Йышăнăвĕ пур, хваттерĕ çук

Шел те, тăлăхсен, çул çитменнисен прависене кулленхи пурнăçра час-часах пăсаççĕ. Вĕсенне кăна та мар-ха, анчах асăннисем — уйрăм ушкăнра. Вĕсен тĕлĕшпе ку е вăл тытăмра саккун епле шайра пурнăçланнине прокуратура тĕрĕслесех тăрать.

Акă Шупашкарти Мускав район прокуратурине те 1990 çулта çуралнă Н. пулăшу ыйтса пынă. Вăл хула администрацийĕ ун тĕлĕшпе çурт-йĕр правине пăснине пĕлтернĕ.

Çакă та паллă: Н. ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă. Шăмăршă район сучĕ амăшне малтанах ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă. Тăван пурăннă чухне шанăç çав-çавах сÿнмест-çке. Анчах хĕрарăм 2010 çулта вилнĕ. Чăннипех те амăшĕсĕр юлнă хĕр. Ашшĕ вара 2005 çултанпах тĕрмере.

Ашшĕ-амăшĕнчен юл-нă çурта ачисен ячĕпе çырнă-ха Етĕрне район администрацийĕнче. Ăна тĕрĕсленĕ май ятарлă комисси хваттерте ăшă, сантехника çуккине па-лăртнă. Хваттер пурăнма юрăхсăррине, ăна тĕпрен юсамаллине çирĕплетнĕ.

Çакна шута илсе Шупашкарти Мускав район сучĕ тĕп хулари Мускав район администрацине Н.-на тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене е çак йыша кĕнĕ граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе ти-вĕçтермелли черете тăрат-ма хушнă. Çакна шута илсе хĕре пурăнмалли çурт-йĕр ятарлă фондĕнчен уйрăм кĕтесе тивĕçмешкĕн черете кĕртнĕ.

2012 çултанпа Н. Шу-пашкарти пĕр адреспа регистрациленнĕ. Анчах вăл унта хуçа мар. Халĕ пурăнакан хваттер те — тара илнĕскер. Хĕрарăм ячĕпе урăх çурт-йĕр çук.

Çак сăлтавсене шута илсе район прокуратури хула администрацине Н.-на пурăнмалли кĕтеспе черетсĕр тивĕçтерме ыйтса Ленин район судне тухнă. Суд ыйтăва тивĕçтернĕ-ха, анчах администраци укçа çуккине, кунашкал черетре çынсем татах та тăнине шута илсе ЧР Аслă судне апелляци çырнă.

Ĕçе çывăх вăхăтра пăхса тухĕç. Анчах хĕрарăм хăйне ятăн хваттерлĕ часах пу-ласси пурпĕр иккĕленÿллĕ.

Анна НИКОЛАЕВА.

Анна НИКОЛАЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.