Архив - Фев 2015

февраль 5th

5 Фев, 2015

Патăрьелĕнче Литература тата К.В. Иванов çулталăкĕ уçăлчĕ

Нумай пулмасть Патăрьел районĕнчи Патăрьелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пĕрремĕш вăтам шкулта литература тата К.В.Иванов çулталăкне халалланă «Тĕрлĕ халăх культури çыхăнăвĕсене аталантарассине тĕпе хурса ĕçлесси» семинар иртрĕ.

5 Фев, 2015

Пĕчĕк çынсене илместпĕр!

Шкулта лайăх вĕреннине кура Канашри педагогика училищине заявлени кайса панă Вăрмар районĕнчи Çитмĕшри Дмитрий Егорович Егоров. Документ йышăнакансем унăн çуралнă çинчен ĕнентерекен хутне уçса пăхнă та:

- Ачам, кунта вунпиллĕк тултарнисене çеç вĕренме илеççĕ, - тенĕ кĕскен хайхискерсем.

5 Фев, 2015

Пире вăрçă кирлĕ мар!

Шкултан таврăннă хыççăн Настя канмалла тесе диван çине вырнаçрĕ.

- Юнтапаран Кивкаса утмалăх пур. Ывăннине ирттерме вăрçă çинчен çырнă кĕнекене пилĕк-ултă страница вуласа тухам-ха, - тесе сумкине уçрĕ.

5 Фев, 2015

Ĕмĕт тÿпине йыхравлакан «Çĕрлехи çутăсем»

Поэзин асамлă чĕлхи яланах тыткăнланă мана. Этеме хупăрласа илнĕ туйăмсене хут çине куçарма, сăнарлă та илемлĕ çырма пултаракан сăвăçсем вара сăмах ăрăмçисемех. Кĕске кăна çаврара мĕн тери шухăш тарăнлăхĕ пытарăнать. Ăна куçпа кураймăн, чунпа çеç сисейĕн.

5 Фев, 2015

Вилĕмсĕр юрату гимнĕ, е пурнăçра нимĕн те ăнсăртран пулмасть...

«Хăш-пĕр кĕнекене «астивсе» çеç пăхмалла. Теприсене çăтса ярсан аванрах. Тĕрлĕ ыйту тавра шухăшламалăх «çимĕç» параканнисем вара - чи пахисем», - тенĕ Анатоль Франс. Шăпах юлашкисен шутне кĕрет те нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă Елен Нарпин «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» кĕнеки.

5 Фев, 2015

"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 4 /801/ №, 5.02.2015

Алăк, хапха юсар-ха. Енчен те килте алăксем кăшт çил вĕрнипех уçăлса каяççĕ-тĕк çакă çулленхи юсав ĕçĕсенче алăксене тимлĕх уйăрмалли çинчен калать.

ШУПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ /февралĕн 4-мĕшĕ тĕлне/

Утарçăсене пулăшма. Килти условисенче вĕлле хурчĕн ăвăсне шăратса карас /вощина/ хатĕрлемелли прибор тума май пур-ши? Май çук пулсан карас листине ăçтан туянма пулать?

Социаллă стипендие кам тивĕçет? Социаллă стипендие хăш студент илме пултарать?

5 Фев, 2015

Алăк, хапха юсар-ха

Енчен те килте алăксем кăшт çил вĕрнипех уçăлса каяççĕ-тĕк çакă çулленхи юсав ĕçĕсенче алăксене тимлĕх уйăрмалли çинчен калать.

Алăк сулли çине çапнă сăран татки, алăк хăлăпĕнчен туртса çыхнă пусма алăкри кăлтăксене пĕтермест-çке. Тĕрĕссипе вара алăка юсасси пит кăткăсах та мар.

Алăк чĕриклетнине тăпсасене машина çăвĕпе сĕрсе ирттерме пулать. Алăка урайĕнчен пуртă çивчипе е мĕнле те пулин савăл пек япала чиксе çĕклĕр. Тăпса кăшт çĕкленсен хушăкран машина çăвне тумлатăр, алăка темиçе хут уçса хупăр.

5 Фев, 2015

ШУПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ /февралĕн 4-мĕшĕ тĕлне/

ПАХЧА ÇИМĔÇ
Килограмм тенкĕ
Çĕрулми 28-30
Купăста 35
Сухан 37
Кишĕр 40
Ыхра 140-150
Хăяр 60-70
Хĕрлĕ кăшман 35
Помидор 70-130
Пылак пăрăç 80-140
Тăварланă хăяр 80-100
Йÿçĕтнĕ купăста 80-100
 
УЛМА-ÇЫРЛА
Панулми 45-80
Иçĕм çырли 80-110
Апельсин 60-80
Лимон 70-100
Банан 50-60
Шур çырли 250
Кĕтмел çырли 200

5 Фев, 2015

Утарçăсене пулăшма

Килти условисенче вĕлле хурчĕн ăвăсне шăратса карас /вощина/ хатĕрлемелли прибор тума май пур-ши? Май çук пулсан карас листине ăçтан туянма пулать?

Римма КУДРЯВЦЕВА.

Канаш районĕ.

Килте ăвăс шăратса карас хучĕ тăвасси пит ансат ĕçех мар. Пыл хурчĕ усракансем хăйсем те вĕлле хурчĕсем пекех тăрăшуллă пулнине шута илсен килте карас туни лавккара туяннинчен тасарах тата шанчăклăрах.

5 Фев, 2015

Социаллă стипендие кам тивĕçет?

Социаллă стипендие хăш студент илме пултарать? Çак пулăшăва тăлăх студентсем, пĕрремĕш тата иккĕмĕш группа инвалид студентсем, ачаранпах инвалидсем, радиаци зонинче пурăннă е радиацие витĕмне тĕрлĕ сăлтавпа лекнĕ студентсем. Çавăн пекех 2015 çулта социаллă стипендие МВДра, хăш-пĕр çарсенче контрактпа службăра 3 çултан кая мар тăнă студентсем тивĕçеççĕ.

Стипендие илес тесен студентăн тÿлеве илме право паракан документсем пулмалла. Çавна валли социаллă хÿтлĕх пайĕнче асăннă тÿлеве тивĕçли çинчен ятарлă справка илмелле. Справка пĕр çул хушши вăйра тăрать. Ăна çулсеренех çĕнетмелле.

Страницы