Ют çĕршыв таварне хамăрăннипе улăштаратпăр

РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чăваш Ене килнĕ май йĕркеленĕ тепĕр канашлура ют çĕршывран турттаракан тавар вырăнне хамăрăн продукципе усă курмалли çинчен калаçрĕç.

«Хальхи политика тата экономика лару-тăрăвĕ хамăрăн промышленноç тата агропромышленноç комплексне çĕнĕлле хак пама пулăшрĕ. Малтанхи шанчăксăрлăх сирĕлчĕ. Эпир хамăрăн майсене пĕлмен те», - палăртрĕ Михаил Викторович. Вăл федераци шайĕнче ку енĕпе йĕркеленĕ ĕç тавра сăмах пуçарчĕ. Чи малтанах Правительство комиссине çирĕплетнĕ. Ăна Правительство Председателĕ Дмитрий Медведев ертсе пырать. Кашни регионта ĕç ушкăнĕ пур. Раççей Промышленноç тата суту-илÿ министерстви отрасльсен 20 планне йышăннă, унта 2 пин ытла проект кĕртнĕ. Ĕçе йĕркелесе ямашкăн субсиди уйăраççĕ. Паллах, мĕнле продукци, кам валли тата мĕн чухлĕ туса кăларассине пĕрле палăртмалла. Апла тăк предприяти, регион влаçĕ, РФ Промышленноç тата суту-илÿ министерстви хушшинчи çыхăнăва çирĕплетмелле. Ахальтен мар Михаил Бабич проектсене пĕрле сÿтсе явма чĕнсе каларĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хамăр тăрăхри электротехника кластерĕн хăвачĕ çинче чарăнса тăчĕ. Çак йышри 27 предприяти кирлĕ тата пахалăхлă продукци кăларнипе паллă.

Михаил Васильевич ют çĕршыв продукцине хамăрăннипе улăштарас тĕлĕшпе промышленноç инфратытăмĕ йĕркеленине, ятарлă лапамсенче инвесторсем хăйсен ĕçне пуçарма пултарнине тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармашкăн индустри паркĕсем уçни те пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Унсăр пуçне производство лапамĕсенче уйрăм çынсен технопаркĕсем валли вырăн уйăрас ыйтăва пăхса тухаççĕ.

Паян ял хуçалăх тытăмне те патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ. Республика Пуçлăхĕ юлашки çулсенче санкцисем вăя кĕнĕрен ял хуçалăхра тăрăшакансен ытларах ĕçлесе илме май пуррине палăртрĕ. Чиновниксен, паллах, продукци хакне шайлаштарса пымалла.

Михаил Бабич, канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, кунта хускатнă ыйтусене çĕршыв шайĕнче тепĕр хут пăхса тухассине палăртрĕ.

 

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.