Завода пулăшма хатĕр
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕн гендиректорĕпе Александр Лившицпа курнăçнă. Тĕлпулура производство аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.
Регион ертÿçи предприяти менеджменчĕ ăнăçлă ĕçленине палăртнă. Конкурссене хутшăннă май завод çĕнĕ саккассем илет, çакă ĕç укçине ÿстерме, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май парать.
Александр Ливщиц ЧР Правительствине, Михаил Игнатьева завода пулăшса пынăшăн тав тунă. Предприяти юлашки çулсенче производствăна ÿстерсе пырать. Оборона саккасĕсене пурнăçлаççĕ, гражданла продукци производстви те ÿсĕмлĕ. Кăçал ÿсĕм 163% танлашмалла. Ĕç укçи те 134% ытла ÿсĕ, çулталăк вĕçленнĕ тĕле 34,4 пин тенкĕпе танлашĕ.
«Халь мечĕксемпе çыхăннă проекта вĕçлесе ачасем валли резина атăсем кăларма пуçлатпăр. Паян атăсене пĕтĕмпех Китайран илсе килеççĕ. Çак рынока йышăнма тăрăшмалла», — тенĕ предприяти ертÿçи. Михаил Игнатьев çарпа промышленноç комплексĕ валли ĕçленипе пĕрлех халăха кирлĕ продукци кăларассине те аталантармалли пирки каланă. Вăл Чăваш Ен Правительстви Раççей Промышленноç министерствипе тачă çыхăну тытса ĕçленине палăртнă май Александр Лившица тивĕçлĕ сĕнÿсем хатĕрлеме сĕннĕ, пур енĕпе те пулăшма шантарнă.
К.ЯКОВЛЕВ.