«Йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла аталанăр!»

Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнче пулнă, «Акатуй» уявне хутшăннă.

Районта пурăнакансене уй-хирти çурхи ĕçсем вĕçленнĕ ятпа саламласа Михаил Васильевич вĕсем çĕр ĕçченĕсен тĕп тĕллевне - лайăх тыр-пул çитĕнтерессине тата ăна çухатусăр пухса кĕртессине - тивĕçлипе пурнăçланине палăртнă. «Ку чухнехи аграри технологийĕсем производствăри чăрмавсене чакарма, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса кăларма май параççĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Çавăн пекех вăл Муркаш районĕ республикăра ăнăçлă аталанса пыракан муниципалитетсен хушшинче пулнине палăртнă. Район вăй-хăвачĕ пысăк, унта пурăнакансем ĕçчен, вĕсем республика Правительствипе тава кĕрсен хăйсен шухăшне хÿтĕлеме пĕлеççĕ. Михаил Игнатьев çирĕплетнĕ тăрăх - вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарни, экономикăна пысăк бизнеса явăçтарма условисем йĕркелени района малалла ăнăçлă утăмсемпе утма пулăшĕç. Çак мерăсем ĕç укçин шайне, ĕç вырăнĕсен шутне ÿстерме май парĕç. «Шансах тăратăп: мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе Муркашсем малалла аталанса пырĕç», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Районăн чи лайăх ĕçченĕсене патшалăх наградисемпе хавхалантарнă.

Нумай ачаллă çемьесене федерацин тата республикăн амăшĕн капиталĕсене илме сертификатсем панă. Хăш-пĕр çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 703 пин тенкĕ социаллă тÿлевпе тивĕçтересси çинчен свидетельствăсем илнĕ.

 А.ВАСИЛЬЕВА

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.