Зорин тухтăрăн стоматологи ăслăлăхĕн академийĕ уçăлнă

Республикăра стоматологи пулăшăвĕн уйрăм çын клиникисемпе патшалăх поликлиникисен пурлăх никĕсĕ çирĕпленсе, кадрсен ăсталăхĕ ÿссе пынине пурнăç çирĕплетет. Тĕрĕссипе, харпăрлăхăн икĕ меллĕ тытăмĕсен хушшинче чылай чухне конкуренцирен ытларах ĕçтешлĕх хуçаланать.

Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче тĕп хулан Водопроводная урамĕнчи 22-мĕш çуртра професиллĕ стоматологин «Дент-а-мед» клиники — Ю.А.Зорин тухтăрăн стоматологи ăслăлăхĕн академийĕ уçăлнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă уяв çакна аван çирĕплетрĕ.

Раççей стоматологĕсен ассоциацийĕн инновациллĕ центрĕн ĕçченĕсене паллă кунпа саламламашкăн хăнасем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен — Саха—Якутирен пуçласа кÿршĕллĕ Тутар Республики таранах — пухăннă. Чăваш хутлăхĕнче кăна мар, çĕршывра та ят-сум çĕнсе илнĕ клиникăн тепĕр тытăмне хута янине халалланă мероприятие пухăннисене чи малтанах Юрий Зорин тухтăр ĕçлĕ çыхăнусемшĕн тав турĕ.

Паллă кунпа шăл сиплевçисене ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ĕçтешĕсем, пациентсем саламларĕç.

Сăмах май, çитĕннисемпе ачасем çĕнĕ клиникăра эстетика, имплатант, профилактика, протез, пародонтологи тата ытти енĕпе пулăшу илме пултараççĕ. Кунта микроскоппа усă курса сиплеççĕ тата илĕртÿлĕх парнелеççĕ.

www.hypar.ru

Валентина СМИРНОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас