- Чăвашла верси
- Русская версия
Йывăр шăпана çĕнтерекенсем
«Ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси мар», – тенĕ ваттисем. Утмăл çул хушшинче мĕн кăна пулман-ши? Савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрлех чăтса ирттернĕ Вăрнар районĕнчи Пуканкасси ялĕнче пурăнакан Алексей Павловичпа Мария Никитична Павловсем.
Чул пек çирĕп туслăх
Хăйсен ĕмĕрĕнче вĕсем виçĕ çурт хăпартнă, ача-пăча ÿстернĕ, йывăç та чылай лартнă, сад-пахча та ĕрчетнĕ. Шел те, тăватă тĕпренчĕкĕнчен пĕри çеç пурăнать паян. Виççĕшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Çак хуйха еплерех тÿссе ирттернĕ-ши ашшĕ-амăшĕн чĕри? Çук, паян та асран тухмаççĕ ачисем. Инкек вара пĕччен çÿремест. Хавшанă чĕрене вăйсăрлатать, чир-чĕр çыпăçать, пурăнас кун-çул кĕскелет.
Ачисем пирки пăшăрхансах Мария Никитична – иккĕмĕш ушкăнри, Алексей Павлович пĕрремĕш ушкăнри инвалида тухнă. Паянхи кун иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ. Сакăр теçеткерен иртнĕ пулин те сăнпа çамрăк курăнаççĕ. Паллах, пĕр-пĕрне юратнăран, хисепленĕрен. Ватăсен чĕринче юрату хĕлхемĕ паян та сÿнмен курăнать. Ахальтен мар хĕрарăм упăшкине сакăр çул пăхса пурăнать. Шалкăм çапнăскер пÿртрен тухаймасть. Ун çумĕнче яланах çын пулмалла: юн пусăмне виçмелле, эмел памалла, апат çитермелле тата ыт. те. Унсăр пуçне кинемей пахча çимĕçĕ çитĕнтерет, кил-çуртне тирпейлет.
Вăй-хăват тапса тăнă вăхăтра вĕсем те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă, ĕçе çÿренĕ. Мария Никитична фермăра, кирпĕч заводĕнче тĕрлĕ ĕçре вăй хунă пулсан, Алексей Павлович вара – арманçăра, фермăра операторта. Хăйсен тивĕçĕсене тулли кăмăлпа пурнăçланă яланах, ял-йыш умĕнче хисепре пулнă.
«Эпир вăрçса пурăнман, – терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ калаçăвне малалла тăсса. – Сăра-эрех ĕçсе тарăхтарман мăшăр, ман çине алă çĕклемен. «Ылтăн» упăшка çуратса ÿстернĕшĕн хунямана яланах тав тăваттăм». Сăмах май, Мария Никитична хунямăшĕпе 35 çул килĕштерсе пĕрле пурăннă. Хастар, маттур кинне лешĕ те юратнă.
Мана çын тÿсĕмлĕхĕ тĕлĕнтерет. 83 çулти кинемей чирлĕ упăшкине пăрахмасть. Ăна пĕчĕк ача евĕр пăхать, унпа калаçса чунне йăпатать. Ватлăхра унăн та канлĕ пурăнас, канас килет пулĕ, анчах май çук. Кунĕпех ура çинче вăл. Кил ăшшине упракан Марье аппаран вĕренмелли пурах. Тин çеç çемье çавăракан мăшăрсене çакăн пек тÿсĕмлĕх сунас килет. Савăнăçра çеç мар, хуйхă-суйхăра та юнашар пулмалла. Унсăрăн çемьене упраса хăварма май çук. Павловсен туслăхĕ вара чул пекех çирĕп.
«Эреше тĕлĕкре куратăп»
Тĕлĕнтермĕш кунпа çеç вĕçленмест. Пушă вăхăт тупăнсанах ал ĕç тума ларать ватă. Павловсен кил-çуртне музейпа танлаштарма май пур. Пур çĕрте те çыхнă япала: пукан, кравать, сĕтел виттисем те, урайĕнчи кавир те. Стена çинче – тĕрĕсем. Унсăр пуçне эрешлĕ тутăр, кофта-юбка çыхать вăл. Хăй валли пальто та. Хăш вăхăтра ĕлкĕрет-ши кинемей?
«Çак ĕçпе мана хуйхă çывăхлатрĕ, – васкамасăр калаçрĕ вăл. – Чуна йăпатас, хуйха-суйха сирес тесе алла ĕç тытрăм ун чухне. Тĕрлеме тытăнтăм. Шур пире йĕппе тирнĕ май шухăш сирĕлет. Упăшкана та пĕрле тĕрлеме сĕнтĕм. Пĕрле пурнăçланă ĕç те пур пирĕн. Чи йывăр вăхăтра тĕрлерĕмĕр ăна иксĕмĕр».
Чун киленĕçне халĕ те алран ямасть вăл. Çыхнă е тĕрленĕ япалисене тăван-пĕтенне парнелеме кăмăллать. Ял çынни те ал ĕç вĕренме çÿрет ун патне. Эрешĕсене ăçтан тупать-ши? «Тĕлĕкре куратăп вĕсене, – малалла сăмахлать Мария Никитична. – Тăратăп та çыхса пăхатăп. Чиперех пулса тухать».
Каçхине, ыйхă вĕçнĕ самантра, алă чĕнтĕр йĕппи еннех туртăнать. Хĕлле çеç мар, çулла та çыхать-тĕрлет вăл.
Калаçу каллех пурнăç çине куçать. Телейсĕр шăпана пĕрле çĕнтерме хăнăхнă мăшăр чечек юратни те тĕлĕнтерчĕ. Пÿрт тулли çеçке! «Хам та, Элекçей те кăмăллать вĕсене. Пĕчĕк ача пек пăхмалла чечеке, юратмалла», – вĕрентрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Ватăсем эмелсĕр пурăнаймаççĕ. Çапах унпа виçесĕр усă курмаççĕ. Ытларах эмел курăкĕсемпе сипленеççĕ. Сăмахран, кишĕр çулçи юн пусăмне чакарнине пĕлтерчĕ кинемей. Çулсеренех вĕлтĕрен, салтак тÿми, шăнăр курăкĕ, шĕпĕн курăкĕ типĕтсе хатĕрленине палăртрĕ. Хĕлĕпех вĕсемпе сипленнине каларĕ. «Иксĕмĕр майлашса пурăнатпăр. Кевер туя Ярмушка ялĕнчи «Утмăл турат» ушкăн та килчĕ, – савăнса пĕлтерчĕ Марье аппа. – Юрă-ташăпа хавхалантарчĕ». Хăйсене хисепленĕшĕн ял халăхне тав турĕ ватă.
Пĕр сукмакпа утмăл çул утакан çемье умĕнче пуç таяс килет. Вĕсенчен пирĕн, çамрăксен, вĕренмелли пайтах.
Комментари хушас