Архив - Мая 2015

мая 28th

28 Мая, 2015

Ачасемшĕн вĕрентекен те, юлташ та

Оксана Кирпичникова Муркаш районĕнчи Пиккикассинче çуралса ÿснĕ. Çемьери пĕртен-пĕр хĕр шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вырăс литературине çав тери кăмăлланă.

28 Мая, 2015

Сăваплă вырăнта çÿп-çап хăварар мар

Çимĕк çитрĕ. Вилнисене асăнса çăва çине каятпăр. Унччен вара мунча хутса кĕретпĕр, çичĕ тĕрлĕ курăк шывĕпе чÿхенетпĕр, милĕкпе çапăнатпăр... Çимĕк йăли-йĕрки кашни çĕрте тĕрлĕрен: пĕр çĕрте шăматкун масар çине каяççĕ, тепĕр çĕрте - вырсарникун...

28 Мая, 2015

“Эпĕ кунта яланлăхах килнĕ-и?”

Çемье ăшши... Этемлĕхĕн пурнăçĕнче унран хакли пур-ши? Савнă мăшăр, юратнă ачасем... Кашни арçыннах йăха тăсакан çуралнăшăн хĕпĕртесе çунат хушать ахăртнех. Чĕри айĕнче тĕвĕленнĕ тĕпренчĕкне кун çути парнелекен хĕрарăмăн телейне мĕнпе танлаштарма пулать-ши тата?

28 Мая, 2015

“Çамрăксем çĕнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртни савăнтарать”

"Кризис килет те каять, пурнăç малаллах тăсăлать", - теççĕ пулин те хăйсен ĕçне пуçарса усламçă пулса тăнисем çакнашкал йывăр тапхăрсенче нушине самай кураççĕ. Тĕрĕссипе, предприниматель ĕçне кÿлĕнме пурне те пÿрмен, пуçăнсан та аталанма çăмăл мар.

28 Мая, 2015

Саппун кантрине кассах чапа тухнă Женя Григорьев

Хальхинче «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне Чăваш эстрада артисчĕсен союзĕн членне, Раççейри çамрăксен пĕрлĕхĕн Шупашкарти уйрăмĕн координаци канашĕн ертÿçине, «Фиеста» студи ертÿçин заместительне, концертсене лайăх ертсе пырса «Çулталăк юрри - 201

28 Мая, 2015

"Хорло" фильма проката кăларасшăн

Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль вĕçленчĕ. Япăх мар иртрĕ вăл. Фильмсене халăх хапăлласах курчĕ. Пахалăхĕпе начар мар, сюжечĕсем - интереслĕ.

28 Мая, 2015

Мускав майри çаппа-çарамас хăварчĕ

Ку таранччен хаçата нихăçан та çырманччĕ. Халĕ тарăхса çитрĕм. Хам пирки никама та каласа кăтартманччĕ. Хамах ухмах. Çынна ĕненме хăнăхнă та эпĕ... Çавă ура хучĕ. Çакăн хыççăн та хĕрсене юратма пăрахмăп-ши? Шуйттан пек усал вĕсем, тилĕ пек чее.

28 Мая, 2015

Чун валли... картиш тулли кайăк-кĕшĕк

Борис Ивановпа ирттернĕ пĕр кун

Ылтăн тĕслĕ фазан, Инди павлинĕ, попугай, путене, канарейка, хур-кайăк, кăрккăвакал... Харăсах кун чухлĕ кайăк-кĕшĕкпе ăçта паллашма пулать? Паллах, пĕр-пĕр куравра. Тăвай районĕнчи Вăрманхĕрри ялне çитсе киличчен эпĕ те çавнашкал шухăшланăччĕ. Çук иккен, килти хуçалăхра, пирĕн климат условийĕсенче те экзотика чĕрчунĕсене ĕрчетеççĕ. Ĕненместĕр-и? Апла тăк Ивановсем патне экскурсие чĕнетĕп.

мая 27th

Страницы