“Эпĕ кунта яланлăхах килнĕ-и?”

28 Мая, 2015

Çемье ăшши... Этемлĕхĕн пурнăçĕнче унран хакли пур-ши? Савнă мăшăр, юратнă ачасем... Кашни арçыннах йăха тăсакан çуралнăшăн хĕпĕртесе çунат хушать ахăртнех. Чĕри айĕнче тĕвĕленнĕ тĕпренчĕкне кун çути парнелекен хĕрарăмăн телейне мĕнпе танлаштарма пулать-ши тата? Пурнăç пĕрре килет-çке. Шел те, Турă этеме пĕр ĕмĕр панă шутлă кунсене тирпейлĕ, юратупа ăнланура, хамăра ачасен пуласлăхне халалласа пурăнма пĕлмест хăшĕ-пĕри.

"Ача-пăча ырра курсан ырă пулать, усал курсан усал пулать", - тенĕ ваттисем. Элĕк районĕнчи Тури Вылăри Михаилпа Зоя Степановсен çемйинчи ачасем вара ашшĕ-амăшĕн ăшшине туйса, ыррине кăна курса çитĕнеççĕ. Ку килти шăпăрлансен çемье пĕлтерĕшне 3-4 çултах ăнланма тивнĕ. Пĕчĕкскерсен ачалăхне шăпа Çĕмĕрлери "Елочка" ача çуртне илсе çитернĕ. Михаил Николаевичпа пĕрлешсен Зоя Михайловна хăйĕн пысăк ĕмĕтне пĕлтернĕ: виçĕ ачаран кая мар çуратасшăн пулнă вăл. Тухтăрсен татăклă сăмахĕ вара ытла хытă янăранă: пĕртен-пĕр ывăлне Сергее кун çути парнеленĕ хыççăн амăшĕ пурнăçпа вилĕм хушшинче пулнă.

- Çав йывăр вăхăта епле чăтса ирттертĕм-ши? Тĕлĕксене час-часах пĕчĕк ачасем килетчĕç е хама йывăр çын пек кураттăм. Вăрансан вара ĕмĕтĕм ирхи тĕтре пек сирĕлетчĕ. Пĕррехинче Шупашкарти хула больницинче выртрăм. Унта амăшĕ пăрахса хăварнă Андрей Клычев пурччĕ. Çав пĕчĕк арçын ача тĕлĕкĕме килчĕ. Хайхискере алăран ямасăр ыталатăп пек. Çавăн хыççăн, тата пепке çуратас тăк та, ача çуртĕнчен тĕпренчĕксем илетĕпех тесе хама сăмах патăм, - чунне уçрĕ тулли кăмăлпа калаçакан хĕрарăм.

Ача усрама илес шухăша Михаил Николаевич маларах пĕлтернĕ. Мăшăр Шупашкарти "Малюткăна" çул тытнă. Икĕ çулти Верăна килĕштернĕ, анчах хĕрачан çав вăхăтра амăшĕ тупăннă, ăна илсе кайнă. Куншăн Степановсем савăннă кăна - Çĕр çинче пĕр тăлăх сахалрах пулать-çке. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.