Ывăлне пулăшас тенĕ

Çакăн пек çынсем çинчен çирĕплетсех “чăн-чăн ашшĕ” теме юрать. Ывăлĕн пуçĕ çинчи çĕвĕке пула хăйне аван мар туясран ашшĕ те çавăн евĕр татуировка тутарнă. Тату-салонран тухсан Джош çак сăнÿкерчĕке Интернетра вырнаçтарнă. Ун айне: “Паян мар, начар хыпар илтнĕ кун питех те ыратрĕ”, — тесе çырнă.

Ку истори 2015 çулхи пуш уйăхĕнче пуçланнă. 8 çулти Габриэль Маршалăн /Канзас штачĕ/ пуç миминче усал шыçă тупнă. Арçын ачана хăвăртрах операци тума тивнĕ. Унтан сиплев курсĕ пуçланнă.

Операци хыççăн арçын ачан пуçĕ çинче темĕн пысăкăш çĕвĕ юлнă, çавна пула Габриэль хăйĕн пирки “монстр” теме пуçланă. Анчах та арçын ачан ашшĕ Джош çухалса кайман, ывăлне тĕрек кÿрес тĕллевпе малтан пуçне шакла хыртарнă, унтан тату-салона çул тытнă — шăп та лăп ывăлĕн çĕвĕкĕ евĕр татуировка йĕрленĕ.

“Ывăлăм пуçĕ çинчи çĕвĕке пула хăйне питĕ аван мар туятчĕ. Вара эпĕ çапла каларăм: “Çынсем сан çине пăхаççĕ-и? Апла, ман çине те пăхчăр! Манăн утăм ывăлăма кăшт та пулин тĕревлессе шанас килет”, — тенĕ Джош Маршалл.

/wday.ru/.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.