ХУРА ПИЛЕШ - ПАХЧАРИ ЧЕМПИОН

Хура пилешре аскорбин йÿçекĕ мандаринпа хĕрлĕ хурлăханра пурринчен те ытларах. Çавăнпа ăна пахчари чемпион теççĕ.

Аронире /тепĕр ячĕ çапла/ унсăр пуçне йод, В1, В2, Е, РР витаминсем, фоли йÿçекĕ, марганец, пăхăр нумай. Вăл юн тымарĕсене çирĕплетет, склероза хирĕçле, ват шĕвекĕ, шăк тухма витĕм кÿрет, юн пусăмне чакарать. Çавăн пекех хура пилеш - паха иммуностимулятор.

Сиплĕх тĕллевĕпе чĕрĕ çырлине кунне 100-200 грамм çиме сĕнеççĕ.

Витамин сиропĕ

Чĕрĕ пилешрен сĕткен юхтармалла. 1 литр сĕткен пуçне 600 грамм сахăр шутпа сироп пĕçермелле. Ăна вăйсăр çулăм çинче хытма пуçличченех тытмалла. Сивĕтмелле, упрама холодильнике лартмалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - 20-30 кун.

Шăнса пăсăлсан

Çуршар стакан чĕрĕ хура пилешпе типĕ шăлан çырлине хутăштармалла. 2 стакан шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çинче 10 минут пĕçермелле. Çак шĕвеке стакана виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ямалла, 1 апат кашăкĕ пыл тата хĕрринченех ăшă сĕт хушмалла. Кунне 3 хут 1-ер стакан ĕçмелле.

Курс - сываличчен.

Юрамасть

Юн кĕвелеслĕх пысăк пулсан, хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви, хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастрит, вар хытни, тромбофлебит, гипотони, чĕрен ишеми чирĕ аптратсан хура пилеш çиме, унпа сипленме юрамасть.

Гипертони чухне

1 апат кашăкĕ тÿнĕ чĕрĕ е вĕтетнĕ типĕ пилеше тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.

Курс - юн пусăмĕ йĕркене кĕриччен.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.