- Чăвашла верси
- Русская версия
Журналпа кăна мар, чĕрĕ «Теттепе» те паллашрĕç
«Хыпар» Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсемпе паллаштарас, вĕсем çинчен ытларах каласа кăтартас тĕллевпе çак кунсенче Шупашкарти 3-мĕш шкула çитсе килтĕмĕр. Кĕçĕн классенче ăс пухакансем «Тантăш» хаçата тата «Тетте» журнала хаваспах шĕкĕлчерĕç, чĕрĕ «Теттепе» тĕл пулнăшăн савăннине пытармарĕç.
«Тетте» шкул ачисен вĕренĕвĕпе кăсăкланчĕ, лайăх паллăсем илме, хаçат-журналпа туслă пурăнма сунчĕ. Унтан вăл ачасемпе пĕрле тĕрлĕ хускану турĕ, ташларĕ, сăн ÿкерĕнчĕ — тĕл пулупа пĕчĕккисем кăмăллă юлчĕç.
4-мĕш класра ăс пухакан Артем Никандров, София Павлова, Маша Иванова — кĕнекен тата «Тетте» журналăн чăн- чăн тусĕсем. Вĕсем пĕлеççĕ: вулав тĕнчипе туслă ачан тавра курăмĕ анлă, пĕлĕвĕ тарăн, сăмах пуххи пуян. Ун пеккисем вĕренÿре те маттур. Çакна виççĕшĕ те çирĕплетеççĕ, пур предметпа та «5» паллăпа ĕлкĕрсе пыраççĕ.
Артем каланă тăрăх, вĕсен килти библиотека пуян, унта ашшĕ-амăшĕ пĕчĕк чухне вуланă кĕнекесем те тирпейлĕн упранаççĕ. Арçын ача халĕ шăпах пĕрне, Анатолий Приставкинăн «Ночевала тучка золотая» повеçне, кăсăклансах шĕкĕлчет.
— Ача çуртĕнчи икĕ арçын ача Кольăпа Саша выçăллă- тутăллă пурăнаççĕ. Вĕсем пĕр хутчен те пулин тăраниччен çиесшĕн пулнипе çăкăр упранакан çурт патне çĕр айĕпе чавса çитме шухăшлаççĕ. Анчах вĕсен шухăшланине вĕçне çитерме май килмест: тăпра йăтăнса анать. Кавказа каякан арçын ачасем çул тăршшĕпех çак ĕçе аса илсе пыраççĕ, — кĕнеке хăйне темиçе страницăранах мĕнпе тыткăнланине каласа пачĕ Артем. 4-мĕш класра вĕренекенскер малтанах ашшĕ хистенипе хайлавсене шĕкĕлченине пытармарĕ. Халĕ ăна ÿкĕтлеме кирлĕ мар, алли хăех çÿлĕк патне туртăнать.
София пуринчен ытла юмахсем кăмăллать. Маттур хĕрачана уйрăмах Дисней мультфильмĕсем çинче никĕсленнисем илĕртеççĕ. Чĕр чунсем çинчен вĕрентекен энциклопедие те вăл кунсерен алла тытать.
Машăн чи юратнă кĕнеки «Трое из Простоквашино» ятлă. Халĕ вĕренÿ отличникĕ «Кролик и черепаха» юмах шĕкĕлчет. Сюжет йĕрĕ çапларах: икĕ чĕр чун кам маларах палăртнă вырăна çитесси пирки тупăшаççĕ. Хуравĕ паллă пек: ерипен çÿрекен тимĕр шапа ăçтан кролике çитейтĕр? Тĕлĕнмелле те, финиша тимĕр шапа малтан çитет. Кролик, хытă чупаканскер, хăйĕн çăмăлттай-лăхне пулах кая юлать. Маша çав тери кĕнеке вулама юратать, кун пирки йăмăкĕсем те пĕлеççĕ, час-часах пĕр- пĕр юмахпа паллаштарма ыйтаççĕ. Малалла вулас...
Вера ШУМИЛОВА.
Комментари хушас