Йывăçран — юмахри сăнарсем

Кĕрхи пĕр кун Шупашкарти Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕ умĕнчи лапам юмахри сăнарсемпе пуянланнă. "Суятăр!" — тейĕ хăшĕ-пĕри. Анчах ку — тĕрĕс. Пĕр саманта тÿрех уçăмлатас: сăнарсем чĕрĕ мар, вĕсене йывăçран ăсталанă. Шурале, Шаман, Тухатмăш... Вĕсене бензопăчкăпа усă курса касса кăларнă.

Йывăçа эрешлесе касас енĕпе иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери студентсен фестивальне чылаййăн пухăннă. Вăл хăйне евĕр ăстасене иккĕмĕш хут пуçтарнă. Тупăшăва И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн экономикăпа технологи факультечĕ йĕркеленĕ.

Тĕрлĕ регионти ăстасен пилĕк ушкăнĕ 4 кун хĕрсе кайса пăчкă кĕрлеттернĕ. Йĕри-тавра йывăç кĕрпи вĕçнĕ кăна. Халăх юмахĕсенчи сăнарсене касса кăларасси шÿт мар вĕт! Шăпах çак темăпа иртнĕ-çке фестиваль. Чăваш Ен чысне И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн 4-мĕш курс студенчĕпе Дмитрий Михайловпа Алексей Яковлев доцент тăрăшса хÿтĕленĕ. Вĕсем паллă мультфильмри кашкăрпа йытта касса кăларнă, ĕçне "Халех юрласа яратăп!" ят панă. Жюри членĕсем /председателĕ Германирен ятарласа вĕçсе çитнĕ ÿнерçĕ тата йывăçпа ĕçлекен ăста Бернд Винтер пулнă\ никама та кăмăлсăр хăварман. 1-мĕш вырăна Салехард ăстин "Шаман" ĕçĕ тухнă, 2-мĕшне Мари Эл тата Санкт-Петербург çыннисем йышăннă. 3-мĕш вырăна вара пирĕн ентешсем çĕнсе илнĕ.

Çав илемлĕ кÿлепесем республикăри профилактори тата экологи паркне капăрлатĕç.

 

 

Нина ЦАРЫГИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.