Комментировать

28 Мая, 2015

Саппун кантрине кассах чапа тухнă Женя Григорьев

Хальхинче «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне Чăваш эстрада артисчĕсен союзĕн членне, Раççейри çамрăксен пĕрлĕхĕн Шупашкарти уйрăмĕн координаци канашĕн ертÿçине, «Фиеста» студи ертÿçин заместительне, концертсене лайăх ертсе пырса «Çулталăк юрри - 2011, 2014» фестивальсенче çĕнтернĕ, çамрăксене тĕрĕс воспитани парас тата патшалăхăн çамрăксен политикине пурнăçа кĕртес енĕпе хастар ĕçленĕшĕн Шупашкар хула администрацийĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ Евгений ГРИГОРЬЕВА чĕнес терĕм. Вулаканăм, Женьăпа çывăхрах паллашма маншăн та кăсăклă пулчĕ.

- Чăваш эстрадине юратакансен хушшинче сана пĕлмен çын çук. Сцена çинче вун-вун хут курнă пулсан та сан кун-çулунти пĕртен-пĕр факта çеç пĕлетĕп: эсĕ 20 çул каялла Шупашкарти Г.Лебедев ячĕллĕ чăваш наци лицейĕнче пĕлÿ пухнă, унта вара пултаруллă ачасем çеç лекейнĕ.

- Йĕпреç районĕнчи Çĕнĕ Выçли шкулĕнче ăс пухнă чухне учительсем: «Шупашкарта чаплă лицей пур, ăслă тата ăнăçлă пулас тесен унта вĕренме кай», - тесе пĕрре мар сĕнчĕç. Шалти туйăм та 7-мĕш класс хыççăн хамăн вăя тĕрĕслеме хистерĕ. Математикăна юратнипе çак предметпа тарăн пĕлÿ паракан класа кĕме шут тытса лицей алăкĕн урати урлă шикленмесĕр каçрăм. Математикăпа экзамен тытас умĕнхи кун филологи экзаменĕ иртнине пĕлтĕм. Коридорта мана Нина Дмитриева вĕрентекен асăрхарĕ, пырса сăмах хушрĕ: «Филологи класĕнче арçын ача сахал, тен, чăваш чĕлхипе экзамен тытса хăвна тĕрĕслĕн?» Ара, мĕншĕн тĕрĕслес мар тесех билет суйларăм. Кăштахран ман пата кунта ĕçлекен паллă çыравçă Георгий Краснов пычĕ те: «Женя, хăвна пирĕн класăн вĕренекенĕ теме пултаратăн, саламлатăп», - терĕ. Малтанласа унта вĕренме килĕшесшĕн марччĕ. Коридорта хĕрачасемпе арçын ачасен ушкăнне асăрхарăм. Хитре хĕрсем чуна илĕртрĕç пулмалла - филологи класнех кайрăм. Паллах, лицей хупăнни чăвашлăх пуласлăхĕшĕн аван тееймĕн. Манпа пĕр вăхăтра вĕреннисем паян Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хураççĕ. Лицей пире, атте-аннерен уйрăм пурăннăскерсене, хамăр тĕллĕн шухăшлама, пурăнма, йывăрлăхсене çĕнтерме, пархатарлă пулма, Тăван çĕршыва хаклама тата юратма вĕрентрĕ.

- Хыçалалла çаврăнса тинкерсен лайăххи япăххинчен нумайрах пулнине асăрхатăн...

- Класри 25 вĕренекенрен тăваттăшĕ çеç арçын ачаччĕ. Аттестат илнĕ вăхăта вара эпĕ пĕччен тăрса юлтăм. Филологи уйрăмĕн ытти класĕнчи арçын ачасемпе «Карма çăвар» кулăшпа сатира ушкăнĕ йĕркелерĕмĕр. Пĕр çул аслăрах вĕренекен Петр Ермолаевпа, паянхи чи маттур кулăш ăстипе, туслашрăм. Уявсенче лицей ятарлă концертсем хатĕрлетчĕ. «Карма çăвар» уява хутшăнассине пĕлсенех зал лăк тулатчĕ. Ара, эпир шÿтлĕ номерсем лартнă чухне пурте хырăм тытсах кулатчĕç. Театр ушкăнне йĕркелесе пыракан Георгий Краснов çыравçă пире сцена ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене самай вĕрентрĕ. Вăл ăслă сĕнÿсемпе пулăшнипех Аслă Çĕнтерÿ 50 çул тултарнă ятпа ирттернĕ республика шайĕнчи конкурса хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Линейкăра мĕнпур вĕренекен умĕнче алла пĕр купа кĕнеке тыттарчĕç. Эпĕ кĕлеткепе çÿллех пулман та - сăмса курăнми кĕнекесене йăтса хам класс ачисем патне мăнаçлăн пырса тăтăм. Шăп та лăп çав çулсенче гитара калама вĕренесси модăна кĕчĕ. Тăватă арçын ачаран Петя Ермолаев çеç çак инструмента алла илеймерĕ. Алла гитара тытсанах ман тавра ачасен ушкăнĕ пухăнатчĕ - эх, хĕрсен чĕрине çавăрттараттăм. Арăмпа та гитарăна пулах паллашрăм.

- Лицейра темле тăрăшса вĕренсен те, пушă вăхăт пачах пулмасан та атте-анне юнашар çукки чуна ыраттарнах ĕнтĕ...

- Аслине çемьере юратса çуратаççĕ, ыттисем вара хăнăхнă йăлапа «штампланаççĕ» /йăл кулать/. Эпир атте-аннен пиллĕкĕн: виçĕ ывăлпа икĕ хĕр. Эпĕ асли пулнине ăнлантăр ĕнтĕ. Алина - икĕ ывăл амăшĕ, медсестра дипломне алла илнĕ, Людмила офицера качча тухрĕ те Раççей «географине» сухаласа тĕпчет - ара, мăшăрне ялан пĕр чаçрен теприне куçараççĕ те. Иккĕшĕ юратсах хĕр çитĕнтереççĕ. Миша Мускавра тĕпленчĕ, чăваш çамрăкĕсен шăпине пайлать, стройкăра тăрăшать. Чи кĕçĕнни Артем строительство техникумĕнче вĕренет, манăн шанчăклă тусăм, сылтăмпа сулахай аллăм. Пурнăçăмри чи кăсăкли – эпĕ 1980 çулхи 10-мĕш уйăхăн 10-мĕш кунĕнче кукаçипе кукамайăн 10-мĕш мăнукĕ пулса çурални. Вĕсем «ÿркенмесĕр» 7 ачана кун çути кăтартнă, тăхăмĕсем вара тата та «ĕçченрех», мăнуксемпе мăнукĕсен ачисен шутне 56-а çитернĕ. Ку енчен асаттепе асанне те маçтăр, вĕсен мăнукĕсемпе мăнуксен ачисен шучĕ 57-е çитрĕ. Пĕр сăмахпа, пирĕн йăх çĕршыври демографие аван ÿстерет. Кукамай вăрçă вăхăтĕнче Ленинградра зенитчица пулса çапăçса тăшман самолечĕсене тĕп тунă. Кукамайран чылай çамрăк кукаçи вăрçа лекеймен, Аслă Çĕнтерĕве тылра туптанă. Асаттене пачах астумастăп, вăл эпĕ çураличченех çĕре кĕнĕ. Асанне мана питĕ юрататчĕ, анчах ашкăнма тытăнсанах саппун кантрипе хĕнессипе хăрататчĕ. Пĕррехинче алла хачă тытрăм та... вăрттăн ĕç пуçларăм: асаннен мĕнпур саппунĕн кантрине касса тухрăм. Асанне арча çине ларсах кулчĕ: «Ай тур-тур, кур-ха ăна: епле пултаруллă ача ÿсет, хăйĕн пĕчĕк ăслă пуçĕпе мĕн шухăшласа кăларайнă».

- Ача чухне кашниех вăрттăн шухăшĕсенче чапа тухма, пуян пулма, тĕнче курма ĕмĕтленет.

- Эпĕ, ял ачи, ял урамĕсемпе пĕр шухăшсăр тусан вĕçтерсе çара уран чупнă вăхăтра паян Альбина Юратăва хирĕç ларса «Çамрăксен хаçатне» интервью паратăп тесе шутлама пултарнă-и-ха? Пытармастăп: шутланă, ĕмĕтленнĕ, çав самантсене кĕтнĕ. Кĕтÿ пăхма кайсан уйра пушă аврине микрофон пек тытаттăм та курăк çиекен ĕнесемпе качакасене юрă юрласа, шÿтсем каласа параттăм. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнчи режиссура уйрăмĕнче вĕреннĕ вăхăтра вара çуллахи каникулсенче режиссера, продюсера, артиста çаврăнаттăм. Халăха йыхравласа хăма çине пĕлтерÿ çакаттăмăр, ял ачисемпе спектакль хатĕрлеттĕмĕр, пÿрт умне прицеплă машина тăрататтăмăр, хăмасенчен саксем çапса тăваттăмăр. Вăхăта интереслĕ ирттерме тăрăшаттăмăр, хальхи çамрăксем пек кунĕн-çĕрĕн Интернетра ларман. Тусăмсем, ĕмĕтленни çеç çителĕксĕр, çутă та таса ĕмĕте хирĕç утмалла, ун чухне тин мĕн шухăшлани пурнăçа кĕрет.

- Выльăхсем каннă вăхăтра çурăм çине выртса тÿпене сăнанă самантра та хырăм хыр тăррине каять. Эсĕ Алексей Московскийпе пĕрле ЮТВ валли хĕрарăмсен уявĕ тĕлне хатĕрленĕ «Чалт кăна» çĕнĕ кăларăмунта куракана шÿтле-шÿтлех тутлă апат янтăлама вĕрентрĕн. Сана аннÿ сыснана çеç юрăхлă кунашкал апат пĕçерме вĕрентменех ĕнтĕ.

- Анне тăван ял пекарьнинче çăкăр пĕçернĕ, атте вара водительте тăрăшнă. 10 çултан пуçласах кашни çул ĕççи вăхăтĕнче атте пулăшуçи пулса тăраттăм. Комбайнран машина кузовне тăкăнакан тырра тикĕслесе майлаттăм. Тырă тусанне чылай çăтнă, çавăнпа çăкăрăн чăн хакне аван пĕлетĕп. Çăкăр пĕçерес вăрттăнлăха та ăнкартăм. Атте-анне вĕрентнĕ ĕçе хамăн ачасене те хăнăхтаратăп. Ялта шăпăрлансене ĕçе явăçтарма чылай çăмăл. Килти хуçалăхра пин ĕç, пурнăçласа ĕлкĕр çеç. Хула ачисене ĕç урлă воспитани пама йывăртарах. Вĕсем урамра мечĕк хăвалас вырăнне те ав Интернетах суйлаççĕ. Ку – паянхи çивĕч ыйту.

- Эсĕ йышлă та туслă çемьере çитĕнни тÿрех сисĕнет, мăшăрна та питĕ юрататăн. Виçĕ ача ашшĕ пулса тăнипе савăнатăн ав.

- Асли Виктория Евгеньевна 2-мĕш класра вĕренет, музыка шкулне çÿрет, сĕрме купăс сассин вăрттăнлăхне пĕлес тесе тар тăкать, сăвăсем те çыркалать. Роман Евгеньевич 5 çул тултарчĕ, спорт шкулне хаваспах чупать, спортзалта хăйне ирĕклĕн туять, Полина Евгеньевна хальлĕхе пĕчĕк-ха, савнă мăшăрăм ăна пире тинтерех çеç парнелерĕ. Пирĕн çемьен саккунĕсем çирĕп. Ачасене компьютерпа ытлашши иртĕхтерместпĕр. Интернета кĕрес тесен малтан çак тивĕçе ĕçлесе илмелле. Кашни ĕçĕн вара хăйĕн хакĕ: кил-çуртра тасатрăн пулсан – 10 балл, кĕнеке вуласан – 5 балл, лавккаран çăкăр туянса килсен - 5 балл. 1 балл вара 1 минутпа танлашать. Компьютер умĕнче ларас темесен балсене пĕр-пĕр теттепе улăштарма пулать. Хĕрĕм ав тинĕс сысни туянма ĕмĕтленет. Пирĕн çемьен воспитани хăйнеевĕрлĕхĕ вулакана килĕшмесен те пултарать, çапах тĕслĕх илес текен тупăнсан савăнăттăм. Эпир ачасене вăрçса, кăмăлне сас хăпартса хуçмастпăр, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса калаçса татăлма тăрăшатпăр.

- Ăсчахсем юратăвăн виçĕ тĕсĕ пирки хĕрсех сăмахлаççĕ: пĕрремĕшĕ – идеал шайĕнчи, иккĕмĕшĕ – професси çыхăнтарнипе çуралаканни, виççĕмĕшĕ вара – пĕр-пĕрин шăршине килĕштернипе чĕресене хĕмлентерекенни.

- Ман шухăшпа, тĕпчевçĕсем те мĕнпур тĕсне пĕлмеççĕ. Эпĕ, сăмахран, ача чухнех пулас мăшăр илĕртÿллĕ пулмалла тесе шутлаттăм. Ăна пурте куç хывччăр, вăл вара манăн çеç пултăр теттĕм. Татьяна мана хăй асăрханă, «Студентсен çуркуннинче» курнă, ун чухне чиперук шкулта вĕреннĕ. Каникула Шупашкара килнĕскере медицина факультетĕнче вĕренекен аппăшĕ уява илсе пынă. Иккĕмĕш хутĕнче эпир Елчĕк шкулĕнче концертпа пултăмăр. Эпĕ Татьянăна куракансен хушшинче суйласа сценкăна хутшăнма илсе тухнă иккен. Кайран Татьяна пурăнакан общежитие пурăнма куçнă. Çавăнта тĕл пултăмăр та паллашрăмăр. Эпĕ ăна гитара калама вĕрентрĕм. «Студентсен çуркунни-1997» уявра эпĕ сцена çинче вылянине килĕштернĕ Татьяна. Эпĕ çав сценкăра тамăкăн генеральнăй директорĕ, Тĕп шуйттанччĕ. Хальхи культура министрĕ Вадим Ефимов Турă ролĕнчеччĕ, Петя Ермолаев вара яланхилле студент çеç. Иккĕн тан ăмăртса тăнсăр выртакан студента хамăр майлă çавăрма тăрăшрăмăр. Енчен те мăшăрăм мана, Шуйттан рольне выляканскере, чунпа килĕштерейнĕ пулсан пурнăçра мана чăнласах юратни пирки пĕрре те иккĕленместĕп.

- Ман шутпа, виççĕмĕш пепкĕре эсир хулара 10 сотăй çĕрлĕ тата 100 пин тенкĕллĕ пулас тесе «майлаштарнă». Хальхи çамрăксем ăспа пурăнма пĕлнинчен тĕлĕнме пăрахрăм ĕнтĕ.

- Мĕн эсĕ? Çĕрне хулара парсанччĕ хăть. Атту, Муркаш районĕнчи Калайкассинче парасшăн. Çапах лару-тăру улшăнасса, хуларах çĕр илессе шанатăп-ха. Ачасене вара çĕрлĕ пулассишĕн мар, хамăршăн çурататпăр. Чи кирли, сывлăхлă та телейлĕ çитĕнччĕр. Çемье илемĕпе савăнăçĕ пулччăр.

- Татьянăна мăшăр тăвас тесе еплерех илĕртрĕн?

- Пĕртен-пĕрскере тĕл пуличчен хĕрсемпе икĕ-виçĕ уйăхран ытла çÿрейместĕм. Турă çырнипе паллашсан вара вăл манăн шăпа иккенне тÿрех ăнлантăм. Авланиччен виçĕ çул çурă ун чĕри патне сукмак хыврăм. Хамăн çуралнă кунра вара кĕрхи Атăлăн сивĕнсе ĕлкĕреймен хумĕсене сирпĕтсе çара уран утнă май качча тухма ыйтрăм. Савăннипе куçĕсем кĕрхи хĕвелĕн илĕртÿллĕ шевлисемпе тулчĕç! Хăй вара именчĕклĕн пуçне пĕксе: «Манăн виçĕ кун шухăшласа пăхмалла», - терĕ. Унтанпа 9 çул пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса кун кунлатпăр, пурнăç сукмакĕпе çума-çумăн килĕштерсе утатпăр.

- Çемье телейĕ ытларах камран килет: санран е Татьянăран?

- Пĕлетĕн-и: этемлĕхĕн пин-пин çулĕ хушшинче нимĕн те улшăнман. Мăшăрăм çемье вучахĕ хĕм сапса çунтăр тесе унта пуленкесем пăрахать, эпĕ «мамонт» тытма çÿретĕп.

- Шÿт ăсти пулма пĕрре те çăмăл мар, ялан мĕн те пулсан çĕнни шухăшласа тупмалла.

- Килĕшетĕп, чăн-чăн ăста пулас тесен тар тăкмалли пайтах. Пурнăçа сăнама пĕлмелле, тепĕр чух шутласа та асапланмалла мар, вăл хăех кулăшла пулăмсемпе тулли, вĕсене курма çеç пĕлмелле, куракан патне çитермелле. Халăхпа ĕçлес килнипех сцена çине тухрăм. Отпусксăр пилĕк çул та пурăнма пултаратăп, анчах алла микрофон тытмасăр - çур кун та...

- Пĕр шÿте концертран концертра каласа ывăнмастăн-и?

- Паянхи куракана унăн куçĕ умĕнче çуралакан шÿтсем илĕртеççĕ, çавăнпа чылай чухне импровизаци тума тивет.

- Залра ларакана тăтăшах алă çуптаратăн. Çакă чылайăшне кăмăлсăрлантарать.

- Этемĕн шалти органĕсен хавалĕ еплерех пуласси ал лаппи çинчи пăнчăсенчен чылай килет. Кăмăлтан алă çупсан мĕнпур япăххи ÿтрен тухса сĕвĕрĕлет, ырри-лайăххи нумайланать, вăй илсе пÿрнесен пăнчисем урлă ÿпкене, чĕрене, пĕвере, шăмă сыпписене, апат хуранне таврăнать, сыватать. Апла-и, капла-и - кăмăллисем чылайрах. Пĕлетĕн-и, Интернет урлă, телефонри СМС-çырусемпе тав сăмахĕсем мĕн чухлĕ килнине? Вуласа ĕлкĕрейместĕп. Ырласа çыру çырма ÿркенмеççĕ пулсан эпир сцена çинче ĕçлени ахаль мар. Ĕçлетпĕр-ха!

- Шÿт ăсти пулма ăçта вĕрентеççĕ?

- Нимрен ытла пурнăç хăй вĕрентет. Паллах, ятарлă пĕлÿ илни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. И.Максимов-Кошкинский ячĕллĕ халăх театрĕн ертÿçине Нина Панинăна студент çулĕсенче спектакльти ăнăçлă рольсене панăшăн, сцена искусствине туйма вĕрентнĕшĕн пысăк тав. Пире университетра вĕрентнĕ чăваш драма театрĕн артисчĕ Иван Иванов та маншăн ырă тĕслĕх. Режиссура ăсталăхĕ пурнăçпа тачă çыхăннине курма вăл куçăма уçрĕ.

- Пурнăçри ăнăçу мĕнрен килет-ши?

- Ытларах çынран хăйĕнчен. Эпир, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче туптаннисем, чăтăмлăх, харсăрлăх, хăраманлăх мĕн иккенне аван туйса çитĕнтĕмĕр. Икĕ аллине шăлавар кĕсйине чикнĕ хула ачисем: «Эй, пацан, укçа пур-и?» - тени халĕ те хăлхара янăрать. Çапах хăраман вĕт!

- Чăваш эстрадине мĕнлерех çĕнĕлĕх кĕртейрĕр?

- «Ĕмĕр сакки сарлака» телекăларăмсенче куракана чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе пĕрре мар паллаштартăмăр. Çакă тăван халăха питĕ кирлине туйрăмăр. «Турци мыскарисем» видеофильма та куракан аван йышăнчĕ. «Чалт кăна» телекăларăм та ахаль çуралман.

- Кадрсем хыçĕнче мĕн пулса иртни те - пурнăç илемĕ.

- Çĕнĕ çул кăларăмне хатĕрленĕ кун Андрей Кузнецов юрăç тăрăшнипе ресторана сурăх илсе килтĕмĕр. Сценарипе килĕшÿллĕн ăна кадра кĕртме вăхăт çитсен вăл пире «вĕтĕ шăккалатпа» хурлантарчĕ... Вараланнăскере шурă сĕтел çитти умĕнче мĕнле ÿкерес? Юрать, хамăр çухалса каймарăмăр, сценарие туххăмрах улăштартăмăр - объектив умĕнчех сурăхăн çăмне шывпа çуса тасатрăмăр та фенпа типĕтрĕмĕр.

- Нумаях пулмасть эсир хăвăра вĕрентнĕ Валентин Абрамовăн асăну каçне йĕркелеме пулăшрăр.

- Мăшăрĕ Елена Абрамова концертра пухнă укçапа унăн вилтăпри çине палăк лартĕ. Пирĕн пархатарлă ĕç ĕмĕрлĕхе куç хупнă юратнă вĕрентекеншĕн тав вырăнне пултăр. Вĕренме кĕрес умĕн унпа калаçни аса килчĕ: «Женя, ăслăлăха аталантарнисĕр пуçне пултарулăха туптама та вĕрентетпĕр. Концертсене хутшăнăн-и?» Кĕскен: «Паллах», - тесе хуравларăм.

- Малашлăхри плансен çу-начĕсем те çирĕпех пуль-ха!

- «Чалт кăнан» черетлĕ кăларăмне июнĕн 9-мĕшĕнче «Ворон» студипе пĕрле Етĕрне районĕнчи «Сурские зори» турбазăра ÿкерме палăртрăмăр. Унта хутшăнас текенсене яланхилле кăмăлпах кĕтетпĕр.

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.