Йывăрлăх хăратмасть

Юлашки çулсенче ялта выльăх усракан сахаллансах пырать. Паян вулакана нимĕнле йывăрлăхран та хăраман çынсем çинчен каласа кăтартас килет. Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпара пурăнакан Головинсен витере йыш хушăнсах пырать. Çичĕ ĕне тата виçĕ вăкăр тытаççĕ вĕсем. Пăрусем те пур.

Кашни самант шутра

Хресчен фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ Головинсем. Çавăнпа çулла пушă вăхăт пачах çук вĕсен. Эпир килнĕ кун та Борис Петрович вăрман касма кайнăччĕ. Ялта ĕне ферми хăпартма пуçăнасшăн-мĕн. Мăшăрне пулăшса бухгалтерта, экономистра тăрăшакан Надежда Михайловна пуçне çĕклемесĕр хут ĕçĕпе ларатчĕ.

Кĕтÿ кĕтме ÿркенмеççĕ вĕсем, анчах та вăхăчĕ хĕсĕкрех. Çавăнпа ĕнисене çăвĕпех хирте, çырма-çатра таврашĕнче вĕренпе кăкарса тытаççĕ. Çиччĕшне те аппаратпа сăваççĕ.

Мĕн пур çыннăнни пекех пахча тулли темĕн тĕрлĕ çимĕç Головинсен. Кÿршĕри кинемей çĕрне те пушă вырттармаççĕ. Тахçан вăрлăх сухан нумай çитĕнтернĕ. Касă вĕçĕ-хĕрри курăнми пуличченех акнă ăна. Кайран Теччĕ, Пăва хулисенче вырнаçтарнă. Юлашки вăхăтра выльăх-чĕрлĕхпе аппаланма пуçланăран ăна сахалрах лартма пуçланă. Ачи-пăчи валли те кил-тĕрĕшре ĕç çителĕклех. Çулла утă-улăм чылай хатĕрлеççĕ, пахчара тăрмашаççĕ. Ăш пиллĕ хунямăшĕ кинне юратать, тепĕр чухне хĕрхенет те, хуçалăхра ăна май пур таран пулăшма тăрăшать.

Выльăх çумĕнче чун лăпланать

Надя çамрăклах фермăра ĕне сăваканра тăрăшнă. 1997 çулта Йĕпреçре иртнĕ республика конкурсне хутшăнса 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Асăнмалăх телевизор парнеленĕ ăна унта.

«Ĕне сума ачаран юрататăп эпĕ. Хресчен ĕçĕ килĕшет мана. Выльăх çумĕнче чун лăпланать, кăмăл та уçăлать. Вăй питти чухне ĕçлемелле, уншăн çын ватăлмасть», - тет кил хуçи арăмĕ.

Надежда Михайловна юрлама-ташлама ăста. Информаципе культура центрĕ çумĕнчи «Тайпи» ушкăна çÿреме вăхăт тупать вăл. Пур енчен те алли çыпăçуллă, хитре çыхать, тĕрлет...

Спортпа туслă çемье

Головинсем пĕр хĕрпе икĕ ывăл ÿстернĕ. Ывăлĕсем спортпа туслă. Амăшĕ сĕтел çине пĕр купа медаль, кубоксем кăларса хучĕ. Ачасен çитĕнĕвĕсемшĕн епле хĕпĕртемĕн! Вĕсен тренерĕ - шкул директорĕнче 20 çул ĕçленĕ, халĕ физкультура учителĕнче тăрăшакан М.Скворцов. Михаил Петровича ялта пурте хисеплеççĕ. Мĕн чухлĕ çамрăка пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшман-ши вăл?

Пĕр-пĕрне ăнлансан

Çăмăл мар лава туртмашкăн çаврăнăçуллă та харсăр пулмалла. Мал ĕмĕтпе пурăнакан Борис Петровичпа Надежда Михайловна пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ. Тенкĕ çумне пус хушасси çăмăлах мар. Çакă çемьере пĕр-пĕрне ăнланнинчен те, хисепленинчен те нумай килет.

Пуян та харсăр, çаврăнăçуллă Елчĕксене чылайăшĕ ăмсанать-тăр. Анчах та тулăх пурнăçпа чыс-хисепе вĕсем ĕçченлĕхне тата тăрăшулăхне кура çĕнсе илнине Головинсен тĕслĕхĕ те çирĕплетет.

Елена АТАМАНОВА.

Елена АТАМАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.