«Йывăрлăхсене пĕрле татса парăпăр»
Кăрлачăн 30-31-мĕшĕсенче Чăваш Енре ĕçлĕ çул çÿревпе РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова пулчĕ.
Малтанах вăл Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 29-мĕш шкулти вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕ. «Çавра сĕтелте» педагогика вĕрентĕвĕн концепцийĕн проектне сÿтсе яврĕç.
Хулари ытти шкултан мĕнпе палăрса тăрать-ха асăннă шкул? Вĕренÿ заведенийĕн таврашĕнче спортпа çыхăннă тĕрлĕ учреждени - гимнастика, теннис шкулĕсем. Те вĕсен витĕмĕпе - кунта та сывлăха пиçĕхтерес енĕпе çине тăрса ĕçлени сисĕнет. Спортзал пушă тăмасть. Вăл пурлăх-хатĕр енĕпе те чухăн мар. Шкул директорĕ Виктор Павлов каланă тăрăх - ку тĕлĕшпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев та пулăшать. Нумаях пулмасть вăл теннисла вылямалли икĕ сĕтел парнеленĕ.
Шкулăн хăйне евĕрлĕхĕ - вĕренекенсен социаллă тăрăмĕ. Йĕри-тавра - 11 общежити. Чылайăшĕ /60 процента яхăн/ ашшĕсĕр çитĕнет. Паллах, кун пек лару-тăрура ачасем хăйсене тытас йĕрки те, вĕренÿре еплерех ĕлкĕрсе пыни те раснарах.
Шкулăн уйрăмлăхĕ татах та пур: шăпах кунта православи тĕнĕн пĕрремĕш класне йĕркеленĕ. А.Аршинова унта пулса курчĕ. Ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амĕшĕпе, вĕрентекенсемпе калаçрĕ. Асăннă класа çÿрекенсем кунăн малтанхи пайĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ программине ăса хываççĕ, кăнтăрларан вара - тĕн йăлисене хăнăхаççĕ, ÿкерме, юрлама вĕренеççĕ. Ÿсĕм халех пур: ачасем Пĕтĕм Раççей «Турă тĕнчин илемĕ» ÿкерчĕксен конкурсĕнче çĕнтернĕ.
Патшалăх Думин депутачĕпе тĕл пулнă май педагогсем хăйсене канăçсăрлантаракан тĕрлĕ ыйту пачĕç. Акă В.Еремеева соцпедагога хăйсене педагогсен йышне те, социаллă ĕçченсен шутне те кĕртменни пăшăрхантарать. Нимĕнле çăмăллăхсемпе те усă курайманскере банкра кредит илес тесен те педагогсен категорине пырса тивекен условисемпе тивĕçтермеççĕ-мĕн. Педагогсенчен чылайăшĕ малтан тÿлевлĕ пулнă факультатив сехечĕсене пăрахăçланипе кăмăлсăр. «Ун чухне ачасем шкулта чылайччен тытăнса тăратчĕç. Мĕн тĕрлĕ секци ĕçлеместчĕ-ши! Вĕренекенсем уроксем пĕтсен кирлĕ мар ĕçпе аппаланасран шикленме тивместчĕ», - палăртрĕ шкул ертÿçи Виктор Вениаминович çав сехетсене тавăрмашкăн пулăшма ыйтса.
Чăваш Ен интересĕсене çĕр-шыв «чĕринчи» парламентра хÿтĕлекен А.Аршинова ача сачĕсен ыйтăвĕпе уйрăмах тимлĕ ĕçленине халĕччен палăртман мар. Ку хутĕнче те шкул ÿсĕмне çитменнисем çинчен манмарĕ. Депутат уйрăм çынсемпе патшалăх партнерлăхĕ çинче никĕсленнĕ учрежденисем мĕнлерех ĕçленипе кăсăкланчĕ. Шупашкарти «Шкулчченхи академи» ача аталанăвĕн центрĕ - ача сачĕ 2013 çулхи çурла уйăхĕнче хута кайнă. Л.Лекарева директор пĕлтернĕ тăрăх - паян кунта 50 ача çÿрет. Муниципалитет учрежденийĕсенчен чылай уйрăлса тăрать вăл. Сăмахран, 7-рен пуçласа 20 сехетчен ĕçлекенскерте кунне 6 хутчен апат çитереççĕ.
«Паянхи кун патшалăх тунă учрежденисенче кун чухлĕ хăтлăх пуласса шанма майĕ те çук. Çавăнпа та эсир пуçарнă ĕçе малалла тăсакансем йышлăланасси те иккĕлентермест. Уйрăм çынсен садикĕсем шкул ÿсĕмне çитменнисене пĕлÿ учрежденине вырнаçтарас ыйтăва çăмăллатма чылай пулăшĕç», - терĕ Алена Игоревна.
Ирина ИВАНОВА
Комментари хушас