«Журналист ĕçĕ йывăр, анчах интереслĕ»

19 Кăрлач, 2017

Çулсеренех кăрлач уйăхĕнче Раççей тата Чăваш Пичечĕн кунĕсене паллă тăватпăр. Массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемшĕн пысăк уяв темелле ĕнтĕ вĕсене. Çапах та тепĕр ыйту хумхантарать: журналистикăн пуласлăхĕ пур-и? Шкул ачисенчен хăшĕн те пулин хăйĕн пуласлăхне çак ĕçпе çыхăнтарас кăмăллă-ши? Пур иккен ун пеккисем те. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах журналист çăкăрне тутанакансем те хамăр хушăрах.

Сăмахăм Чăваш наци телекуравĕн «Акилбупсер» кăларăмне ертсе пыракан Данилăпа Никита Васильевсем çинчен-ха. /Пĕлсе тăма: акилбупсер сăмах мĕне пĕлтернине ăнланас тесен ăна хыçалтан малалла вулăр. Ку кăларăм ачасене вырăнти интереслĕ хыпарсемпе паллаштарать./ Арçын ачасем Шупашкарти 4-мĕш лицейре, 5-мĕш класра вĕренеççĕ. Чылай тантăшĕшĕн вĕсем çăлтăр евĕр çуталнăн туйăнаççĕ, анчах Данилăпа Никита «çăлтăрланма» пĕлмеççĕ те иккен, вĕренÿрен тарса çÿреме те хăнăхман. Яваплăх туйăмĕ питĕ çирĕп вĕсен. Уроксем вĕçленнĕ хыççăн тĕл пулса калаçсан çакна тата лайăхрах ăнлантăм.

— Никита, Данила, сирĕн журналист пурнăçĕ мĕнле пуçланса кайрĕ-ха?

Данила:

— Анне радиопа çавăн пек конкурс ирттересси пирки илтнĕ те пире кастинга çырăнтарнă. Ун чухне эпир тăваттăра кăначчĕ. Тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухрăмăр. Çапла «5+» канал валли ÿкерĕнме пуçларăмăр. Кайран каналпа темĕн пулчĕ те Чăваш наци телекуравне куçрăмăр.

— Çав вăхăтрах садике те çÿремеллеччĕ пулĕ-ха?

Никита:

— Çапла, садике те, гимнастикăна та çÿреттĕмĕр. Кайран шкула кайма пуçласан гимнастика валли вăхăт çитми пулчĕ…

— Аннĕр те журналистикăпа кăсăкланать-и?

Данила:

— Çук, анчах вăл питĕ хастар. Халĕ пирĕн тата пĕчĕк шăллăм пур, çапах анне алă ĕçне валли те вăхăт тупать. Пире те пĕчĕклех интереслĕ ĕçе явăçтарас тенĕ вăл. Студие çÿреме, программăра ÿкерĕнме, хамăра айккинчен курма питĕ килĕшрĕ.

Никита:

— Кайран вара йывăрланса та йывăрланса пычĕ.

Данила:

— «5+» каналта пирĕн икĕ кăларăм пулнă: «Ушки на подушке» тата «Бухты-барахты». Халĕ эпир Чăваш наци телекуравĕпе «Акилбупсер» ертсе пыратпăр, унта шкул хыпарĕсемпе паллаштаратпăр. Çăмăл мар. Анчах хыпарсене пĕлме хамăра та питĕ интереслĕ.

— Хăвăр ÿкерĕннĕ кăларăма пăхсан мĕнле туйăмсем çуралаççĕ?

Никита:

— Мана вăтантарать ку. Эпĕ çухалсах каятăп. Йăнăшсем те лайăх курăнаççĕ, вĕсене кайран тÿрлетме тăрăшатпăр.

Данила:

— Эпир телекуравра ÿкерĕнни астăвăма аталантарма та пулăшать — ку вĕренÿре усăллă.

— Лайăх журналист пулма мĕн кирлĕ, сирĕн шухăшпа?

Никита:

— Астăвăм. Сăмахсене ăнланмалла каламалла, чăмламалла мар. Пĕрремĕш чĕрĕк хыççăн эпир лагере çÿрерĕмĕр, унта актер ăсталăхĕн урокĕ пурччĕ.

Данила:

— Журналистăн кашни сăмаха палăртуллă, ăнланмалла каламаллине пире шăпах çавăнта вĕрентрĕç. Астăвăма лайăхлатма вара ятарлă хăнăхтару та пур. Санăн умна темиçе япала лартаççĕ. Вĕсем çине пилĕк минут пăхнă хыççăн çурăмпа çаврăнса тăратăн. Икĕ япалине вырăнпа улăштарнă хыççăн санăн хăшне тĕрĕс мар вырнаçтарнине каламалла. Паллах, тимлĕх кирлĕ. Никита манран тимлĕрех, вăл темĕн те асăрхать.

— Кăларăм ÿкерессипе çыхăннă интереслĕ самантсем те пулнă пуль-ха?

Данила:

— Мĕн пĕчĕкрен Мария Шоклева тележурналистпа ĕçлетпĕр. Вăл питĕ лайăх та ырă кăмăллă çын. Унпа яланах интереслĕ. Маша пире Çĕнĕ çулхи ролика ÿкерĕнме чĕнни асрах-ха.

Никита:

— Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен интервью илме кайнăччĕ. Правительство çуртне кĕрсе куртăмăр ун чухне. Шикленÿ туйăмĕ çавăрса илнипе текстри ыйтусене те манса кайрăм, хăшне-пĕрне хамăн шухăшласа кăларма тиврĕ.

Данила:

— Эпĕ вара çывăрса тăранманччĕ. Анчах та Михаил Васильевичран интервью илнĕ хыççăн кăмăл лайăхланчĕ. Илемлĕ пÿлĕмсене курнипе те хавхалантăм.

Интереслĕ самантсенчен тепри вара — пирĕн кăларăм Пĕтĕм Раççейри «Включайся» конкурсра, «Раççейри ача-пăча кăларăмĕсенчен чи лайăххи» номинацире икĕ хутчен çĕнтерни. Маша питĕ лайăх шухăшласа кăларнă. Эпир гимнастикăна çÿренине шута илсе вăл кăларăм вĕçĕнче куракансемпе сывпуллашса алă çинче утса кайма сĕнчĕ. Хăйне евĕрлĕ пулса тухрĕ.

— Сирĕн шухăшпа журналистикăра мĕнле йывăрлăхсем пур?

Данила:

— Хыпар хатĕрлекенсем çапăçу пыракан вырăнсенче передача тунă е материал çырнă чухне сарăмсăр вилме те пултараççĕ.

Никита:

— Информацие ыттисем патне çитерес тесен нимĕн-рен те хăрамалла мар çав…

Данила:

— Анчах лайăх енĕ те пур. Журналист кирек ăçта çитсе кураять. Мускавра робот техникин куравĕнче пултăмăр. Унта пĕр инженерăн ĕçĕ уйрăмах килĕшрĕ. Вăл эрешмен ăсталанă, хăй унăн ăшне кĕрсе ларчĕ те ăна пирĕн умра уттарчĕ. Çиччĕмĕш класа çитсен, тен, эпир те çавăн пек кружока çÿреме тытăнăпăр-ха.

— Журналистикăсăр пуçне мĕнпе кăсăкланатăр?

Никита:

— Спортпа!

Данила:

— Астрономипе! Тĕрлĕрен планета, çăлтăрлăх пирки пĕлме питĕ интереслĕ. Эпир хамăр астроляби те тунăччĕ.

— Хула ачисемшĕн чăваш чĕлхи йывăртарах пуль. Сирĕншĕн вара мĕнлерех?

Никита:

— Эпир ăна тăрăшсах вĕренетпĕр.

Данила:

— Раççейре пирĕн республикăра кăна чăваш чĕлхине вĕрентеççĕ. Ыттисен ун пек май çук, пирĕн вара пур. Çапла эпир ыттисенчен пĕр чĕлхе ытларах пĕлме пултаратпăр. Çакăншăн савăнатпăр

Никита:

— Улттăмĕш класс хыççăн нимĕç е француз чĕлхине те вĕренме май пур. Ун чухне вара акăлчанлипе пĕрле эпир тăватă чĕлхене пĕлетпĕр тесе калама пулĕ.

— Сирĕн ахаль кун мĕнле иртет?

Данила:

— Ирхине тăрса çăвăнатпăр, апат çиетпĕр, шкула каятпăр, вĕренетпĕр, апатланатпăр, çăмăл атлетикăпа тренировкăна каятпăр, унтан киле таврăнатпăр, урок тăватпăр, шăллăмпа кăштах вылятпăр та çывăрма выртатпăр.

Никита:

— Хушма пĕлÿ илесси пирки те манмастпăр.

— Эсир пĕтĕмпех пĕрле, килĕштерсе пурнăçлатăр пек. Хирĕçместĕр те пулĕ?

Данила:

— Пулкалать. Анчах атте-анне умĕнче мар, вĕсене кулянтарас килмест. Хамăр хушăра тавлашса илетпĕр те лăпланатпăр.

— Вулакансене тата куракансене мĕн сунас килет?

Никита:

— Чăваш чĕлхине лайăх вĕренĕр!

Данила:

— «Тантăш» хаçат вулăр! «Тетте» журналпа та туслă пулăр. Сире лайăх паллăсем, телей тата сывлăх сунатпăр.

Никита:

— Тата «Акилбупсер» кăларăма курăр!

— Тавтапуç сире, Никитăпа Данила, интереслĕ калаçушăн! Ăнăçу яланах сирĕнпе пултăр.

Лариса ПЕТРОВА калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.