ВĔРĔЛСЕН ĂШĂТМАЛЛА МАР!

16 Дек, 2015

Радикулит вĕрĕлсен малтанхи темиçе кун çурăма канлĕхре тытмалла, тесе асăрхаттараççĕ тухтăрсем. Уйрăмах çакна асра тытмалла: ăшăтма юрамасть! Грелка, утюг, вĕри кирпĕч хуни ыратнине вăйлатать кăна.

Çивĕч тапхăрта ыратнине ирттерекен хатĕрсемпе, сăтăрмалли шĕвексемпе, маçсемпе, ваннăпа сипленмелле. Аптека препарачĕсемпе тата халăх мелĕсемпе усă курма пулать.

Сăтăрма

  • Хĕрен тымарĕ аван пулăшать. Чĕрĕ тымара теркăпа хырмалла, пăчăртаса сĕткенне юхтармалла, шывпа çурмалла хутăштармалла.Пилĕке çак хутăшпа кунне темиçе хут тата каçхине çывăрма выртас умĕн сăтăрмалла.
  • Ыратакан вырăна кунне темиçе хут шурă чăрăш /пихта/ çăвĕпе сăтăрмалла.
  • Çак маç витĕмлĕ: хыр скипидарне /аптекăра су-таççĕ/ вазелинпа çурмалла хутăштармалла. Холодильникре упрамалла.

Маçпа ыратакан пилĕке кунне 3 хут сăтăрмалла.

Ванна

  • Çур стакан типĕ горчица порошокне 1 стакан сивĕ шыва ямалла, пăтратмалла, 36-37 градус ăшă шывлă ваннăна хушмалла. Унта 15 минут выртмалла, унтан душ айĕнче чÿхенмелле. Ăшă витĕнсе выртмалла.
  • 4 литр шыва вĕретмелле, унта хырăн 1 килограмм чĕрĕ çамрăк хунавне вĕтетсе ямалла. 10 минут пĕçермелле те савăта алшăллипе чĕркесе сивĕниччен лартмалла. Сăрăхтармалла, 36-37 градус ăшă шывлă ваннăна хушмалла. Унта 15-20 минут выртмалла.

Сиплев курсĕ икĕ тĕс-лĕхре те - кун сиктерсе пĕрер ванна сывлăх лайăхланичченех.

Ыратни лăплансанах хусканусем тума пуçламалла.

Гимнастика

1. Çурăм çине выртмалла, урасене чĕркуççире хуçлатмалла, вĕсене алăсемпе ярса тытмалла. Сывласа илмелле, 10 çеккунт сывламалла мар, чĕркуççисене çÿлелле тĕкмелле. Сывласа кăлармалла, чĕркуççисене каллех хырăм çывăхнерех туртмалла.

3 хут тумалла.

2. Çурăм çинче выртнă май урасене чĕркуççире хуçлатмалла, сывласа илмелле-сывласа кăлармалла. Сывласа кăларнă чухне хырăма туртса кĕртмелле, хулпуççисемпе çурăма çĕклемелле. Малтанхи пек выртмалла. 5 хут тумалла.

3. Урасене хулпуççисен сарлакăшĕнче тытса тăмалла. Алăсене çÿлелле çĕклемелле, пĕр алă тунине тепринпе тытмалла, кĕлеткене ыратакан енчен тепĕр еннелле /сулахай енче ытларах ыратсан - сылтăмалла/ авмалла, 30 çеккунт çапла тытăнса тăмалла. Унтан - тепĕр еннелле.

3 хут тумалла.

Сиплевпе профилактика гимнастикине кашни кун тумалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.