Журналистсен пĕрлĕхĕн кун-çулĕ

29 Пуш, 2014

Чăваш Республикинчи Журналистсен союзне хăçан йĕркеленĕ? Пĕрлĕхĕн кун-çулĕ, историйĕ кăсăклантарать...

Р.КАТРАМОВ.

Çĕмĕрле районĕ.

Пичет ĕçченĕсен пĕрлĕхне туса хурасси пирки 1920 çулхи раштавăн 2-мĕшĕнче Шупашкар хулин журналисчĕсен пухăвĕнче сăмах пуçарнă. Унтах пичет ĕçченĕсен професси-производство союзне йĕркелеме йышăннă. Бюро председательне Г.Кубарева суйланă.

1923 çулта пултарулăх союзне аталантарас енĕпе малалла ĕçленĕ. «Канаш» хаçат редакторĕ Н.Золотов пуçарнипе çĕртмен 30-мĕшĕ - утă уйăхĕн 1-мĕшĕсенче Шупашкарта пичет ĕçченĕсен пухăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен писателĕсемпе журналисчĕсен «Канаш» союзне йĕркеленĕ. Председателе Д.Эльмен журналист-публициста суйланă. Яваплă секретарь - Н.Золотов. Союз Уставне йышăннă, ăна 1928 çулта Чăваш облаç ĕçтăвкомĕ çирĕплетнĕ.

1923-1925 çулсенче «Канаш» пичет ĕçченĕсене пĕрлештерекен тытăм пулса тăнă, вĕсен пултарулăх ĕç-хĕлĕнче пысăк вырăн йышăннă. 1923 çул вĕçне союзра 40 ытла писательпе журналист шутланнă. 1924-1925 çулсенче журналистсен союзĕн пуçламăш организацийĕсем Шупашкар, Етĕрне хулисенче, Хĕрлĕ Чутайĕнче, Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕнче йĕркеленнĕ.

«Канаш» союз пуçарнипе Шупашкарта «Сунтал», «Капкăн» журналсем, «Çамрăк хресчен» хаçат тухма пуçланă. 1925 çулхи юпан 14-мĕшĕнче Радио тусĕсен чăваш обществине йĕркеленĕ.

1925 çулта СССРта писательсен уйрăм организацине йĕркелес юхăм тапраннă. Нарăсăн 5-мĕшĕнче «Канаш» союз бюровĕ Пĕтĕм Раççейри пролетари писателĕсен ассоциацине кĕме йышăннă. 1926 çулхи юпан 8-мĕшĕнче союзăн 3-мĕш съезчĕ иртнĕ, вăл Чăваш пролетари писателĕсен учредительнăй съезчĕ пулнине пĕлтернĕ. Унăн председательне А.Золотов журналиста, литературоведа суйланă.

1957 çулхи утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче КПСС Тĕп Комитечĕ СССР журналисчĕсен съездне пухма йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш обкомĕ СССР журналистсен союзĕн чăваш уйрăмне туса хума йĕркелÿ бюроне çирĕплетнĕ. Ертÿçи - «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакторĕ М.Якимов. 1957-1958 çулсенче хаçат-журнал, радио редакцийĕсенче, кĕнеке издательствинче союз тĕллевĕсене пичет ĕçченĕсем патне çитерме ăнлантару ĕç-хĕлĕ пуçланнă.

1959 çулхи пушăн 27-мĕшĕнче Шупашкарта СССР ЖС Чăваш уйрăмĕн учредительнăй съезчĕ иртнĕ. Унта союзăн тĕп тĕллевĕсен шутĕнче пичет ĕçченĕсен пĕлĕвне ÿстерессине, ĕç, кану условийĕсене лайăхлатассине, журналистсен социаллă тата право хÿтлĕхне вăйлатассине, ят-сумне, чысне хÿтĕлессине кĕртнĕ.

Чăваш Республикинчи Журналистсен союзне М.Семенов /1959-1971/, П.Крысин /1971-1984/, Д.Семенов /1984-1989/, И.Кириллов /1989-1990/, А.Казанов /1990-1992/ ертсе пынă. 1992 çулта В.Комиссарова çирĕплетнĕ.

Союз ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрне съездсенче тата правлени ларăвĕсенче палăртаççĕ. Кварталта пĕрре пултарулăх организацийĕн правлени ларăвĕ пухăнать. Çулталăка пĕтĕмлетсе МИХсенче кун çути курнă чи лайăх материалсене Çемен Элкер, Н.Никольский, Л.Ильин ячĕллĕ республика премийĕсемпе чыслаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.