Пусă çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелемелле
Тепĕр чухне «пĕчĕк лаптăкра пусă çаврăнăшĕ пирки калаçни пуш сăмах çеç. Йăрансем пурпĕрех хутăш, унта пусă çаврăнăшне йĕркелесе тăраймăн» тенине илтме пулать.
Çакна каламалла - йăрансене пĕлсе йĕркелесси пĕчĕк пахчашăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене шăпах пусă çаврăнăшне тĕпе хурса йĕркелемелле, пĕр-пĕрне пулăшакан ÿсен-тăрана кÿршĕлентермелле, черетлентермелле.
Черетлентерÿ ним çукран сиксе тухман. Кашни ÿсен-тăранăн уйрăмлăхне тĕпе хурса мĕнле чир-чĕрпе аптăранине, мĕнле хурт-кăпшанкă тапăннине, тăпра хăйнеевĕрлĕхне палăртса йĕркеленĕ ăна. Йăран черетленĕвĕ пахчари тăпра пулăхлăхне кирлĕ пек шайра тытма, ÿсен-тăрана кирлĕ пулăхлăха тĕрĕс шайлаштарма май парать.
Черетлентерес ĕçе мĕнрен пуçламалла-ха?
Ĕçе пахча планне тунинчен тытăнмалла. Унта кил-çуртри хуралтăсене, хĕвел лайăх ÿкекен вырăнсене, çилтен хÿтĕ енсене палăртмалла. План тунă чухне йывăç-тĕм пахчаçимĕç йăранĕсенчен мĕнлерех инçĕшĕнче вырнаçнине, кун каçиччен йывăç-тĕм пахчаçимĕçе хăш вăхăтра сулхăнлатнине шута илмелле.
Ял хуçалăх культурисен пысăк уйрăмлăхĕ - тĕрлĕ культура тăпраран тутлăхлă япаласене тĕрлĕрен туртни. Пахчаçимĕç культурисене тутлăхлă япаласене мĕнлерех туртнине кура 3 пая пайлама пулать:
1. Пулăхлăха вăйлă пĕтерекеннисем: çĕрулми, купăста, кавăн, шпинат, сельдерей, кабачок, спаржа.
2. Тăпрари пулăхлăха вăтам виçепе туртаканнисем: баклажан, хăяр, хĕрен, порей-сухан, кăшман, явăнса ÿсекен фасоль, томат, кишĕр.
3. Тутлăхлă япаласене сахал туртаканнисем: тĕмлĕ фасоль, пăрçа, салат, редис, сухан, техĕмлĕх курăкĕсем.
Пусă çаврăнăшне йĕркелемешкĕн усă курмалли çĕр лаптăкне 3 е 4 пая пайламалла. Ака çаврăнăшĕн йĕркипе «нумай çиекен» пахчаçимĕçсене чи пулăхлă вырăнсене лартмалла. Малтан тăпрана кирлĕ удобренипе пулăхлатмалла. Кĕл, хăйăр тăпра тытăмне лайăхлатма кирлĕ. Пахчаçимĕçе туса илнĕ хыççăн сидерат культурăсем акни аван. Вĕсем тăпрана тислĕк сапнă пекех пулăхлатаççĕ.
Пахчан иккĕмĕш пайне сухан, редис, помидор, пăрăç, ешĕл çимĕç ÿстерме палăртмалла. Унтан - 3 пай. Ăна кишĕр, çарăк, петрушка, кăшман валли уйăрмалла. Кусем тăпрана тиркеменнисем. Тăпра тăмлă пулсан чавнă е сухаланă чухне хăйăр сапса хăвармалла. 4 пайĕ - çĕрулми лаптăкĕ. Ăна лартнă чухне кашни çĕрулми тĕпнех кĕл, лайăх çĕрнĕ тислĕк сапса пымалла. Тепĕр çулхине пĕрремĕш лаптăкри пахчаçимĕçе тăваттăмĕшне акатпăр-лартатпăр. Иккĕмĕш лаптăкри ÿсен-тăрана - пĕрремĕшне, виççĕмĕшĕнчине - иккĕмĕшне. Çапла вара пусă çаврăнăшĕ 3-4 çулта çаврăнса çитет.
Хăш-пĕр культура тăпрана азотпа пуянлатнине палăртмалла. Тĕслĕхрен, клевер тăпрана пăрçапа танлаштарсан 2,5 хут, люцерна 5 хут вăйлăрах пуянлатать. Нумай çул ÿсекен ешĕл çимĕç - эстрагон, ревень, щавель, спаржа, нумай çул ÿсекен сухан - пирки те манмалла мар. Вĕсем ытларахăшĕ - сулхăна юратакансем, йывăç е хуралтă мĕлки ÿкекен вырăна акма юрать. Нумай çул ÿсекен курăк-тĕмсен те пĕр тĕлте чылай ÿснĕ майăн тухăçĕ пĕчĕкленет - вĕсене урăх вырăна куçарса лартмалла. Малтанхи вырăна 3-4 çултан тавăрма юрать. Çав вăхăтра тăпра «канать».
Пусă çаврăнăшне йĕркеленĕ чухне вĕсем тăпраран тутлăхлă япаласене мĕнлерех илсе тăнине çеç мар, пĕр йышши культурăсем юнашар е пĕр-пĕрин хыççăн пулассине те асра тытмалла. Пĕр йышшисем, тĕслĕхрен çĕрулмипе помидор - иккĕшĕ те фитофторозпа сиенленеççĕ. Вĕсене пĕр-пĕрин хыççăн лартма юрамасть.
Суханпа кишĕр вара пĕр-пĕринпе килĕштереççĕ. Иккĕшĕ те вĕтĕ тымар шăнипе сиенленеççĕ пулин те хирĕçле витĕм: сухан шăни кишĕр шăршинчен хăрать, кишĕр шăни - суханран. Суханпа кишĕре пĕр йăрана йĕркесене черетлентерсе акни иккĕшне те меллĕ. Çурла уйăхĕ тĕлне сухана пуçтарса илеççĕ, кишĕрĕн ÿсмелли тапхăрĕ вара малта-ха, вăл ирĕкленет.
Хутăш йăрансем тăпрана «ывăнасран» упраççĕ. Кун пек чухне сиенлĕ хурт-кăпшанкă тĕрлĕ шăршăна пула хăйне кирлине тупаймасть. Хутăш йăрансене пĕлсе йĕркелесен вĕсем пĕр-пĕрне тĕреклĕх кÿреççĕ, пулăшаççĕ. Йăрансен хушшинчи чечек йĕркисем те пахчана «çутă» сăн кĕртеççĕ. Кун пек пахчара çимĕç те савăнтарать, куç илемĕ те кăмăла тултарать.
Комментировать