Заводсенчи çивĕчлĕх сирĕлĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура Иван Моторин премьер Мускавра Энергетика министерствинче иртнĕ канашлăва хутшăнни çинчен каласа кăтартрĕ. Унта «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсен электроэнергишĕн капланнă парăмĕсен ыйтăвне тишкернĕ.

«Трактористсем» пĕлтĕр энергишĕн йĕркеллех тÿленĕ, анчах умĕнхи çулсемшĕн пухăннă парăм пысăк — энергосбыт компанине çĕр-çĕр миллион тенкĕ тÿлесе татман. Çавна май энергосбыт сеть компанийĕсене вăхăтра тÿлеймест — иртнĕ çулшăн 320 миллион тенкĕ парăма кĕнĕ. «Гарантилекен поставщике улăштарас хăрушлăх та тухса тăнă. Канашлу кăтартăвĕсем тăрăх тăвакан йышăнусем çивĕчлĕхе сирме тивĕç», — палăртрĕ Иван Борисович.

Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин «Трактор завочĕсен» республикăри предприятийĕсенчи паянхи чăрмавсем çак заводсем «Ростех» тытăмне куçнă май ĕçсем кивĕ ертÿлĕхрен çĕннин аллине куçса пĕтейменнипе сăлтавларĕ — пуш уйăхĕнче çак ыйтусене татса парасси вĕçленмелле. Вĕсенче халь ĕç укçи енĕпе парăм çук — çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ. Михаил Игнатьев çак предприятисенчи социаллă çивĕчлĕх пуррине пĕлет, çапах вĕсен малашлăхĕ пирки иккĕленмест: тăваттăшĕ те «Ростех» тытăмĕнче ĕçлеме пуçланă май саккассем те, ытти те пулмалла. Çапла çирĕплетмешкĕн ырă тĕслĕх пур: КамАЗ паян «Ростеха» кĕрет — кал-кал ĕçлет.

ЧР Пуçлăхĕ инвестици программин объекчĕсемпе çыхăннă ĕçсемпе кăсăкланчĕ, вĕсене тумалли аукционсене ирттерессине тăсса пынăшăн кăмăлсăррине пытармарĕ. Тарифсен службин ертÿçи Марина Кадилова пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çул валли палăртнă ĕçсем — 1,3 миллиард тенкĕлĕх. Анчах чылай объект /çав шутра — ача сачĕсем, шкулсем/ тĕлĕшпе унăн службинче проектсем те çук-ха, çавăнпа аукционсем ирттерес ĕç те тытăнса тăрать. Михаил Васильевич тивĕçлĕ министерствăсене ку ыйтусене вăраха ямасăр татса пама хушрĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас