Архив - 16 Дек, 2015

16 Дек, 2015

"Сывлăх", 49 /865/ №, 16.12. 2015

16 Дек, 2015

Медицина аптекине халăх йышлă çÿрет

Вăрмар райповĕн поселокра вырнаçнă медицина аптекине халăх йышлă çÿрет. Районти ялсенчен те, Тутар Республикинчи ялсенчен те килеççĕ.

16 Дек, 2015

ĔНЕ ЫРРИ ВĂЙ КĔРТЕТ

Ĕне пăруланă хыççăн виçĕ-пилĕк кун сунă чухне сарă тĕслĕ çăра сĕт тухать. Вăл - ĕне ырри /молозиво/. Унра сиенлĕ бактерисемпе вируссене хирĕç тăракан антитела нумай. Шăпах çавна пула ĕнтĕ пăру организмĕнче пассивлă иммунитет йĕркеленет.

Сăмах май, ĕне ырри этем организмне те çакăн пек витĕм кÿрет. Унсăр пуçне паха çак çимĕçре усăллă ытти элемент та темĕн чухлех. Вĕсем тĕртĕмсене çĕнелме, тутлăхлă япаласене лайăхрах йышăнма, иммунитета çирĕплетме витĕм кÿреççĕ.

16 Дек, 2015

ВĔРĔЛСЕН ĂШĂТМАЛЛА МАР!

Радикулит вĕрĕлсен малтанхи темиçе кун çурăма канлĕхре тытмалла, тесе асăрхаттараççĕ тухтăрсем. Уйрăмах çакна асра тытмалла: ăшăтма юрамасть! Грелка, утюг, вĕри кирпĕч хуни ыратнине вăйлатать кăна.

Çивĕч тапхăрта ыратнине ирттерекен хатĕрсемпе, сăтăрмалли шĕвексемпе, маçсемпе, ваннăпа сипленмелле. Аптека препарачĕсемпе тата халăх мелĕсемпе усă курма пулать.

Сăтăрма

16 Дек, 2015

ХУРА ПИЛЕШ - ПАХЧАРИ ЧЕМПИОН

Хура пилешре аскорбин йÿçекĕ мандаринпа хĕрлĕ хурлăханра пурринчен те ытларах. Çавăнпа ăна пахчари чемпион теççĕ.

Аронире /тепĕр ячĕ çапла/ унсăр пуçне йод, В1, В2, Е, РР витаминсем, фоли йÿçекĕ, марганец, пăхăр нумай. Вăл юн тымарĕсене çирĕплетет, склероза хирĕçле, ват шĕвекĕ, шăк тухма витĕм кÿрет, юн пусăмне чакарать. Çавăн пекех хура пилеш - паха иммуностимулятор.

Сиплĕх тĕллевĕпе чĕрĕ çырлине кунне 100-200 грамм çиме сĕнеççĕ.

Витамин сиропĕ

16 Дек, 2015

ÇУТÇАНТАЛĂК ЭНЕРГЕТИКĔСЕМ

Организма энергипе тивĕçтерме витаминлă фитококтейльсем ĕçмелле. Вĕсене пурне те çак рецептпа хатĕрлеççĕ. Тин вĕренĕ 1 стакан шыва 1 апат кашăкĕ курăксен пуххи ямалла, шыв мунчине лартса 20 минут пиçĕхтермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла.

1-мĕш рецепт. Шăлан çырлине, пылак тымара /корень солодки/, аралие, шур тăрăллă хыт курăка /тысячелистник/ тата эхинацейăна пĕр виçепе илсе хутăштармалла. Курăксен пуххинчен çÿлте асăннă меслетпе хатĕрленĕ шĕвеке кунне 2-3 хут апатсен хушшинче çуршар стакан ĕçмелле.