Зарядка - юратнă мероприяти
27 Aug, 2014 | Хыпар | Спорт | Уяв

Çак кунсенче Пăрачкав сали 423 çул тултарнă. Уяв «çăлтăрпа» зарядка тунинчен пуçланнă.

Салан тĕп тÿремĕнче сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан 500 ытла çын пухăннă. Вĕсен йышĕнче ача садне çÿрекенсем те, шкул ачисем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе аслашшĕ-асламăшĕ те пулнă. Пухăннисене хăнăхтарусемпе спорт «çăлтăрĕсем» - спорт аэробики енĕпе Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди, çав шутра Европа тата тĕнче чемпионĕ Алексей Германов - паллаштарнă. Пăрачкав ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Барыкин, районти предприяти-организацисен пуçлăхĕсем вара пурне те ырă тĕслĕх кăтартнă.

Спорт аэробикин элеменчĕсене кĕртнĕ зарядка питĕ хаваслă та çĕкленÿллĕ иртнĕ. Юлашкинчен республикăри спорт аэробикин федерацийĕн членĕсем ял çыннисем валли ăсталăх сехечĕсем йĕркеленĕ, хăйсен чи лайăх программипе паллаштарнă. Çапла вара пĕр-пĕр «çăлтăрпа» ирхи зарядка тăвасси ял тата хула çыннисен пурнăçĕнче çирĕп йĕркене çаврăнчĕ, юратнă мероприятисен йышне кĕчĕ. Çакă питĕ аван.

А.ГРОМОВА.

А.ГРОМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.