Йывăç тымарĕпе çирĕп, этем – çемйипе
— Институтра вĕреннĕ чухне общежитири пÿлĕме икĕ каччă кĕрсе тăчĕ. Пĕри, питĕ вăйлă калаçаканни, Вăрнар тăрăхĕнченччĕ. Хăйсен ял хĕрĕ патне килнĕччĕ вăл. Тепри вара ним чĕнмесĕр шăп çеç ларчĕ. Хайхи Вăрнар каччи пирĕн пата тепĕр кунхине каллех çитрĕ, мана куç хывнă-мĕн. Хĕр чухне питĕ суйлама юрататпăр çав. Генăпа калаçасах килмерĕ. Тепрехинче мана халалласа пĕр тетрадь çырса килчĕ. Мĕн унта, сăвăсемччĕ-ши — уçса та пăхмарăм. Йăнăшнă, кайран ÿкĕнтĕм — мĕншĕн илмен-ши? Пĕррехинче вулав билетне эпĕ чăваш чĕлхи пÿлĕмĕнче манса хăварнăччĕ. Чупса çитрĕм — алăк хупă, библиотекарь килессе чÿрече патĕнче кĕтсе тăратăп. Пирĕн пÿлĕмре шăп çеç ларнă хайхи каччă коридорпа утать, ман пата пырса тăчĕ. Сăмах çине сăмах, хăвăртах пĕр чĕлхе тупрăмăр. Каçхине пĕрле уçăлса çÿреме чĕнчĕ. Елчĕк каччипе çапла туслашса кайрăмăр. Вăл çар хыççăн студент пулса тăнăскер манран икĕ курс каярах вĕренетчĕ. «Эсĕ диплом илĕн те мана манăн, юттине качча тухăн», — шикленнипе 5-мĕш курсрах мăшăрĕ пулма ыйтрĕ. Пуш уйăхĕнче туй кĕрлеттертĕмĕр. Вăхăт епле хăвăрт иртет, çÿç пĕрчисем те кĕмĕлленчĕç ав, кăçал пĕрле пурăнма тытăнни 50 çул çитет, — çамрăклăхĕнчен, мăшăрĕпе Сильвестр Ивановичпа епле паллашнинчен пуçларĕ калаçăва Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхальте пурăнакан Тамара Ипатьевна.
Студента качча тухсан
— Студентпа çемье çавăрсан çапла вăл: эпĕ — ялтаччĕ, мăшăр — хулара. Икĕ çул уйрăммăн пурăнтăмăр. Мана направленипе Елчĕк тăрăхĕнчи Таяпа Энтрине ĕçлеме ячĕç, тÿрех директорăн çумне çирĕплетрĕç. Кинемипе мучи патне хваттере кĕтĕм. Ун чухне декрет отпускĕнче икĕ уйăхран ытла ларман, ватăскерсем ачана та хăйсемех пăхатчĕç. Çирĕклĕ Шăхале кану кунĕсенче çеç таврăнма май килетчĕ. Хунямапа хуняçа тĕлĕнмелле лайăх çынсемччĕ. Ял çине нихăçан та шăв-шав кăларман. Аппăшĕ вилнĕ хыççăн 5 ачапа тăлăха юлнă йыснăшне шелленĕ, вăрçăран аманса таврăннăскерпе çемье çавăрнă ман хуняма. Мăшăрĕпе тепĕр икĕ ача çуратнă. Чи кĕçĕнни, Сильвестр, амăшĕнчен виçĕ çул çурăра юлнă. 40 çулта мĕн чухлĕ пулăшман-ши, ыррине вĕрентмен-ши мана хуняма? Малтанхи кунранах хăйĕн хĕрĕ вырăнне йышăнчĕ. Пĕрмай пил паратчĕ. Ырă та ăшă кăмăллăскерĕн ĕмĕрĕ вăрăм пулчĕ, 91 çула çитичченех пире савăнтарса пурăнчĕ. Аппăшĕн тĕпренчĕкĕсене çеç мар, хăй ачисене, пирĕннисене ура çине тăма пулăшрĕ. Эпир ир тăнă та тухса кайнă — килте вара кунĕпех хуняма кăштăртатнă. Ĕçрен таврăннă çĕре — пÿртре таса, ачасем тутă, выльăх-чĕрлĕхе шăварнă… Тем тесен те, килте ватă пурри лайăх çав. «Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн директорĕ пулма килĕш, мăшăрна та хăвăр пата куçаратпăр», — алла тин çеç диплом илнĕ Сильвестр Шелтукова Елчĕкри РОНОра çапла сĕннĕ. Ĕçĕ çав тери яваплă та йывăр пулсан та килĕшмех тивнĕ. Ун чухне шкула хальхи пек «кăвак çулăмпа» хутса ăшăтман, шывне те пусăран йăтнă. Хĕл каçма вутă-кăмрăк нумай кирлĕччĕ, — сăмах çăмхине сÿтрĕ Тамара Ипатьевна.
Пĕр-пĕрне чунтан хисеплени вĕсен калаçăвĕнчен те аван палăрать. «Эсĕ юн пусăмне виçрĕн-и паян? Чиперех-и?» — мăшăрĕн куçĕнчен ăшшăн пăхать кил хуçи арăмĕ. Хăйне çемьешĕн çунакан арçынпа пĕр çулпа утма шăпа пÿрнишĕн хĕпĕртет Тамара Шелтукова. Çакă унăн çепĕç калаçăвĕнче çеç мар, ялкăшакан куçĕнче те курăнчĕ.
Никам хистемесĕрех…
— Сергейпе Саша мĕн пĕчĕкрен спортпа туслăччĕ. Çырма хĕрринче пурăнатпăр та — вăл ялан тап-такăрччĕ. Юр çунă-çуман йĕлтĕр сыратчĕç, пĕве пăрлансанах хоккейла выляма чупатчĕç. Вăл вăхăтри ачасем урамран çĕрлесĕр те кĕрсе курман. Йĕлтĕр-коньки тавраш мĕн чухлĕ илсе паман-ши? Саша та, Сергей те мĕн пĕчĕкрен штанга йăтатчĕç. Лаша урапи çĕкленĕ сăнÿкерчĕксем халь те упранаççĕ çемье альбомĕнче. Унсăр пуçне пушă вăхăтра фотокружока çÿретчĕç. Сергей тата юрра-ташша ăстаччĕ. Ывăл физкультурăпа спорт министрне çитни пирĕншĕн, ашшĕ-амăшĕшĕн кĕтменлĕх пулчĕ паллах. Çапах пурнăçра чи кирли — сывлăх, ăна сутăн илеймĕн, çавăнпа кирек кам пулччăр, кирек ăçта ĕçлеччĕр. Асли Александр — электрик, сантехник. Алли ылтăн та çыпăçуллă унăн, кил-çурта юсаса хăтлăх кĕртме маçтăр. Кĕçĕнни Алина пуканесене хитре кĕпесем çĕлесе тăхăнтартатчĕ. Вăл — çĕвĕçĕ. Кĕпе те, пальто та, чÿрече каррисемпе çивиттисем те хăех çĕлет. Çемйипе Елчĕкре пурăннăран пире тунсăхлама памаççĕ, часах вĕçтерсе çитеççĕ. Тус-тăванлăха хаклама, аслисене хисеплеме вĕрентсе ÿстернĕ эпир ачасене. Ытти чухне килеймесен те Çĕнĕ çул хыççăн, кăрлачăн 2-мĕшĕнче, çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче тата çуралнă кунсенче пурте пĕрле пухăнасси йăлана кĕнĕ пирĕн. Мăнуксене те хăйсенчен хăвармаççĕ. Кил-çурт уявсенче кĕрлесе çеç тăрать. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче кашни çулах пахча ĕçĕ пуçланнине паллă тăватпăр. Сĕтелне те уçă сывлăшра хатĕрлетпĕр, шашлăк пĕçеретпĕр, — хăпартланса каласа кăтартрĕç Тамара Ипатьевнăпа Сильвестр Иванович. — Сергее каçаратпăр. Унпа халь кирек хăш вăхăтра телефонпа калаçма май çук. Çĕрулми кăларма та кĕркунне вăхăтне аран тупрĕ. Вăл яла килсен эпир унпа тÿрех библиотекăна çул тытатпăр. Ку та йăлана кĕнĕ пирĕн. Хăйĕн те шкула, вулавăша кĕрсе тухмасăр чунĕ лăпланмасть, — йăл кулса калаçăва тăсрĕ ăшпиллĕ амăшĕ.
«Пĕр алăра — ручка, тепринче — пепке»
— Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Аслă Кăршкаран Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуçне кашни кунах çуран утнă эпĕ. Вуннăмĕш класра чухне вожатăй ĕçне шанса панăччĕ. Халĕ те аса илетĕп ытарайми çав вăхăта. Концертпа ăçта кăна çитмен-ши? Таврари ялсене хамăрах, учительсĕрех тухса утаттăмăр. Эпĕ яланах дирижер пулнă. Каçа юлсан киле таврăнман, шкул парттисем çинче выртса çывăраттăмăр. Манăн сумкăра яланах анне пĕçерсе парса янă кукăль пурччĕ, ăна пурте пĕрле пайлаттăмăр. Шкул хыççăн педагогика институтне çул тытрăм, конкурспа иртеймерĕм те тăван ялах таврăнтăм, аслă вожатăйра тепĕр çулталăк ĕçлерĕм. Ачасене октябренока, пионера, комсомола илнĕ вăхăтсене халĕ те тунсăхлăн аса илетĕп. Тимĕр-тăмăр, кивĕ хут пуçтарса темиçе хут та мала тухнă. Кĕркунне çитсен хиртен тонни-тоннипе çĕрулми ăсатнă. Вăл вăхăтра пĕр класра 40-шер ачаччĕ, тетрадь тĕрĕслесе çур çĕр те иртетчĕ. Çемьеллĕскерĕн урăх тата мĕнле, пĕр алăра — ручка, тепринче — пепке. Юрать, мăшăр хăй те учитель, манăн ĕçе лайăх ăнланнă. Эпĕ — вырăс чĕлхипе литератури, вăл истори вĕрентнĕ, — ăшшăн аса илчĕ шкулти вăхăта Тамара Ипатьевна.
Ку ялта йăли çапла. Кашни Питраврах хисеплĕ учительсене вĕренекенĕсем шкула тĕлпулăва йыхравлаççĕ. Çирĕклĕ Шăхальте пĕлÿ илнисем Сильвестр Ивановичпа Тамара Ипатьевнăна нихăш çул та чĕнмесĕр хăварман.
«Шкула хутса ăшăтасси чĕр нушаччĕ»
Тахçан хĕрсен пÿлĕмĕнче шăп-шăпăрт ларнă пек, Сильвестр Иванович эпир кил хуçи арăмĕпе сăмах вакланине халĕ те чĕнмесĕр итлерĕ. Çапах ăна юлашкинчен хăй вăхăтĕнче пĕтĕм чунтан парăннă ĕçĕнчи самантсене аса илтертĕмĕр.
Çирĕклĕ Шăхальте çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн çичĕ çухрăмри Аслă Пăва шкулне çул тытнă вăл. Пĕрисем патне хваттере кĕрес тесе пĕр лав вутă та тиесе кайнă, анчах унта виçĕ каçран ытла çĕр каçса курман, уроксем хыççăн килнех утнă. Хĕллехи çил-тăманра аташса кайни те пĕрре мар пулнă. Ашшĕ-амăшĕнчен намăс пек туйăннă ăна, хăй умне лартнă тĕллеве пурнăçласах тенĕ.
«Шкул директорĕнче 31 çул ĕçлерĕм. Яла «кăвак çулăм» çитиччен ир те каç котельнăй пирки шухăшланă. Садике, шкула, больницăна, колхоз правленине пирĕн хутса ăшăтма тивнĕ. Темĕн те курнă, пĕррехинче çĕр варринче шкула кайрăм та — çутă çук, кочегар хуп турттарать, батарейсем çурăлма тытăннă… Ĕçе пуçăнсанах кивĕ шкулта электричество та, шыв та пулман. Çурта кăмакасемпе хутса ăшăтнă. Шухă ача вăл вăхăтра та пайтахчĕ. Вутти çунса пĕтичченех лÿшкесене хупса хурса сĕрĕм кăларатчĕç, ăшăнса çитеймен пÿлĕмри доскана шывпа йĕпетсе юриех пăрлантаратчĕç. Вĕренес килмен те вĕсен… Вуттине Канашран турттарнă, типĕ мартан лайăх чĕрĕлместчĕ. Ачасем валли кашни кунах шкулта пысăк хуранпа шыв вĕрететчĕç. Ун чухне аякран вĕренме килнисене çеç апатлантарнă», — директорта тăрăшнă çулсене аса илчĕ Сильвестр Иванович.
Вăл вăхăтра сакăр класс хыççăн шкулпа сывпуллашакан нумай пулнăран 9-мĕш класа каякансене килĕрен шыраса çÿреме тивнĕ. «План тултармаллаччĕ. «Хăть пĕр кунлăха, икĕ кунлăха пыр-ха ĕнтĕ», — йăлăнса ыйтнă. Ачисем килессе килетчĕç, тепĕр эрнерен 10-15-шĕ шкул тĕлне манатчĕ. Ертÿçĕ пулма çăмăл мар, 31 çулта темĕн тĕрлĕ улшăну та пулчĕ. Çĕнĕ шкул лартнă вăхăтра çăмăлах килмен. Çапах нихăçан та йăпăлтатса çÿремен, никама та юрама тăрăшман, ятпа хисепшĕн çунман. Вĕренекенсем пире асрах тытни, манманни савăнтарать», — чунне уçрĕ Сильвестр Шелтуков.
Сильвестр Иванович çемьене пурнăçри чи пысăк пуянлăх пек хаклакан арçын пулса çитĕннинче унăн ашшĕ-амăшĕн тÿпи пысăк. Вăрçă кĕрленĕ вăхăтра кун çути курнăскер ниепле те ачаш ÿсме пултарайман, ун çумне те куршанак ир çыпăçнă. Çывăх çыннисен куçĕнчен пăхма хăнăхман вăл, пĕчĕкрен çутă малашлăх пирки шухăшлаканскер шкул хыççăнах Донбаса шахтăна тухса кайнă. Йывăр та нушаллă пурнăç ăна тата та çирĕпрех пулма хистенĕ. Шупашкарти Стройтрестра, электроаппаратура заводĕнче ĕçленĕ хыççăн виçĕ çул çар тивĕçне пурнăçланă.
«Кил-йышра телейлĕ çын чăннипех ăраскаллă», — çырнă вырăс литературин классикĕ Лев Толстой. Çирĕп çемье — чи пысăк пуянлăх, вăл тĕрлĕ йывăрлăхран хÿтĕлет, пурнăç савăнăçĕ парнелет, пуриншĕн те шанчăклă тĕрев пулса тăрать. «Йывăç тымарĕпе çирĕп, этем — çемйипе», — тесе халăхра ахальтен каламаççĕ. Сильвестр Ивановичпа Тамара Ипатьевнăна нумай çул пĕрле пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннăшăн 2013 çулта «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе хавхалантарнă. Вĕсем ăна чăннипех те тивĕçлĕ.
Елена АТАМАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас