура ăсатма тивнине ăнланма ыйтать:

— Ку пирĕнтен кăна килмест. Сбор пунктне 12 сехетчен çитмесен ачасем апатсăр тăрса юлаççĕ. Каярах килнисене каçхине, тепĕр кун ирхине апат çитерейместпĕр. Ку йĕркене пăсни пулать.

2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрекен тепĕр çĕнĕлĕх — 9-мĕш класс хыççăн вăтам професси пĕлĕвĕ паракан заведенисенче вĕренекенсене диплом иличчен çара илсе каймаççĕ.

— Унччен 20 çула çитиччен кăна хăварнă. Ачан техникумра, лицейре е колледжра çур çул вĕренмелли юлнă. Саккунпа килĕшÿллĕн пирĕн ăна çара илмелле. Салтакран хăварма сăлтав çук. Прокуратура кашни çын тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттерет, — иртнине аса илнĕ май палăртрĕ Сергей Козюра. — Саккуна тÿрлетÿ кĕртни пирĕншĕн те, çар ретне тăма вăхăт çитнисемшĕн те меллĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.