Йывăр урапа вырăнтан хускалчĕ

7 Çурла, 2015

2015 çултан пуçласа ял çĕрĕнчи халăх пурăнакан вырăнсенче хытă сийлĕ автомобиль çулĕсем тума пуçлаççĕ. Ку ĕçе урăх кая хăварма юрамасть. Ял халăхĕ лайăх пурăнма тивĕçлĕ тата вăл ку правăна ĕçлесе илнĕ. Пирĕн çав майсене туса памалла.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Федерацирен - çул валли

Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хушăвĕпе килĕшÿллĕн "Ял тăрăхĕсене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен сулмаклăн аталантарасси" программăна пурнăçлама 52 региона кăçал 4,5 млрд тенкĕ уйăрĕç. Вăл шутран 17334,8 пин тенкине Чăваш Ене куçарса парĕç. Вăл ял тăрăхĕсенчи пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсене хытă сийлĕ çулсемпе çыхăнтарма тата вĕсене тĕпрен юсама кайĕ.

Урамсене хытараççĕ

Кăçал Çĕрпÿ районĕнче автоçул тумашкăн тата ăна пăхса тăмашкăн 28,4 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Çав шутран 9,5 млн ĕçе кĕртнĕ. Халăх ырласа йышăннă тĕллеве ял тăрăхĕсенче пурнăçлама 8,8 млн куçарасшăн. Паянхи кун тĕлне 5 млн тенкĕпе усă курнă.

Çулталăк вĕçлениччен Урпашпа Тавăшкасси ялĕсенчи, Сăнав поселокĕнчи 4,2 çухрăма тăсăлакан çул тăршшĕпе шурă чул сарса çирĕплетеççĕ.

Тавăшкассинчи икĕ урамра ĕç пырать. Часах вăл поселокри виçĕ урамра пуçланĕ. Кунта 8,6 млн тенкĕ явăçтарĕç. Объекта килес çулхи иккĕмĕш кварталта хута ярасшăн.

Районти нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене юсаççĕ. Тавăшкассинче иккĕшне çĕнетсе 1,4 млн тенкĕ тăкакланă. Çĕрпÿ хулинчи Куйбышев урамĕнчи 4 тата 6-мĕш çуртсен картишĕсене хăтлăлатаççĕ.

* * *

Строительсем Çĕмĕрле районĕнчи Эскетен ялĕнчи Тăнăçлăх урамĕнче те çул тăваççĕ. Тăршшĕ - 910 м, пĕтĕм ĕç 6 млн тенкĕлĕх.

Районта кăçал çул тума тата ăна пăхса тăма 35 млн тенкĕ палăртнă. Атăл поселокĕпе Тури Кăмаша ялĕнче те строительство пуçланмалла. Кĕçĕн Тăван ялĕнче ăна 2013 çултах тапратнă, шел те, вĕçлеймен. Пĕтерме 11,5 млн тенкĕ кирлĕ. Халĕ ĕç вĕресе тăрать. Çула октябрь уйăхĕнче хĕрлĕ хăю касса уçасшăн. Районĕпе картишсене - 200, вĕсене пырса кĕмелли çулсене 460 тăваткал метр асфальт сарасшăн.

Ю.СЕРГЕЕВ.