"Хорло" фильма проката кăларасшăн

Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль вĕçленчĕ. Япăх мар иртрĕ вăл. Фильмсене халăх хапăлласах курчĕ. Пахалăхĕпе начар мар, сюжечĕсем - интереслĕ. Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ Марат Никитинăн «Хорло» фильмĕ кăçал сахал йышлă халăхсен фильмĕсен конкурсне хутшăннине палăртма уйрăмах кăмăллă. «Çамрăксен хаçачĕн» тусĕсемшĕн ку ят - çĕнĕлĕх мар. Марат Никитин унччен кĕске метражлă фильмсем ÿкернине, «Никита» ятлине çынсем уйрăмах килĕштернине темиçе çул каяллах çырса пĕлтернĕччĕ. Мускавра пурăнакан пирĕн ентеш пĕлтĕр Чăваш Енре тулли метражлă кинофильм ÿкерни пирки те çырса кăтартнăччĕ. Ун чухне фильмри пĕр кадра ÿкерес ĕç мĕн тери йывăр та кăткăс пулнине хам куçпа курса ĕненнĕччĕ. Фильма ÿкермешкĕн вара миçе кадр кирлĕ? Çамка тăрăх самай тар юхтармалла.

Кăçалхи кинофестивале Марат Никитинăн «Хорло» фильмĕ те хутшăннине пĕлсен мĕн тери савăннине калама та кирлĕ мар ĕнтĕ. Çав вăхăтрах - тĕлĕнмелле те. Пĕлтĕрхи кĕркунне кăна Красноармейски тăрăхĕнчи Вăрманкас Алманч ялĕнче ÿкерÿ пынине сăнанăччĕ - халĕ ав фильм конкурсра тупăшма та хатĕр. Жюри ăна асăрхамасăр хăварман. «Хорло» фильмра тĕп сăнара вылянă Рузалия Зайнуллинăна хальхи хĕрарăм философилле шухăшланине кăтартса панăшăн жюри ятарлă дипломпа чысланă. Марат Никитина вара «Чи лайăх режиссура» номинацире ырăпа палăртнă. Малалла вулас...

Ирина АЛЕКСЕЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.