Архив - 10 Дек, 2015

10 Дек, 2015

Амур

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ялĕнче 1950 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă Любовь Васильевна Мартьянова çыравçа эпир мĕн ачаран пĕлсе çитĕнетпĕр. Унăн сăввисемпе калавĕсене вăтам тата аслă шкулсен учебникĕсемпе программисене кĕртнĕ. Любовь Мартьяновăн пĕрремĕш сăввисем иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен вĕçĕнче респуб- лика хаçат-журналĕсенче пуçласа пичетленнĕ. Пулас поэтесса Октябрьски вăтам шкулĕнче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ.

10 Дек, 2015

Дивана хамaрах юсатпaр

Диван пичĕ кивелни ăна кăларса пăрахмалли сăлтав мар - çĕнетмелли сăлтав. Çĕнĕ пусмапа сăрса дивана çĕнетсе илемлетме пулать. Çĕнĕ пусма сăрнă чухне унăн формине те кăштах улăштарма май пур.

Çак ĕçе тума специалистсене тытсан самаях тăкакланма тивет. Тĕрĕссипе вара, хăш-пĕр вăрттăнлăхсене пĕлсен, кивĕ дивана çĕнетесси пит кăткăсах та мар.

10 Дек, 2015

Шупка хĕрлĕ, кĕрен помидорсем çинчен

Иртнĕ номерте вулаканăн ыйтăвне хуравласа «черри» помидорсем çинчен çырса кăларнăччĕ. Ку номерте ыйтăвăн иккĕмĕш пайне хуравласа шупка хĕрлĕ, кĕрен помидорсем çинчен сăмах тапратăпăр.

10 Дек, 2015

Пусă çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелемелле

Тепĕр чухне «пĕчĕк лаптăкра пусă çаврăнăшĕ пирки калаçни пуш сăмах çеç. Йăрансем пурпĕрех хутăш, унта пусă çаврăнăшне йĕркелесе тăраймăн» тенине илтме пулать.

Страницы