Комментировать

Ку таранччен хаçата нихăçан та çырманччĕ. Халĕ тарăхса çитрĕм. Хам пирки никама та каласа кăтартманччĕ. Хамах ухмах. Çынна ĕненме хăнăхнă та эпĕ... Çавă ура хучĕ. Çакăн хыççăн та хĕрсене юратма пăрахмăп-ши? Шуйттан пек усал вĕсем, тилĕ пек чее.

Шкул саккинчен тенĕ пекех салтака илсе кайрĕç. 11-мĕш класпа сывпуллашнă чухне шăпах 18 çул тултартăм. Тепĕр кунхине тантăшăмсем мана çара ăсатрĕç. Юрать, инçе илсе каймарĕç - Мускава лекрĕм. Икĕ çултан унтан тĕрекленсе таврăнтăм. Тунмастăп, сăнран ыттисенчен кая мар эпĕ. Кĕлеткем те мухтанмалăх пур. Салтакран килсен ялти хĕрсем те çаврăнса пăхма пуçларĕç. Анчах ваттисем калашле, хамăр ялсем лайăх та, аякрисем тата аванрах. Анне тракториста вырнаçма сĕнчĕ. Атте мана малалла вĕрентес шухăшлăччĕ. Никама та итлемерĕм - Мускава вĕçтертĕм. Ара, халĕ пурте шапаша çÿреççĕ вĕт. Эпĕ те пуçтарăнса тухса кайрăм. Капрон чăлха пекех Мускав - тăсăлать те тăсăлать. Çыннисем пĕр вĕçĕм килеççĕ. Мĕнле çурăлса каймасть-ши тульккăш? Чăннипе, пире, гастарбайтерсене, унта никам та ытам сарса кĕтсе илмест. Никама та кирлĕ мар эпир унта. Мускавра ĕмĕрĕпех пурăнакансем вара шутсăр кахал тата усал. Майрисем тем самăрăш. Ĕçлеме хăнăхман вĕсем, çавăнпах хĕрарăмĕсем те, арçыннисем те сийлĕ-сийлĕ хырăмĕсене йăтса урам тăрăх та утма вăй çитереймеççĕ. Пĕр-ик утăм ярса пуссанах хашкама ереççĕ те сак çинче сарăлса лараççĕ. Маринăпа, манран темиçе хут мăнтăртарахскерпе, шăпах сак çинче паллашрăм.

Çуллахи шăрăхчĕ ун чухне. Хĕвел ансан та çамка çине тар тухатчĕ, сывлăш пăчăччĕ. Ĕçре кунĕпе йытă пек ывăннăскер общежити еннелле утрăм. Хайхи çав харсăр майра мана чарăнма ыйтса юнашар ларма хушрĕ. Сăнĕ-пичĕпе питех хăрушах марччĕ те çумăн вырнаçрăм. Сăмах хыççăн сăмах тупса паллашрăмăр. Арçынна ирĕлме нумай кирлĕ-и? Марина патĕнче çĕр каçрăм. Ашшĕ-амăшĕ ăна пĕр пÿлĕмлĕ хваттер илсе панă терĕ те - ĕнентĕм. Ытлă-çитлĕ пурăнсан та пуяна укçа çитмест вĕт. Марина та укçа тесен мăя касма хатĕрччĕ. Ун патĕнчех пурăнма тытăнтăм. Малтанах унăн япăх енĕсене курмастăм. Ара, вырăн çинче ухмаха ертетчĕ те. Темĕн тума та хатĕрччĕ уншăн. Лешĕ вара çакна кура ăна-кăна хушса кăна тăратчĕ. Шалăва та алла илме пăрахрăм. Йăлтах Марина кĕсйине чикетчĕ те кунсерен метропа çÿремелĕх çеç кăларса тыттаратчĕ. Ыттипе мĕн тунă вăл? Халĕ шухăшлатăп та - пĕлместĕп. Апат-çимĕç илнĕ теес - тутлă çитерместчĕ. Пачах пĕçерме пĕлместчĕ вăл. Маринăпа пурăннă чухне ăшаланă çăмартасăр, пельменьсĕр пуçне нимĕн те çисе курманпа пĕрех. Хăй вара шутсăр илемлĕ тăхăнатчĕ. Чăннипе, хитри-мĕнне пĕлсех каймастăп. Тĕрĕсрех каласан, модăран пĕр утăм та юлмастчĕ. Купарчи, чĕркуççи тĕлĕнчи шăтăк шăлаварĕсем тарăхтаратчĕç пулин те нимĕн те каламастăм. Малтанлăха. Кайран, Мускав пурнăçне кăштах хăнăхсан, хирĕç чĕнме пуçларăм. Мĕн тетĕр? Аллине тÿрех çатма ярса илетчĕ. Унăн аври пĕрре мар лекрĕ. Пĕррехинче, газ плити умĕнче чакаланаканскер, чĕрĕ çăмартапа çамкаран ячĕ. Çук, ухмах, пурпĕрех тухса каймарăм вĕт. Каçхине, вырăн çине выртсан, кăмăлăма çавăрать те йăлтах манатăп. Малалла вулас...

АНТОН

/Районне палăртман/.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.