- Чăвашла верси
- Русская версия
Йытă кÿлсе... хăва касма
Апакассинче пурăнакан Виталий Данилов тивĕçлĕ канăва тухсан йăлт аптраса ÿкнĕ. Кăвак çутăпа вăранса ир-ирех колхоз хирне васкама хăнăхнă тракторист вăхăта епле ирттермеллине те пĕлмен. Килте выльăх пăхасси, мăшăра пулăшасси кулленхи самантлăх ĕç пек кăна туйăннă. Ял хуçалăхне çĕнĕрен таврăнĕччĕ, сывлăхĕ çирĕпех мар. Йăлăхтарсах çитернĕ кичем пурнăç.
- Пĕр кун иккĕпе танлашатчĕ. Каç пулсан ыйхă килместчĕ, - тет ахаль ларма хăнăхман Виталий Данилович.
Пĕррехинче йăпану шыраса ялти вулавăша çул тытнă. Унта чылай ларнă хыççăн хăваран тĕрлĕ япала ăсталама вĕрентекен кĕнеке тупса илнĕ. Çынсене пĕр-пĕр ырă ĕçпе тĕлĕнтерес, савăнтарас тесе пурăнаканскер хăй те хĕпĕртенĕ.
- Акă пулчĕ те, çитет ал усса ларса, карçинкка çыхма пуçлатăп малашне, - тенĕ вăл.
Çĕрĕ-çĕрĕпе тĕпченĕ, паллашнă хыççăн тепĕр кунне карчăкне каламасăрах хăва касма вĕçтернĕ. Çывăхра пулманран йытă кÿлсе Ункă, Çавал тăрăхнех çитнĕ. Чылай тиесе килнĕ. Хăвана хатĕрлесе çитернĕ хыççăн кĕнеке тăрăх ĕçе пуçăннă. Ăнăçлах пулса тухнă пĕрремĕш карçинкка. Алли çыпăçнине хăй те туйса илнĕ хыççăн ыйхă çинчен манса çĕрĕ-çĕрĕпе çыхма тытăннă. Лăпă, çăкăр, канфет савăчĕ, тĕрлĕ карçинкка... Çĕрпĕве кайсан та ал ăстине саккас парса яма тытăннă. Таврари çынсене те мĕн ыйтнине йăлтах хатĕрлесе панă ÿркенменскер. Карçинккасăрри халь никам та çук пулĕ Апакасси тăрăхĕнче.
- Ку ĕçе пуçăнсан чарăнма çук. Кăмăла уçать, лăплантарать. Пуç ыратни те иртет, тунсăх сирĕлет. Япăххи çинчен шухăшламастăн. Пÿрнесем выляса кăна тăраççĕ. Хĕрарăмсем алса-чăлха çыхнипе пĕр танах, - тет 78 çулти мучи.
Çывăхра хăва юлманнишĕн кулянать Виталий Данилович. Пĕччен те кайса касĕччĕ юнашар пулсан. Ют çĕрте хăйсен лаптăкне кĕртесшĕн мар карçинкка çыхма юратакансем. Витали мучине никам та хирĕçлес çук-ха, анчах ытла аякка каймалла.
Виталий Даниловичпа Луиза Емельяновна 55 çул пĕрле пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те - ĕç ветеранĕ. Ял çинче ырă ятлă.
- Пĕр-пĕрне ăнлансан, итлесен кăна пурнăç тума пулать. Вăхăтра каçарма пĕлмелле, усал сунма юрамасть, кашни сăмаха ăша хывмалла мар. Чашăк-тирĕк шăнкăртатса илесси пулнах ĕнтĕ пирĕн те, - теççĕ Даниловсем.
Хĕрĕ Надя Çĕрпÿри ача садĕнче воспитательницăра ĕçлет. Унăн виçĕ ывăл.
- Мăнуксем алă усса лармаççĕ. Шкул çулĕнченех чашлаттарса утă çулаççĕ, ялти пĕр ĕçе те тиркесе тăмаççĕ. Вите лартнă чухне вунă çултискерсем нимене килнисемпе тан ĕçлесе тĕлĕнтернĕччĕ. Чи асли карçинкка та çыхма пĕлет, алли çыпăçуллă, - мăнаçланать кукашшĕ.
Качака, вăкăр, сысна, чăх-чĕп тытаççĕ 80 çула çывхаракансем. Темиçе çул хĕсĕр пулнăран ĕнине нумай пулмасть сутнă. Пахча çимĕç, улма-çырла ÿстереççĕ. Темиçе савăт помидор калчи лартнăччĕ Луиза Емельяновна. Чÿрече ани çинче ем-ешĕлехчĕ. Маларах сысна амисем чылай тытнă, çăвăрлаттарса та сутнă. Халĕ те çулĕсене пăхмасăр вăхăта ахаль ирттермеççĕ.
- Телевизор пăхса ывăнтарать хĕл кунĕсенче. Юратнă ĕçе çĕнĕрен пуçăнасшăн. Кĕркунне вăрманта кăмпа йышлă пулать, çавăнпах-и, тен, карçинкка ыйтакан уйрăмах нумай. Мăнуксемпе хăва касма кайса пăхасшăн-ха. Ĕç пулсан телей те пур, - тесе сыв пуллашрĕ Виталий Данилович.
Елена ГЛУХОВА.
Çĕрпÿ районĕ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас