ĔНЕ ЫРРИ ВĂЙ КĔРТЕТ

16 Дек, 2015

Ĕне пăруланă хыççăн виçĕ-пилĕк кун сунă чухне сарă тĕслĕ çăра сĕт тухать. Вăл - ĕне ырри /молозиво/. Унра сиенлĕ бактерисемпе вируссене хирĕç тăракан антитела нумай. Шăпах çавна пула ĕнтĕ пăру организмĕнче пассивлă иммунитет йĕркеленет.

Сăмах май, ĕне ырри этем организмне те çакăн пек витĕм кÿрет. Унсăр пуçне паха çак çимĕçре усăллă ытти элемент та темĕн чухлех. Вĕсем тĕртĕмсене çĕнелме, тутлăхлă япаласене лайăхрах йышăнма, иммунитета çирĕплетме витĕм кÿреççĕ.

Усăллă витаминсемпе микроэлементсем нумаййипе пĕрлех ĕне ырринче çĕнĕ клеткăсем тума питĕ кирлĕ вунсакăр аминойÿçек пуррине тупса палăртнă.

Ĕне ырри этем организмĕн пĕтĕм тытăмне ырă витĕм кÿрет: пуç мимин клеткисене çĕнетет, ир ватăласран хÿтĕлет, апат ирĕлтерекен тытăм ĕçне йĕркене кĕртет, пыршăлăх флорине пуянлатать, шлаксемпе наркăмăшсене кăларать, организма çутçанталăкра урăх ниçта та тĕл пулма çук витаминсен тĕлĕнмелле паха комплексĕпе тивĕçтерет.

Ăна иммунитет чаксан, çавна пула тĕрлĕ инфекци чирĕпе тата вăрах чирсемпе аптрасан ĕçеççĕ. Çав шутра - сывлав çулĕсен чирĕсем /кунта астма та кĕрет/, вар-хырăм çулĕсен чирĕсем /язва, гастрит, колит/. Вăл хытă ывăнсан та, нервсем пăсăлсан та, депресси чухне те, халсăрлансан та пулăшать.

Ĕне ыррине кунне виçĕ стакан таран ĕçмелле. Ытларах та юрать, кирек мĕн чухлĕ ĕçсен те сиенлĕ мар.

Анчах ĕне ырри калориллĕ пулнине шута илмелле, апатсенчен пĕрне унпа улăштарсан лайăхрах.

Тĕслĕхрен, ĕне ырринчен тутлă та питĕ усăллă апат хатĕрлеме пулать. 5-6 чăх çăмартине 1 стакан сахăрпа лăкаса кăпăшлантармалла. Пĕрер чĕптĕм ваниль сахăрĕ тата тăвар хушмалла, 1-2 литр ĕне ырри ямалла, кăштах пăтратмалла. Çу сĕрнĕ хулăн кастрюле тулли мар тултармалла. 180 градуса çити вĕрилентернĕ духовкăна лартмалла, 30 минут, çийĕ ылтăн тĕспе витĕниччен, тытмалла. Пÿлĕм температуринче сивĕтмелле.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.