Йывăрлăхра та, савăнăçра та пĕрле

Çын ĕмĕрĕ мĕнрен килет-ши? Паллах, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни те, чун-чĕре тасалăхĕпе ăшăлăхĕ те, шухăш-кăмăл ырăлăхĕпе уçăлăхĕ те витĕм кÿреççĕ-тĕр. Нумай-нумай сăлтав хушшинче йăхран пыракан пахалăха та палăртма юрать-тĕр. Етĕрне районĕнчи Урпаш ялĕнче пурăнакан Антонинăпа Любовь Леонтьевăсен ашшĕ те, амăшĕ те çамрăклах вилнĕ. Ачисене çĕр çинче сахал мар çул кун кунламашкăн вĕсем пиллесе хăварнă-ши? Çÿлтен пулăшса пынă-ши? Аппăшĕпе йăмăкĕ пĕрле пурăннипе, пĕр-пĕрне хăват хушнипе çыхăнтармалла мар-ши тата çакна? Пĕр юн юхать-çке вĕсенче. Йывăрлăхра та, савăнăçра та яланах юнашар вĕсем. Пурнăç тăршшĕпех çапла.

Хĕрсем виççĕн çитĕннĕ-ха. Манефа та качча кайса хăйсен ялĕнчех, хăйсен урамĕнчех тĕпленнĕ. Шел, вăл паян çук ĕнтĕ. Икĕ пĕртăвана вара унăн хĕрĕ Валентина çемйипе пăхса пурăнать. Качча кайсан мăшăрĕпе Геннадий Александровичпа шăпах аппăшĕсен килĕнче тĕпленнĕ те вĕсем.

— Хуларан каялла таврăнтăмăр. Турри хăй илсе килчĕ пуль, Тоньăпа Люба аппана ватăлсан пăхакан кирлĕ тесе хĕрхенчĕ пуль. Шел, анне пурнăçран иртерех уйрăлчĕ, — терĕ Валентина Геронтиевна тараватлăн кĕтсе илнĕ май.

Любовь Илларионовна çак кунсенче 85 çул тултарнă. Антонина аппа вара унран та аслăрах. Сумлă кун ячĕпе тулли кĕрекене тăванĕсене лартма хатĕрленекенскерсем пире те юрăпа кĕтсе илчĕç. «Сăпаççипă куккукне çич/ĕ/ çăмарта тунăшăн, сăпаççипă тăванне пире хисеп тунăшăн», — юрларĕç пĕртăвансем пит çăмарти тăрăх юхакан куççульне вăрттăн типĕтсе. Тем те пĕр тÿссе ирттернине аса илсе хурланчĕç-ши? Хисеп тунăшăн хĕпĕртерĕç-ши?

Çамрăклах тăлăха юлнăскерсен хури-шуррине самаях курма тивнĕ. Ашшĕ тăван çĕршыва тăшман хаяррăн тапăнса кĕрсенех тухса кайнă та... таврăнайман. Çапăçăва та нумай кĕреймен вăл, тăван тăрăхпа сывпуллашнă хыççăнах кил хуçи вилни çинчен хут килнĕ. Амăшĕ те чирленĕрен 1950 çултах вилнĕ. Аслă хĕрĕ — 21-ре, кĕçĕнни 13-ре пулнă ун чухне.

— Шартлама сивĕччĕ ун чухне. Тăваттăн çеç кайнăран шăтăк чавса та часах таврăнаймарĕç. Çавăнпах лампа çутипе пытарса таврăнтăмăр. Аннене юлашки çула ăсатма колхозран та пĕр пус та памарĕç, — хурлăхлăн аса илчĕç вĕсем.

Çапла виçĕ пĕртăван хăйсем çеç тăрса юлнă. «Выльăха хĕрхенекен çук, тăлăха ачашлакан çук» тенĕ чăвашсем. Хĕрсен те йÿççине пайтах тутанма тивнĕ.

— Кăмака хутма вăрмантан пĕрре вут-шанкă турттарса килеттĕм. Леçник «тăлăх арăм налукĕ тÿлемелле» тесе унта та пулин пĕр тĕреклĕ турата илсе юлчĕ. Ăна йăтса çÿремерĕ ĕнтĕ, хиртех пăрахса хăварчĕ-тĕр, анчах илсе юлчĕ. Нумай хурайнă-ши вара вуттине çунашка çине?! — ассăн сывларĕ Антонина Илларионовна.

Кăмăл юлнă самантсен татти-сыпписĕр çыхăнăвĕнче темĕн те тупăнать-тĕр. Анчах вĕсене аса илсе чуна халь тин хурлантарнинчен мĕн усси? Тепĕр тĕслĕх çеç кинемейсен асĕнчен нихăçан тухаймĕ. Пĕррехинче вĕсем çăкăр ыйтма тăванĕсен алăкне шакканă. Анчах инкĕшĕ хĕрсене шеллемен те, кĕртмен те. Паян хăйсен айăпне сирме пĕрре мар, пиллĕк те, вуннă та парĕччĕç, анчах чунри сурана тÿрлетейĕн-и? Тепĕр тесен, ун чухне кÿрентернине айăплисем тахçанах маннă-тăр. Тăлăхсен чĕринче çеç вăл ĕмĕрлĕх асра.

Леонтьевсен хĕрĕсем виççĕшĕ те ĕмĕрĕсене колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Вăтамми фермăра ĕне сунă, вăкăр пăхнă. Аслипе кĕçĕнни бригадăра тăрăшнă.

Тоня аппа илес текен пулсан та качча каяс темен. Люба аппа çемье çавăрнă-ха, анчах килĕштерейменрен ачипе каялла таврăннă. Шел, ывăлĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Авланнă вăл, мăнук парнелеме вара ĕлкĕреймен. Мăшăрне пытарсан темиçе çултан кинĕ тепре качча кайнă.

Манефа аппа вара мăшăрлансан виçĕ ача çуратнă. Шел, тĕп кил ăшшине упракан Петр пурнăçран уйрăлнă. Ку тивĕçе халĕ Геронтий Васильевич кинĕпе тата мăнукĕсемпе пурнăçлать.

— Питĕ лайăх пурăнатпăр халĕ, чашăк-тирĕк те çутармаççĕ, — теççĕ ватăсем. Шел, сывлăхĕсем çеç хавшаса пыраççĕ.

Хăйсен ĕмĕрĕнче çурт та лартнă икĕ хĕрарăм. Хуралти-таврашне те пĕрре мар çĕнетнĕ. Сĕнÿ-канашпа кĕрÿшĕ пулăшнă. Геронтий Васильевич ялти ăста платник шутланать-çке. Халĕ пÿрт-çурт таврашне пысăклатса çĕнетнĕ паллах. Улттăн пурăнаççĕ кунта. Заведеевсен кĕçĕн ывăлĕ Леня шкулта вĕренет. Асли — салтакра. Вĕсене тăван мăнукĕ пекех юратаççĕ кинемейсем. Саша хĕсметрен таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Татьяна НАУМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.