“Çамрăксем çĕнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртни савăнтарать”

28 Мая, 2015

"Кризис килет те каять, пурнăç малаллах тăсăлать", - теççĕ пулин те хăйсен ĕçне пуçарса усламçă пулса тăнисем çакнашкал йывăр тапхăрсенче нушине самай кураççĕ. Тĕрĕссипе, предприниматель ĕçне кÿлĕнме пурне те пÿрмен, пуçăнсан та аталанма çăмăл мар. Мĕн пытармалли: кирлĕ документсене пуçтарма - чăтăмлăх, вырăнти влаçпа пĕр чĕлхе тупма пысăк ăсталăх кирлĕ. Паянхи усламçăсене, уйрăмах - çак ĕçе тин çеç кÿлĕннисене, мĕн пăшăрхантарать? Еплерех ыйтусене уçăмлатма тивет çамрăк пайтаçăсен? Çак тата ытти ыйту тавра Раççейри предпринимательлĕх кунĕ умĕн /ăна çулленех май уйăхĕн 26-мĕшĕнче паллă тăваççĕ/ Чăваш Республикинчи усламçăсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйпа Владимир ИВАНОВПА калаçрăмăр.

- Владимир Николаевич, тÿрех палăртар-ха: çамрăк пайтаçăсен йышне кама кĕртмелле?

- Саккунпа килĕшÿллĕн, 18-30 çулсенчи граждансем çамрăксем шутланаççĕ. Апла майпа пăхсан, çак ÿсĕмре предприниматель ĕçне пуçăннисем - çамрăк усламçăсем. Анчах пайтаçăсем урăхла шутлама сĕнеççĕ. Вĕсен шухăшĕпе, çамрăк предпринимательсен шутне çак ĕçе тин çеç явăçнисене кĕртмелле. Кунпа килĕшмесĕр тăраймăн. Халĕ усламçă пек регистрациленнисене патшалăх çăмăллăхсемпе тивĕçтерет. Сăмахран, ăслăлăхпа вĕренÿ тытăмĕсенче харпăр предприяти уçнисем икĕ çул нимĕнле налук та тÿлемеççĕ.

- Чăваш Енре хăйсен ĕçне пуçăннисен хисепĕ пысăк-и? Çак йышра яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç нумай-и?

- Халĕ республикăра 32 пин те 460 предприниматель тата 19 пин те 495 организаци ĕçлет. Çамрăк усламçăсене уйрăммăн шутламаççĕ, çавăнпа, шел те, кун йышши статистика çук. Пĕлтĕр, унчченхи çулпа танлаштарсан, усламçăсен те, юридици сăпачĕсен те шучĕ ÿснине палăртма кăмăллă.

- Яшсемпе хĕрсем техникум-колледжран, институт-университетран вĕренсе тухнă хыççăн харпăр хăй ĕçне хаваспах кÿлĕнеççĕ-и? Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.