«Йывăç шăрши мĕне тăрать!..»
Йывăç каскалама юратакансем пирĕн тăрăхра пĕтмен-ха. Халĕ кил-çуртра, строительствăра хуçалăх лавккинчен туяннă хатĕрсемпе /профнастил, сайдинг, блок-хаус/ усă курма май пур. Алă вăйĕпе хăма саваламасăрах, пĕрене чутламасăрах пÿрт çĕклеме пулать. Пластик чÿречене килсех лартса параççĕ, алăка та хатĕррине хăть мĕнлине туян. Çапах хăв аллупа тунине нимĕн те çитмест — пÿрт ăш-чикки йывăçран пулсан чуна ăшă, пăхма кăмăллă. Çакна Шăмăршăри Туслăх урамĕнче пурăнакан Александр Михайлов хуçалăхĕнче курса ĕнентĕм.
Александр Николаевич çурт-йĕр çавăрма мăшăрлансанах пикеннĕ. Çемьере аслă ывăл пулнăран уйрăлса тухма шухăшланă. Малтанхи çул вăхăтлăх пурăнма пĕчĕк пÿрт, мунча туса лартнă. Кăнтăрла Шăмăршăри пушар чаçĕнче инженерта ĕçленĕ, каçсерен йывăçран каскаланă, чутланă, саваланă. Юратнă ĕçпе киленсе ывăннине туйман. Çыпăçуллă, ытарма çук илемлĕ пулса пынă ĕçĕсем. «Ывăлĕ те ăста пулчĕ, ашшĕн аллине çухатмарĕ», — ентешĕсем çапла каланине сахал мар илтнĕ.
Вĕсен ăсталăхĕ ăруран ăрăва куçса пырать: аслашшĕ паллă платник пулнă, кукашшĕ ăста столяр ятне тивĕçнĕ. Иккĕшĕ те Куршанкă Шăхаль ялĕнче /Тутарстанри Çĕпрел районĕ/ йывăçпа ĕçленĕ.
Мăнукĕ вара пĕчĕклех вĕсенчен пур ăсталăха вĕренсе пынă. Йывăçпа ĕçлеме кăна мар, кăмака-каланкка çавăрма, хурт-хăмăр пăхма хăнăхнă. Ашшĕн ĕç вăрттăнлăхне ăса хывнă. Аслă пĕлÿллĕ инженер /Ульяновскри ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ илнĕ/ хăшпĕр енĕпе вĕсенчен те ирттерет пулĕ. Вăл — сварщик, слесарь. Тимĕр хапхана хăй илемлетнĕ. Садри илĕртÿллĕ беседкăри çавра сĕтел тĕрлĕ енне çаврăнать — канма питех те меллĕ. Кухньăра усă курмалли хатĕрсене йывăçран эрешлесе касса кăларнă. Илемлетнĕ ывăс, йывăç çăпала-кашăк, пĕчĕк арчасем килте выртмаççĕ, вăл вĕсене тăван-хурăнташне, пĕлĕшĕсене парнелет.
Михайловсен икĕ хутлă çурчĕ шалтан та, тул енчен те илĕртÿллĕ, хăтлă. Йывăçпа пĕлсе усă курни сисĕнет. Пÿртре хыр хăмисем куçа илĕртеççĕ пулсан, мунча валли çăка аванрах. «Вĕсен шăрши те урăхларах», — ăнлантарчĕ ăста.
Урамран картише брусчатка тăрăх утса кĕрсен спорт инвентарĕ куç тĕлне пулчĕ: турник, боксер грушисем, футбол мечĕкĕсем. Темиçе мăшăр йĕлтĕр хĕл ларасса кĕтет. Пÿртре спорт кĕтесĕ пур — вăй-хал гимнастики валли ахăр. Александр Николаевич, ачаран спортпа туслăскер, виçĕ ывăлне те ăна юратма хăнăхтарса çитĕнтерет. Хăй районти тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнать, çăмăл атлетикăна, йĕлтĕрпе чупассине, футбол, волейбол, теннис вăййисене кăмăллать.
Кăçалхи «Наци чупăвĕнче» техника инвентаризацийĕн бюровĕн /БТИ/ 45 çулти генеральнăй директорĕ А.Михайлов районти предприяти-организаци ертÿçисен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
Ачасем — пурнăç илемĕ. Ырă ĕмĕтсем ăрăва тăсакансемпе çыхăннă. Хальлĕхе вĕсем мăшăрĕпе иккĕшне /Ирина Федоровна Шăмăршăри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентет/ çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Николай — 10-мĕш, Илья — 6-мĕш, Артем 2-мĕш классенче вĕренеççĕ, «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Уроксем хыççăн тĕрлĕ кружокпа студие çÿресе пултарулăха аталантараççĕ. Асли ÿкерме, хăмаран эреш касса кăларма юратать. Вăталăххи музыкăпа интересленет — искусствăсен шкулĕнче юрлас, музыка инструменчĕсем калас енĕпе ăсталăха туптать. Артем çут çанталăк пулăмĕсене сăнама Наци паркне çÿрет. Кану кунĕсенче çемйипех, кÿршĕ ачисемпе пĕрле урамра футболла е волейболла выляççĕ. Тренерĕ — ашшĕ, Александр Николаевич. Вăйă лапамне те хăех мотоблокпа тикĕсленĕ, хапхасем вырнаçтарнă; волейболла тупăшас тăк — хăйсем çыхнă сеткăна карса хураççĕ.
Çемье çулсерен пахчаçимĕç ăнăçлă туса илет, выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать. Пур ĕçе те пĕрле, килĕштерсе пурнăçлаççĕ. Ачисем аслисенчен ыррине вĕренсе пыраççĕ. Ăруран ăрăва куçакан ал ĕç ăсталăхĕ те çухалас çук Михайловсен çемйинче.
Галина ИВАНОВА.
Шăмăршă сали
Комментари хушас