Комментировать

5 Фев, 2015

Утарçăсене пулăшма

Килти условисенче вĕлле хурчĕн ăвăсне шăратса карас /вощина/ хатĕрлемелли прибор тума май пур-ши? Май çук пулсан карас листине ăçтан туянма пулать?

Римма КУДРЯВЦЕВА.

Канаш районĕ.

Килте ăвăс шăратса карас хучĕ тăвасси пит ансат ĕçех мар. Пыл хурчĕ усракансем хăйсем те вĕлле хурчĕсем пекех тăрăшуллă пулнине шута илсен килте карас туни лавккара туяннинчен тасарах тата шанчăклăрах.

Карас тăвас ĕç икĕ тапхăртан тăрать - ăвăса шăратса тасатасси тата карас листи хатĕрлесси. Ăвăса икĕ мелпе шăратса тасатма пулать. Ăвăс чăмăрккине шăла пирпе пушшăн чĕркесе шыв тултарнă савăта хумалла, вăйсăр çулăм çинче 65 градуса çити вĕрилентермелле те çулăм çинчен илсе сивĕтмелле.

Ăвăса шыв мунчинче ирĕлтерсен те аван. Çакна валли икĕ савăт кирлĕ. Пĕри пысăкрах, тепри - ун ăшне ирĕклĕ вырнаçмалăх. Пысăк савăта шыв ярса газ плити çине лартмалла, шыв вĕриленсен унта ăвăс тураса хунă савăта лартăр, вăл ирĕлнĕçемĕн пăтраткаласа илмелле, ирĕлсе пĕтсен савăта шывран кăлармалла та ăшă утиялпа чĕркесе лартмалла, ăвăсри çÿп-çап аяла анса хытĕ.

Пулнă ăвăс плиткисен айĕнчи çÿп-çапа хырса илмелле, вара карас хатĕрлеме пуçлатпăр.

Валике тата формăна шăранчăк ăвăс ан çыпçăнтăр тесен вĕсене килте хатĕрленĕ мастикăпа сĕрмелле. /Мастика тăвасси. Пĕр хуçалăх супăньне ирĕлтермелле, çур пачка ытларах апат соди хушмалла - çăралăхĕ хăйма пек пулать/.

Ăвăс ямалли форма вырăнне газ плитин противнĕ юрăхлă. Унта шăратнă ăвăс ямалла, карас куçĕллĕ валикпа йĕрлемелле. Карас листисен хулăнăшĕ 3,5-4 миллиметр пулсан аван. Листасене йĕрленĕ хыççăн вĕсене сивĕниччен формăсенче тытмалла, унтан карас хапипе - 410х260 мм - касмалла, мастикăран çуса тасатмалла, типĕтмелле.

Тасатнă, лайăх типĕтнĕ листасене купаласа упрама юрать. Управ температури 10-14 градус ăшă пулмалла.

Карас листисене хулăнрах туни рамка çинче çирĕп тытăнса тăма май парать, пыл юхтарнă чухне те çирĕп карассем çурăлмаççĕ.

Килте хатĕрленĕ паха карассемпе усă курсассăн утарта вĕлле хурчĕ ерекен чирсемпе аптрасси чакать. Карассене пĕчĕк ĕçченсем йĕркипе пылпа тултараççĕ. Ама хурт карассене тикĕссĕн çăмарта хурать.

Утар валли оборудовани Шупашкарти лавккасенче туянма пулать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.