Вулакан юратăвне туйни çунат хушать

10 Раштав, 2015

Раштавăн 3-мĕшĕнче «Çамрăксен хаçачĕн» уявĕ иртрĕ. Çак куна пирĕнпе пĕрлех хисеплĕ вулаканăмăрсем те кĕтрĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ мероприятиччен пĕр эрне маларахах Шупашкарти Пукане театрне пырса: «Хаçат уявĕ паян марччĕ-и?» - тесе ыйтакан нумай пулнă.

Чĕннĕ хăна килни паха

Иртнĕ кĕçнерникун каçхи ултă сехет çитичченех фойере халăх пухăнма тытăнчĕ. Маларах килнисем «Çамрăксен хаçачĕпе» туслашма васкарĕç. Шăпах вунă кунлăх пынă май пирĕн хаçата тата «Хыпар» Издательство çурчĕн ытти кăларăмне 2016 çулăн пĕрремĕш çурринче илсе тăмашкăн йÿнĕрех хакпа çырăнма май пулчĕ. Уяври акци «Çамрăксен хаçатне» çырăн та - мультиварка выляса ил!» девизпа иртрĕ. Çавăнпа пĕр каçлăха почтальон тивĕçне пурнăçланă Ирина Алексеева корреспондента çынсем сырса илчĕç, хаçат çырăнса лотерея вылявне хутшăнма хатĕрленчĕç. Пирĕн кăларăмпа уявчченех туслашма ĕлкĕрнисем те лотерейăра ăраскала тĕрĕслесшĕн çунчĕç, тăван-пĕтенĕ валли хаçат çырăнчĕç. Билет вылямасан та кÿренмелле мар - чăваш эстрада юрăçисен дискĕ кашнинех тивĕçрĕ.

Халăх йышлансах пычĕ. Кунтах «Çамрăксен хаçатĕнче» маларах вăй хунă ĕçтешĕмĕрсем: Надежда Яковлева, Любовь Чугунова, Елена Козырева, Людмила Александрова, Татьяна Михайлова... «Хыпар» çемйинчи калем ăстисем, паллă çыравçăсемпе режиссерсем, юрăçсемпе артистсем, сумлăран та сумлă хăнасем тата, паллах, эсир, тăванран та хаклă, хисеплĕ вулаканăмăрсем, пирĕн савăнăçа пĕрле пайлама килсе çитни калама çук хăпартлантарчĕ. Сирĕнсĕр уяв та уяв пек пулмĕччĕ. Хăвăрах пĕлетĕр: чĕннĕ хăна килмесен кил хуçин чунĕ хурланать.

«Тĕнчере çук вăйлă, чаплă...»

Уяв пуçланиччен Шупашкар районĕнчи Хурăнлăх ялĕнчен килнĕ Рената Матьковăпа Галина Филипповăпа калаçма тÿр килчĕ, вĕсем иккĕшĕ те уявра хаçат çырăнчĕç. «Икĕ çул каялла пирĕн яла Ирина Алексеева корреспондент килсе кайнăччĕ, йăла-йĕрке çинчен питĕ лайăх материал çырса кăларнăччĕ. Çавăнтанпа хаçата пушшех килĕштерме тытăнтăм», - пытармарĕ Рената Степановна. «Тивĕçлĕ канура пулин те эпĕ «Çамрăксен хаçатне» юратса вулатăп. Мана унти статьясем пурте-пурте килĕшеççĕ. Строитель пулнă май хаçата ĕçе те илсе каятăп, бригадипех шĕкĕлчеççĕ вара», - терĕ Галина Панфиловна.

«Тĕнчере çук вăйлă, чаплă хаçат. Эпир ăна нумай çул çырăнатпăр. Упăшка пушă вăхăт тупăнсанах алла «Çамрăксен хаçатне» тытать, сканворд тупсăмĕсене шырать», - палăртрĕ Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальтен килнĕ Галина Волкова. Сăмах май, Патăрьелсем залра йышлăччĕ. Ентешне, Ирина Кошкина корреспондента, хисеплесе ГАЗель тытсах килнĕ вĕсем. Çапла çав, анатри чăвашсем, туслă пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕр. Муркаш районĕнчен те, Дмитрий Моисеев çуралнă тăрăхран, пысăк делегаци килчĕ. Пĕчĕк коллективăмăрти кашни ĕçтешĕмĕрĕнех амăшĕсем уява килме хапăл туни калама çук çунатлантарчĕ.

Хăнасен кăмăлне сапăрлатма фойене Шупашкарти «Шуçăм» фольклор ансамблĕн ÿертÿçи - Диана СусаринаŸ артисчĕсем тухрĕç. Купăс каланă, параппан çапнă май илемлĕ юрăсем шăрансан уяв сĕмĕ татах та вăйланчĕ. Курма килнĕ пĕчĕк икĕ чиперук чăтса тăраймарĕ - ташша яра пачĕ!

Пурте юбилей кĕрекинче, хăтлă та илемлĕ залра, вырăн йышăннă хыççăн «Çамрăксен хаçачĕн» гимнĕ янăраса кайрĕ: сăмахĕсем - Альбина Юратун, «Асамат» ушкăнпа пĕрле ăна Людмила Кинер ÿкĕввине вăл хывнăŸ юрларĕç. Сцена çине уява ертсе пыракансем тухрĕç: Чăваш наци радиовĕнчи ĕçтешĕмĕрсем Ирина Лампасовăпа Валентина Белова, Иван Архипов юрăç тата пирĕн редактор Дмитрий Моисеев. Вĕсем хаçат историйĕпе кĕскен паллаштарчĕç.

Наградăсем

Халĕ, информаци технологийĕсем сарăлса пынă, Интернет вăй илсе кайнă тата Раççей почти хаксене хăпартса янă саманара, пичет кăларăмĕсене вулакансен йышне сыхласа хăварма пĕртте çăмăл мар. Çапах эсир пире суйланипе юлашки тăватă çулта тиража ÿстерме май килчĕ. Паян «Çамрăксен хаçачĕ» республикăри тата унăн тулашĕнчи 8500 ытла чăваш килне пырса тăрать. Çемьере вăтамран 5 çын пурăнсан ăна 42 пин çынран кая мар куллен вуласа тишкерет. Хаçатра вăй хуракан журналистсем те çулсеренех пысăк çитĕнÿ тăваççĕ, тĕрлĕ конкурсра мала тухаççĕ. Хаçат Раççей шайĕнче те палăрчĕ - 2015 çулăн иккĕмĕш çурри валли çырăнакансен йышне ÿстернĕ 10 кăларăм шутне кĕчĕ. Çак сăмахсене ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин информаципе аналитика пайĕн ертÿçи Евгения Кудряшова та çирĕплетрĕ. Александр Иванов министрăн саламĕпе паллаштарнă май яшсемпе хĕрсен кăларăмĕ чăваш чĕлхипе культурине сарас ĕçре пысăк тÿпе хывнине, хаçата республика тулашĕнче - Тутарстанра, Пушкăртстанра, Крымра, Севастопольте, Мускавра, Томскра, Сочире тата ытти тăрăхра - çырăннине палăртрĕ. Евгения Васильевна ведомствăн Хисеп хучĕпе Дмитрий Моисеев редактора, министрăн Тав хучĕпе Алина Изман корреспондента, Елена Лукина корректора чысларĕ. Коллективри пĕр ĕçтеш те наградăсăр юлмарĕ: Ирина Алексеева корреспондент - Шупашкар хула пуçлăхĕн, Ирина Кошкина «Хыпар» Издательство çурчĕн Тав хучĕсене тивĕçрĕç.

Интервью - кухньăра

Салам хыççăн салам вĕçрĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн тивĕ­çĕсене пурнăçлакан Михаил Арланов уява килнисене малашне те хаçатпа туслă пулса чунпа яланах çамрăк юлма сунчĕ. «Паян зал лăк тулли пулни хăех çак кăларăма халăх юратнине çирĕплетет», - терĕ вăл. «Çамрăксен хаçачĕн» пĕрремĕш редакторĕ Геннадий Максимов хаçат мĕнлерех лару-тăрура кун çути курнине аса илчĕ, малашне те ăнтăлса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

Сумлă кашни хăнан ăшă сăмахĕ хыççăн зала юрă саламĕ вĕçрĕ, куракансене кичемленме памарĕ. Уяв кĕрекине пуянлатма чăваш эстрада артисчĕсен пысăк ушкăнĕ килсе çитрĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ пирĕн авторăн Альбина Юратун «Чуна уçса калаçар» рубрика хăни пулма ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ: Ольга Прокопьева, Полина Борисова, Алина Савельева, Олеся Никитина, Алена Сергеева, Аня Элпике, Аня Ефремова, Андрей Кузнецов, Диана, Петр Ермолаев, Андрей Шадриков, Александр Арсентьев, Татьяна Ильина-Зайцева тата ыттисем те. «Интервьюсене эпĕ хамăн ĕç пÿлĕмĕнче - килти кухньăра - илетĕп», - вăрттăнлăхне уçрĕ Альбина Васильевна сăмах илнĕ май. Вăл «Чăваш эс килнĕ çĕр çине» сăвва вуланă хыççăн зал тăвăллăн алă çупрĕ. Нарспипе Сетнер /Алина Кудрявцевăпа Константин Живулин/ «Нарспи» мюзикл юрă сыпăкĕпе чуна хускатрĕç. Европăри тĕрлĕ çĕршыври фестивальсене хутшăннă «Эмоция» ташă ушкăнĕн пултарулăхне те халăх кăмăлласа йышăнчĕ.

Пушкăртпа чăваш - çывăх юлташ

«Çамрăксен хаçачĕ» 20 çул каялла «Хыпар» Издательство çуртне чылай çул ертсе пынă Алексей Леонтьев çине тăнипе нумай вăхăт тухман хыççăн чĕрĕлсе тăнă. Вăл та - сумлă хăнасен йышĕнче. «Паянхи уявра тап-таса чăваш чĕлхи янăрать. Районсенчен ушкăнсем килсе çитни хаçат вулаканĕсен йышĕ пысăккине çирĕплетет», - терĕ Алексей Петрович хаçат историне аса илнĕ май. Парне вырăнне виçĕ экземпляр хаçат çырăнса пама шантарчĕ.

Айгиз Баймухаметовăн номертен номере пичетленекен «Ан хăвар, анне» повеçне пирĕн вулакансем кăмăлласа йышăнчĕç. Пытармастпăр, йывăр шăпаллă тăлăхсем çинчен çырнă хайлава хамăр та куççульсĕр вулаймастпăр. Пушкăрт Республикин Çамрăксен Патшалăх премийĕн лауреачĕ, çыравçă, журналист Ĕпхÿ хулинчен инçе çула парăнтарса пирĕн юбилее килсе чыс турĕ, нацисен туслăхне çирĕплетрĕ. 27-ри каччă ăслă-тăнлă калаçса, шÿтлесе куракансен кăмăлне тупрĕ. Айгиз Гиззатович Пушкăрт Республикин культура министрĕн Тав хучĕпе Дмитрий Моисеев редактора ÿ«Ан хăвар, анне» повеçе вырăсларан чăвашла вăл куçарнăŸ тата Чăваш халăх поэтне Юрий Сементере чысларĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика уйрăмĕн пуçлăхĕ Анатолий Данилов хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн «Çамрăксен хаçачĕ» чи юратни пулнине палăртрĕ. Аслă шкул ăна халĕ 150 экземпляр çырăнса илет, вăл хăвăрт саланнине кура çитес çур çулта хаçата тата ытларах илсе тăма палăртнă.

Мультиварка - Пăлапуç Пашьеле

Тăхтав вăхăтĕнче Шупашкар районĕнчи Атăльялтан килнĕ Кристина Семеновăпа Нина Матюшкинăн шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлтĕм. «Сирĕн çитĕнÿсемшĕн куççуль тухичченех савăнтăмăр, питĕ кăмăллă каç. Килнĕшĕн пĕртте ÿкĕнместпĕр», - терĕç вĕсем пĕр саслăн.

Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелти Светлана Никитинăпа Ольга Иванова та ÿркенмесĕр ир-ирех рейс автобусĕпе çула тухнă, 7 сехетех Шупашкара çитнĕ. Вĕрентекенсем кун каçиччен хула курма та, шкул ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене татса пама та ĕлкĕрнĕ. Пирĕн юбилей çинчен вĕсем хаçатра вуласа пĕлнĕ.

Акă лотерея вылявĕ те пуçланчĕ. Пулăшма залран 5-ри Даша Антоновăна чĕнсе кăларчĕç. Вăл хăйĕн ĕçне хĕвел пек йăл-йăл çиçсе пурнăçларĕ. Хĕр пĕрчи номерсем туртса кăларнă чухне хаçат çырăннă кашни çыннăн чĕри йăшăл турĕ-тĕр - парнисене пĕчĕк теме çук-çке. Тĕслĕхрен, Шупашкарти «Йăва» ача-пăча кану-центрне шăпăрлансене выляма илсе каймашкăн 2 пин тенкĕлĕх - пĕр сертификат, 1 пин тенкĕлĕххине çиччĕ выляттартăмăр. Шупашкарти Çамрăксен театрне икĕ çынна çулталăк хушшинче пурĕ тăватă спектакль кайса курма май паракан абонемент Атăльялти Лилия Матюшкинăна тивĕçнишĕн залра ăмсанакансем те тупăнчĕç пулĕ. Мĕн тăвăн - телей кашнинех расна. Тĕп парне - мультиварка - малта-ха. Унччен вара раштавăн 24-мĕшĕнче «Неон» каçхи клуба ташă каçне кайма 20 билет выляттартăмăр, харăсах тăватă çынна пама та хĕрхенмерĕмĕр. Элĕк районĕнчи Тури Хурасантан килнĕ 75-ри Надежда Афанасьевăн та икĕ билет вылярĕ. Кинемей дискотекăна хаваспах каяссине пĕлтерчĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи штатра тăман пирĕн автор «Эпĕ «Çамрăксен хаçатне» юрататăп» тесе çырнă, чĕрепе илемлетнĕ футболка вылясан залрах хывăнса пăрахрĕ, парнене тăхăнса та ячĕ. Вăл пирĕн хаçата чăннипех юратнине кам ĕненмĕ халĕ? Çавăн йышши футболкăна унсăр пуçне тата республикăри 6 çын тăхăнса çÿрĕ. Пĕчĕкрех парне те - кĕнеке, хунар, сехет, ялкăшакан чăрăш тата ытти - кăмăла çĕклерĕ. Çапах 357 тенкĕ те 96 пуслăх хаçата çырăнса 3 пин тенке яхăн тăракан мультиваркăна камăн илес килмĕ? Акă вăл, тĕп парне, чи юлашкинчен вылярĕ. Пăлапуç Пашьелти Вероника Бахитовăн телейĕ пуррине пĕлсен Патăрьелсем сĕре хытă савăнса алă çупрĕç - ку япалана хăйсем тивĕçнĕ тейĕн. Вырăс чĕлхи вĕрентекенĕ Вероника Ивановна тахçантанпах мультиварка туянас шухăшпа пурăннине пытармарĕ. «Çамрăксен хаçачĕн» юбилейĕнче ĕмĕт те пурнăçланать иккен!

Уяв Иван Архиповăн «Пар-ха аллуна, тăван» юррипе вĕçленчĕ. Эпир сире, хисеплĕ вулаканăмăрсем, çывăхран та çывăх тăван вырăннех хуратпăр. Пирĕн туслăх нихăçан та ан татăлтăр, яланах пĕрле пулар!

Уяв хыççăн

Юбилей хыççăн редакцие çырусем те килчĕç. Ĕç ветеранĕ Петр Сидоров «Çамрăк коммунист» хаçата 1962 çулта çырăнса илме тытăннине пĕлтернĕ. «Çавăнтанпа, 17 çул каяллах асатте пулсан та, хама вĕри чĕреллĕ çамрăк пек туятăп. Чун апатĕнчен кайран та, «Çамрăксен хаçачĕ» тухма тытăнсан та, сивĕнмерĕм. Пултаруллă журналистсем ĕçлеççĕ кунта», - тенĕ вăл çырăвĕнче.

Комсомольски районĕнчи тепĕр автор, 92 çулти Ревокат Моисеев, пирĕн кăларăм чи юратнă хаçат пулнине хыпарлать. «Çамрăксене воспитани парассинче пысăк тÿпе хывать вăл. Унăн витĕмĕпе ÿснĕ хĕрсемпе каччăсем сывă пурнăç йĕркине тытса пыччăр, кун-çулне телейлĕ, ватлăха туймасăр ирттерччĕр. Çакăншăн вăй-хала шеллемесĕр ĕçлемешкĕн ăнăçу, хавхалану сунатăп», - палăртнă Ревокат Прохорович.

«Хамăн пурнăçра юбилей чылай курнă, вăл шутра, хаçат-журналăнне те, çыравçăсенне те. Анчах сирĕн пеккине, йăлтах виçеллĕ те çыпăçуллине, асăрхаманччĕ. Унта сывлăш пулчĕ, вăл шанчăк çуратрĕ - хаçат малашлăхĕ пуррине ĕнентĕм. Çакнашкал туйăм, ăшă хум евĕр, чуна кÿ-ÿ! кĕчĕ», - уяв хыççăн тепĕр кунхине палăртрĕ Юлия Силэм писатель.

Ырă сăмах темрен паха. Ăна эпир уявра çеç мар, командировкăна кулленех тухса çÿренĕ чухне те сирĕнтен илтетпĕр. Вĕсем пире тата та тăрăшарах ĕçлеме, кăсăклăрах материалсем шăрçалама, вулаканшăн шанчăклă юлташ пулма хистеççĕ. Сирĕн юратăва туйса тăни çунат хушать, халăха кирлĕ ĕç тунине ĕненме май парать.

Алина ИЗМАН.

И.КОШКИНА, Т.МАЙОРОВА, В.КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

http://hypar.ru/cv/camraksen-hacache-90-culhi-yubileyne-palla-tuna-samant

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.